Сентимĕр

(Сентимер ҫинчен куҫарнӑ)

Сентимĕр (Сентимĕркасси), — Муркаш районĕнче вырнаçнă ял. Ял Шупашкартан 49 çухрăмра, Муркашран 5 çухрăмра ларать.

Сентимĕр
Сентимĕр
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Муркаш
Ял тăрăхĕ [[ял тăрăхĕ|]]
Наци йышĕ чăвашсем
Конфесси йышĕ православсем
Этнохороним сентимĕрсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ

2002 çулхи перепись тăрăх ялта 88 кил шутланнă, 252 çын пурăннă. Яла шыв, газ кĕртнĕ. Ял урлă асфальтлă çул иртет.

Ял ячĕ

тӳрлет

Малтан яла Сентимĕркасси тенĕ. Каярах вара -касси тухса ӳкнĕ. Сентимĕркасси — Сентимĕр ятлă чăваш ку яла йĕркелесе янине кăтартать. Çавăн пекех 1859 çулхи хыпар кĕнекинче ăна Илтукой (Ильдуковой) ятпа çырса хăварнă. Илтук (ил — çĕр, халăх, тук — тукан) — чăваш ячĕ.

Истори

тӳрлет

1920 çулхи утă уйăхĕн 24-мĕшĕччен Чикмĕ уесĕн Шурча вулăсне, каярах Шупашкар уесĕн Шурча вулăсĕнче шутланнă.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Тутаркас районне кĕнĕ. 1939 çулхи кăрлач уйăхĕн 16 хыççăн Сĕнтĕр районне, 1944 çулхи пуш уйăхăн 30 хыççăн Муркаш районне, 1959 çулхи утă уйăхĕн 14 хыççăн Сĕнтĕр районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Шупашкар районне кĕнĕ. 1964 çулхи пуш уйăхĕн 11 хыççăн хальхи вăхăтченех Муркаш районне кĕрет.

1924 çулта 33 килте 135 çын пурăннă.

Паллă çынсем

тӳрлет

Литература

тӳрлет
  • Л.П.Сергеев, «Моргаушский район. Краткая энциклопедия», Шупашкар, 2002.