Сĕнтĕкçырми
Сентĕкçырми — Чăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай районĕнчи ял.
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Герб | Ялав |
---|---|
Сентĕкçырми | |
Патшалăх | Раççей Федерацийĕ |
Республика | Чăваш Республики |
Район | Хĕрлĕ Чутай районĕ |
Ял тăрăхĕ | ... ял тăрăхĕ |
Лаптăк | км² |
Халăх йышĕ | () |
Йышлăхĕ | /км² |
Телефон префиксĕ | +7 83ххх |
Почта индексĕ | 429ххх |
Геогр. широти | хх°хх′хх″ Ç/N |
Геогр. долготи | хх°хх′хх″ Т/E |
Вăхăт тăрăхĕ | UTC+3, çулла UTC+4 |
ОКАТО (код) | |
Тавралăхĕ
тӳрлетХалăх йышĕ, ял тытăмĕ
тӳрлетКун-çулĕ
тӳрлетСĕнтĕкçырми ялĕнче пурăнакан 82 çулхи Серафима Григорьевна Яруткинăран 2009 çулта Светлана Яруткина çырса илнипе çапла пулнă:
Хаяр Йăван Хусана çĕнтерсе иличчен Шупашкар таврашĕнчен Сĕнтĕк ятлă арçын хăй çемйипе çак çĕрсене килсе вырнаçнă. Вăл малтан пурăннă вырăна вырăссем тапăннă. Вĕсем пурăнакан кашни çыннăн пӳрт алăкне каштапа тĕкĕленĕ те вут тĕртнĕ. Питĕ хăвăрт хыпса илнĕ çуртсенчен хăтăлайманнисем чылай пулнă. Çар çынни пулнă Сĕнтĕк хĕçпе çапăçса çемйипе тарма пултарнă, анчах хăваласа çитнĕ вырăссем икĕ ывăлне вĕлернĕ. Çăлăнма пултарнă Сĕнтĕкпе арăмĕ хăйсене килĕшнĕ вырăна суйласа илсе пӳрт-çурт çавăрнă, выльăх-чĕрлĕх усрама пуçланă. Кăштах вăхăт иртсен Сĕнтĕке вырăссем шыраса тупнă та ăна вĕсем Хусана вăрçса илме чĕнеççĕ. Анчах вăл вĕсемпе кайма килĕшмен. Çавăнтанпа Сĕнтĕк çынсемпе ытлах хутшăнман. Хăй вăл питĕ чарусăр, харсăр пулнă. Сĕнтĕк çутă сăнлă, сарă çӳçлĕ, тăрăхларах пуçлă, лутраскер. Вĕсен икĕ ывăл çуралнă. Пĕрне — Ярутти, теприне Яртуш тенĕ. Сĕнтĕк йăхĕ йышлансах пынă. Çапла майпа пуçланса кайнă та Сĕнтĕкçырми ялĕ
Вуламалли
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлетКу Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |