Регули Антал, — венгр чĕлхеçи тата историкĕ, çулçӳревçĕ, танлаштаруллă финн-угр чĕлхе пĕлĕвне пуçараканĕ. 1819 çулхи çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче Венгрири Зирц хулинче çуралнă. 1858 çулхи çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче Венгрири Буда хулинче вилнĕ.

Пурнăçĕ

тӳрлет

1841 çулта Венгрири ăслăлăхсен академийĕ хушнипе Раççее венгрсен тăхăмĕсем пурăннă вырăнсене тĕпчеме килнĕ. Петербургра икĕ çул хушши Атăлпа Чулман Атăл тăрăхĕнче, Уралта тата Çĕпĕрте пурăнан халăхсем çинчен çырнă тĕрлĕ литературăпа паллашнă, чĕлхесене вĕреннĕ.

1843 çулхи утă уйăхĕнче Мускавпа Чулхула витĕр Çĕпĕре тухса кайнă. Çав вăхăтра тĕпчевçĕ Чикме, Етĕрне, Шупашкар тата Çĕрпӳ уесĕсенче чăваш чĕлхин вырăнти калаçăвĕсене, фольклорпа этнографи материалĕсене çыра-çыра илнĕ. Ку ĕçре ăна чăвашсен пĕрмĕш çыравçи, историкĕ тата этнографĕ С.М.Михайлов (1821—1861) нумай пулăшнă. Пухнă мĕнпур материала пичетлесе кăларма Антал Регули хăй йĕркелесе çитереймен. Çав ĕçе финн-укăр чĕлхисен тепĕр паллă тĕпчевçи Иозеф Буденц (18361892) пурнăçланă.

Вуламалли

тӳрлет
  • Федотов М.Р. Исследователи чувашского языка. Ч., 1987;
  • Дмитриева Ю., Адягаши К. Hungarotschuwashica. Ч.,2001.
  • Пик Антала Регули// Мир путешествий, 1991, №12
  • Z. Fallenbüchl: Reguly Antal. In: Österreichisches Biographisches Lexikon 1815–1950 (ÖBL). Band 9, Verlag der Österreichischen Akademie der Wissenschaften, Wien 1988, ISBN 3-7001-1483-4, S. 19 f. (Direktlinks auf S. 19, S. 20).

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет