Христос Раштавĕ
Христос Раштавĕ, е, кĕскен, Раштав — Христос çуралнипе çыхăннă тĕн уявĕ.
Раштав Евангелисенче
тӳрлетЕвангели тарăх Иисус Христос Август тытăмĕн тапхăрĕнче иудейсен Вифлеем хулинче Иосиф Кăшăлçă Назарет платникĕпе унăн усравĕнче çитĕннĕ Мари (Турă амăшĕ тата Приснодевы) çемйинче çуралнă (ӳтĕленнĕ). Вĕсем Вифлеем халăх çыравне килнĕ пулнă. Хăна çуртĕнче вырăн çуккипе çемйен выльăха ахăр çутçанталăкра пытантармалли сăрт хăвăлĕнче çĕр каçма тивнĕ. Христос çуралнă самантра ту хăвăлĕ çийĕн тӳпере çăлтăр хăпарнă. Çăлтăрăн тӳпери вырăнĕпе çак пулăм пирки виçĕ ăсчах пĕлнĕ. Пĕрремĕш Çĕр çине аннă Турра саламлама кĕтӳçсем пынă, вĕсене çак хыпара ангел, кайран ăсчахсем пĕлтернĕ. Ăсчахсем Христоса парнесем — ылтăн, ладан тата смирнă — илсе пынă.
Христос çурални çинчен пĕлсен, Иудейăн патши Ирăт 2 çулченхи ачасене çапса вĕлерме хушать, анчах та Христос вилĕмрен асамлăн çăлăнать. Çапах Иосифăн çемйин Икĕпата тухса тарма тивет, унта вăл Ирăт патша виличчен пурăнать.
Раштавăн тĕнчери халăхсен уяв апат-çимĕçĕсем
тӳрлет- Раççей: сочиво, сыть, кăвакал е хур какайĕ панулмисемпе;
- Бельги: пăру какайĕ кăлпасси трюфельсемпе, хир сысни какайĕ, ятарлă торт, эрех;
- Аслă Британи: кăркка какайĕ йĕплĕ хурлăхан соусĕпе, раштав пудингӗпе бренди;
- Венгри: çӳхе облатка, пылпа сĕрнĕ, ыхрапа ;
- Германи: ӑшаланӑ хур;
- Греци: кăркка эрех ăшĕнче;
- Дани: кăвакал е хур, ăшне вакланă пахча-çимĕç кĕртнĕ, корицапа сапнӑ хир тулли пудингӗ;
- Ирланди: кăркка е окорок;
- Испани: ӑшаланӑ така, моллюскăсем, кăркка, сĕтлĕ сысна çури, херес;
- Итали: пăспа пĕçернĕ треска е уланкӑ шурă эрехпе;
- Люксембург: юн кăлпасси, панулмисем, çăмăл эрех;
- Нидерландсем: кролик, пăлан е сунар чӗрчунӗн какайӗ;
- Португали: баккалао, питĕ пылак портвейн;
- Словаки: капустница тата карп с ҫĕрулми салачӗ, ҫӳхе облатка пылпа тата ыхрапа;
- Финлянди: окорок, кишӗр, брюква е ҫĕрулми запеканки, булочки из слоёного теста со сливовым вареньем, симӗс пӑрҫа, брусника, клюква;
- Франци: устрицасем, паштет хур пĕверӗ, шурӑ эрехри кăркка, шампанское тата чăкăтсем.
Çав. пекех
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Раштав посчĕ 2007 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ..
- Европа йăлисем 2007 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
- Авалхи раштав саламĕсем