Пулхăр чĕлхи
Пулхăр чĕлхи (протопăлхар, прапăлхар, авалхи пăлхарсен чĕлхи, авалхи пăлхар) — темиçе çывăх пĕртăван Балканра, Вăтам Атăлçи тата Çурçĕр Кавказри пăлхар йăхĕсен чĕлхи.
Пулхăр чĕлхи | |
---|---|
Патшалăхсем: | |
Çухалнă: | XIV, чăваш чĕлхи пулса юлнă |
Классификаци | |
Категори: | Еврази чĕлхисем |
Алтай çемьи | |
Çырулăх: | пулхăр рунисем |
Чĕлхе кочĕсем | |
ISO 639-1: | |
ISO 639-2: | |
ISO 639-3: | |
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика |
- Болгарин паянхи чĕлхине шырасан пăлхар чĕлхи статьяна уçса пăхăр
Пулхăрсен чĕлхи хальхи чăваш чĕлхипе пĕрле пăлхар-хасар ушкăнне тĕрĕк çемйине кĕреççĕ.
Кун-çулĕПравить
Малтанхи пулхăр чĕлхи, V ĕмĕрте Азов тинĕсĕн таврашĕнче сарăлнă, хăй хыççăн çыру палăкĕсене хăварман.
Танай пулхăр чĕлхиПравить
П. Добрев çырса кăтартнă Пăлхар рунисен 132 палли.
VII—X ĕмĕрсенче Балканра саралнă. Унран глоссем юлнă, çаплах вăл хальхи Балкан чĕлхисенче, хункăр чĕлхине кĕрсе юлнă.
Атăл-пулхăр чĕлхиПравить
VIII ĕмĕртенпе атăл-пулхăр чĕлхи Атăлта саралнă. Арап графикипе çырнă XIII—XIV ĕмĕрсенчи эпитафисене Атăлçи Пăлхар çĕрĕсенче тупнă. Çак ротацисăмлă дж-диалект пулать.
Атăл-пулхăр сăмахĕ | Транслитераци тĕслĕхĕ | Хальхи чăваш аналогĕ | Хальхи тутар аналогĕ | Вырăсла пĕлтерĕшĕ |
---|---|---|---|---|
هیر | хир | хĕр | кыз | дочь, девушка |
اول | авл | ывăл | ул | сын |
آیح | айх | уйăх (ойăх) | ай | месяц |
جال | джал | çул (çол, ~кăçал) | ел | год |
تواتو، تواتة | туату, туата | тăват(тă) | дүрт | четыре |
آلط، آلطی | алты, алт | ултă (олтă), улт (олт) | алты | шесть |
جتی، جیات | джиат, дж-ти | çич, çичĕ | җиде | семь |
سکر | с-к-р | сак(к)ăр | сигез | восемь |
طحر، طحور | т-хур, т-х-р | тăх(х)ăр | тугыз | девять |
وان | ван | вун (вон), вунă (вонă) | ун | десять |
جیریم، جرم | джирим, дж-р-м | çирĕм | егерме | двадцать |
ووطر | вут-р | вăтăр | утыз | тридцать |
جور | джур | çĕр | йөз | сто |
Çавăн пекех пăхăрПравить
ВуламаллиПравить
- Булгарский язык // БРЭ. Т.4. М.,2006.
- Benzing J. Das Hunnische, Donaubolgarische und Wolgabolgarische (Sprachreste) // PhTF. T 1, 1959
- Хакимзянов Ф. С. Язык эпитафий волжских булгар. М., 1978
- Хакимзянов Ф. С. Булгарский язык // Языки мира. Тюркские языки. — М., 1997.
- Мудрак О. А. Заметки о языке и культуре дунайских булгар // Orientalia et Classica VI, Аспекты компаративистики 1. М., 2005. pdf
- Inscriptions and Alphabet of the Proto-Bulgarians, by Peter Dobrev