Хун чĕлхи, — хунсен чĕлхи. Çухалнă чĕлхе шутланать. Тĕпчевçĕсем вĕсен çырулăхĕ пулман тесе шутлаççĕ пулсан та, чăвашсем хушшинче сыхланса юлнă тĕрĕ çырăвĕ çак шухăшпа килĕшмелле маррине кăтартать. Хунсен тĕрĕ çырăвĕ анăçалла килес умĕнех пулнă. Çапах та вĕсен çырулăхĕ пулнине çирĕплетсе паракан чăнлавсене халиччен тупайман.

Хун чĕлхи
Тăван ячĕ: паллă мар
Патшалăхсем: Кăнтăр Европа, Казахстан, Кăнтăр Çĕпĕр
Çухалнă: п.э. V ĕм. тĕлне
Классификаци
Категори: Еврази чĕлхисем
Алтай çемьи
Тĕрĕк турачĕ
Пăлхар ушкăнĕ (тавлашуллă)
Çырулăх: çырусăр (тĕрĕ)
Чĕлхе кочĕсем
ISO 639-1:
ISO 639-2:
ISO 639-3:
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика
Ази хуннусен чĕлхи пирки Хунну чĕлхи вулăр

Ăсчахсем ку чĕлхе ротацизмлă тата ламбдаизмлă тĕрĕк чĕлхи пулнă тесе шутлаççĕ.

Хунсен çырулăхĕн тĕслĕхĕсене тупман, çапах та питĕ сахал хун сăмахĕ сыхланса юлнă, вĕсене грек е латин куçăвĕнче хытă улăштарнă — ытларах пайăр ятсем, вĕсем тĕрĕк тымарĕнчен пулнине курма пулать ("Europe: The Origins of the Huns" е "Khan Diggiz Dish Inscriptions" пăхăр). Encyclopaedia Britannica çырнипе, Хасар чĕлхипе пĕрле r- тата l-тĕслĕ тĕрĕк чĕлхисен пăлхар туратĕнче шутланать,тĕрĕксен паянхи чĕрĕ чĕлхисенчен чăваш чĕлхи (ытти чĕрĕ тĕрĕк чĕлхисем z- тата š-тĕслĕ чĕлхе пулать) кăна упранса юлнă.

Каçăсем

тӳрлет

</noinclude>