Хункăр чĕлхи

Венгр чĕлхи (мадьяр, мачар чĕлхи) — финн-укăр чĕлхисен ушкăнне кĕрекен чĕлхе. ханты тата манси чĕлхипе пĕрле укăр сыпăкне йĕркелет. Венгрла калаçакан хисепĕ 15 млн çывхарать. Венгрсем тĕпрен илсен Венгрире, Австрире, Румынире, Украинăра пурăнаççĕ.

Венгр чĕлхи
Тăван ячĕ: Magyar nyelv
Патшалăхсем: Венгри, Румыни, Словаки, Украина, Серби, Хорвати, Австри, Словени
Официаллă статус: Венгри, ЕП, Воеводина Сербире, Румынири, Словакири тата Словенири венгрсем пурăнакан вырăнта
Йĕркелекен: Венгр Ăслăх Академин лингвистика институчĕ
Калаçакансен пур йышĕ: 14 млн
Рейтинг: 52
Классификаци
Категори: Еврази чĕлхисем
Урал чĕлхисем
Финн-укăр чĕлхисем
Укăр чĕлхисем
Çырулăх: латиница (венгр алфавичĕ)
Чĕлхе кочĕсем
ГОСТ 7.75–97: вен 133
ISO 639-1: hu
ISO 639-2: hun
ISO 639-3: hun
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика

Венгр чĕлхи 8 диалекта пĕрлештерет. Хальхи тăван çĕр-шыв хутлăхне тупичченхи тапхăрта (X ĕмĕрччен) пăлхар-чăваш чĕлхипе тачă çыхăнура тăнă. Тĕпчевçĕсем венгр чĕлхинче 500 яхăн чăваш сăмахĕ тупса палăртнă.

Çырăвĕ латиница алфавичĕ çинче никĕсленнĕ. Чĕлхе кочĕ - hu е hun (ISO 639 тăрăх)

Чăваш чĕлхипе çыхăнăвĕПравить

Венгр чĕлхине ĕлĕк-авалах çур пине яхăн чăваш-пăлхар сăмахĕ кĕрсе юлнă (пĕр чĕлхе тупмалăх çителĕклĕ). Венгрсем вĕт Европăна Çĕпĕртен куçса кайнă, çулĕ вĕсен чăваш урлă выртнă. «Улма» – «Олма», «Пурçăн» – «Баршонь». – «Сысна» – «Дисно». – «Çурла» – «Шарло». – «Кивçен» – «Кёльчён». – «Çурта» – «Дертя».[1]

Çавăн пекех пăхăрПравить

АсăрхавсемПравить

  1. ^ Фомин Э. Чи хитре чĕлхе. «Малтан сăмах пулнă» пайĕ [1]

КаçăсемПравить