Пилешкасси (Çĕмĕрле районĕ)
Урăх пĕлтерĕшĕсене Пилешкасси (пĕлтерĕшĕсем) статьяра пăхăр.
|
Пилешкасси, — Чăваш Республикинчи Çĕмĕрле районĕн ялĕ. Хутар ял тăрахне кĕрет.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
тӳрлетЯлта 95 кил. Пĕтĕмпе виçĕ урам: тĕп, урлӑ урам, хыçри урам. Ял варринче виçĕ пĕве пур, асфальт çул сарнӑ, газ кĕртнĕ.
Обществӑ тата культура меропрятийĕсене халӑх Хутарти Культура çуртне çӱрет. Ялта апат-çимĕç лавкки пур.
Тавралăхĕ
тӳрлетЮнашар Хутар ялĕнчен хĕвеланӑç еннелле çур çухрӑмра вырнаçнӑ.
Кун-çулĕ
тӳрлетЯл хӑçан пуçланса кайнине татӑклӑ татса паман. 1808 çулхи Чĕмпĕр кĕпернин картти çинче яла Вăрманкас ятпа паллă тунă. 1863 çулхи Чĕмпĕр кĕпернине кĕрекен ялсен списокĕнче ял икĕ ятпа Вăрманкас (Пилешкасси) ятпа тăрать. Каярахри истори хучĕсенче ял Пилешкасси ячĕпе кăна тĕл пулать. Истори докуменчĕсенче (1864 ç.) яла Пилешкасси тесе çеç çырнине кура ял кунне паллӑ тӑвассине çав çулпа çыхăнтарнă.
1917 çулчен Чĕмпĕр кĕпернинчи Кăрмăш уесĕн Атикасси вулăсне кĕнĕ.
Ял ӳссех пыни паллӑ - 35 килтен пуçласа XX ĕмĕр тĕлне 100 кил урлӑ каçнӑ. Жданов ячĕпе хисепленекен колхоз йĕркеленĕ. Ялта клуб, лаша витисем, хурал пӳрчĕ, пуçламӑш шкул пулнӑ.
Паллӑ çыннисем
тӳрлет- Кузьма Антонович Великов — медицина профессорĕ
- Иванов (Хутар) Николай Петрович — сăвăç, халăхра анлă сарăлнă юрă сăмахĕсен авторĕ
- Кушман Василий Григорьевич — выçлăх çулĕсенче ял халăхне пулăшнă ĕçчен, ял кооперативĕн председателĕ
- Андреев Владимир Юрьевич — пĕрмĕш чăвашла электрон вĕренӳ кĕнекисен авторĕ
Çавăн пекех пăхăр
тӳрлетВуламалли
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |