Никитин Анатолий Никитич

Никитин Анатолий Никитич (13.6.1948, Чăваш Ен,Вăрнар районĕ,Хирпуç ялĕ çур.) — чăваш композиторĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1999), РФ КП пайташĕ (1996). Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине (2008) тивĕçнĕ[1][2].

Анатолий Никитин
Тулли ят Анатолий Никитич Никитин
Çуралнă вăхăт 1948, çĕртме, 13
Çуралнă вырăн Хирпуç ялĕ, Вăрнар районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР
Патшалăх СССР ,
РФ
Профессисем юрăç, композитор
Жанрсем чăваш эстради
Ушкăнсем Çавал, Нарспи, Шевле, Нухрат, Янташ
Парнесем Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1999)
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамоти (2008)
http://ru.yandash.ru

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

тӳрлет

1948 çулхи çĕртме уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Вăрнар районĕнчи Хирпуç ялĕнче çуралнă. 1956 çулта ашшĕ-амăшĕпе Йĕпреç районĕнчи Спотар посёлокне куçнă.

Спотарти 8 класслă шкултан вĕренсе тухсан, малтан Çĕрпӳри культçутвĕрентешĕнче, кайран Мускаври культура институтĕнче халăх инструменчĕсен уйрăмĕнче пĕлӳ пухнă (1967-1971). Студент чухнех концертмейстер пулса Мускаври хор тата ташă коллективĕсенче ĕçленĕ.

1971-1980 çулсенче - Чăваш юрăпа ташă ансамблĕн баянист-концертмейстĕрĕ, 1980-1982 - Чăваш патшалăх филармонийĕн «Çавал» эстрадăпа фольклор ансамблĕн мусăк ертӳçи. 1982-1987 — Республика культçутвĕрентешĕн баянпа аккордеон класĕнче вĕрентекенĕ.

39 çула çитсен Ӗпхӳри искусство институтне вĕренме кĕнĕ, 3. Г. Исмагилов профессор патĕнче композиципе пĕлӳ илнĕ, 1992 çулта ăна ăнăçлă вĕçленĕ.

Пушкăртăстанти Чăваш пĕрлĕхĕпе культура центрĕ çумĕнче «Нарспи» фольклорпа этнографи ансамблĕпе «Нухрат» эстрада ушкăнне йĕркеленĕ.

Шупашкара таврăнсан 50-мĕш вăтам шкул çумĕнчи «Шевле» эстрадăпа фольклор ансамбльне, çавăн пекех «Янташ» эстрада ушкăнне ертсе пырать, вĕсен юрри-ташисемпе Чăваш Енре тата тулашĕнче çынсене савăнтарать.

Тутарстанра, Пушкăртăстанра, Чĕмпĕрте, Самарта, Пензăра, Сарăтура, Тĕменре, Чехо­словакинче, «Çавал» ансамблĕпе - Бельгире пулнă.

Ӗçĕсем

тӳрлет

Кунта «Сказание о суварах» (Суварсем çинчен) симфониллĕ поэма, скрипка, виолончель тата фортепиано валли Трио, струнăллă Квартет, фортепиано валли Поэма-токката, Ю. Сементер сăввисем çине романсĕн циклĕ, С. Ильин либретти тăрăх «Уйахпи» балет валли кĕвĕ çырма пуçланă.

Вуламалли

тӳрлет
  1. Валанс, Э. Вĕсен чĕринче тăванлăх тата чăвашлăх туп-тулли / Э. Валанс // Самант. – 2009. – № 10. – С. 7.
  2. Вĕсен ĕç вырăнĕ – сцена // Ялав. – 1997. – № 6. – С. 81.
  3. Георгиева, Н. Юратнă композитора – награда / Н. Георгиева // Хыпар. – 2003. – 29 çурла.
  4. Кипеч, А. Халӑх юратӑвӗнчен пахи ҫук / А. Кипеч // Хыпар. – 2008. – 16 утӑ. – С. 3. – (Культура ; № 4 / кӑларӑма Т. Михайлова хатӗрленӗ).
  5. Никитин, А. Н. Пурнăç хакланать, юрă шайĕ чакать / А. Н. Никитин ; Л. Лаптева çырса илнĕ // Хресчен сасси. – 2000. – 18 кăрлач.
  6. Никитин, А. Н. «Юррăмсенче çамрăклăха сăнлатăп...» / А. Н. Никитин ; С. Сарвел калаçнă // Çамăксен хаçачĕ. – 1999. – 12 пуш (№ 10). – С. 9.
  7. Печников, О. Халӑх юратакан композитор / О. Печников // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ (Вӑрнар р-нӗ). – 2008. – 21 ҫӗртме.
  8. Печникова, М. Н. Чӑваш юррине чунӗпе парӑннӑ : (Анатолий Никитич Никитин композитор тата педагог 60 ҫул тултарнӑ май) / М. Н. Печникова // Халӑх шкулӗ = Нар. шк. – 2008. – № 3. – С. 44.
  9. Сементер, Ю. Шур юр çинчи юрату / Ю. Сементер // Чăваш ен. – 1996. – 27 апр. – 4 мая (№ 18). – С. 9.
  10. Юнгеров, Н. Пурăнма, юратма пулăшаççĕ / Н. Юнгеров // Хыпар. – 1998. – 1 утă.
  11. Юрату, А. «Чӑваш эстрадин малашлӑхӗ пур, вӑл ҫутӑ» / А. Юрату // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. – 2009. – 20 нарӑс (№ 6). – С. 11.
  12. Бушуева, Л. И. Никитин Анатолий Никитич / Л. И. Бушуева // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – Т. 3 : М-Се. – С. 226.
  13. Данилова, И. Молодые композиторы : линия судьбы / И. Данилова // Лик Чувашии. – 2000. – № 2. – С. 98–107.
  14. Никитин, А. Звания почетного не получил, зато симфонию написал / А. Никитин ; беседовал Ю. Семендер // Совет. Чувашия. – 1996. – 13 июля.
  15. Илюхин, Ю. А. Никитин Анатолий Никитич / Ю. А. Илюхин // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 292.
  16. Никитин Анатолий Никитич // Энциклопедия Вурнарского района. – Чебоксары, 2005. – С. 183.
  17. Печникова, М. Любимый народом композитор / М. Печникова // За победу (Ибресин. р-н). – 2008. – 2 июля.
  18. Семендер, Ю. Приехал на автобусе, уехал на «жигулях» / Ю. Семендер // Совет. Чувашия. – 1998. – 1 июля.
  19. Стрельцова, Т. Так много в этой песне / Т. Стрельцова // Чебоксар. новости. – 2008. – 1 июля. – С. 8.

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет