Сементер Юрий Семёнович

Юрий Сементер (1941 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕ, Танăш ялĕ, Красноармейски районĕ, Чăваш АССР çур.) — чăваш сăвăçи, тăлмачĕ.
Юрий Семендер | |
![]() | |
Çуралнă вăхăт: | Кăрлач, 2, 1941 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Танăш ялĕ, Трак ен районĕ, Чăваш АССР |
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш сăвăçĕ тата тăлмачĕ |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш |
Парнесем: | Çеçпĕл Мишши парни (1983) Нестер Янкас парни (1996) Фатых Карим парни (2002). |
Чыславсем: |
«Çарти хастарлăхшăн» медаль (1970) ЧАССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп хучĕ (1984) Чăваш халăх сăвăçи (1999 ç.) Чăваш Республики культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1988 ç.) ![]() |
СССР ÇП пайташĕ (1973 ç.), Чăваш халăх сăвăçи (1999 ç.), Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1988 ç.).
ПурнăçĕТӳрлет
Юрий Семенов Красноармейски районĕнчи Танăш ялĕнче 1941 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче çуралнă. Кĕçĕн Шетмĕри çиччĕ çул вĕренмелли, Красноармейскинчи вăтам шкулсенче пĕлӳ пухнă.
Вăтам пĕлӳ илнĕ çамрăк Çĕрпӳри культурăпа çутĕç училищинче вĕренет, Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕрет. 1960-1963 тата 1969-1971 çулсенче çар хĕсметĕнче тăнă.
1964 çулта Чатукассинчи клуб заведующийĕ вырăнĕнче, 1964-1966 çулсенче Çĕрпӳ комсомол райкомĕн пай пуçлăхĕнче, 1966-1969 çулсенче Çĕрпӳ район хаçачĕн ĕçтешĕ пулса ĕçленĕ. 1971-1973 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствин илемлĕ литература редакторĕ, аслă редакторĕ, редакцисен пуçлăхĕ пулнă. 1974 çултанпа — «Ялав» журналăн тĕп редакторĕ.
Литература ĕçне шкул çулĕсенче тытăннă, малтанхи сăввисене хаçатсенче тата «Ялав» журналта (1958) пичетленĕ. Унтанпа Ю. Сементер çирĕм пиллĕк кĕнеке пичетлесе кăларнă. Вĕсенчен паллăраххисем: «Тупа» (1972), «Аван-и, салтак» (1981), «Чĕнтĕрлĕ кĕпер» (1998), «Хуркайăк çулĕ» (2002).
1975-1980 çулсенче — РСФСР çыравçисен пĕрлешĕвĕн ревизи комиссин пайташĕ, Шупашкар хула канашĕн депутачĕ.
Ялав журнал тĕп редакторĕнче ĕçленĕ.
Пултару ĕçĕсемТӳрлет
Ю.Сементер сăвă, юрă, поэма, либретто тата илемлĕ куçару ĕçĕнче те палăрнă.
- Пирĕн вăйа карти: сăвăсем. Шупашкар. 2005. ISBN 5-7670-1423-X
Чыславсемпе парнесемТӳрлет
- Çеçпĕл Мишши парни (1983),
- Нестер Янкас парни (1996),
- Фатых Карим парни (2002).
Сăвăçа ЧАССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп хучĕпе (1984), Туслăх орденĕпе (1996), «Çарти хастарлăхшăн» медальпе (1970) чысланă.
ВуламаллиТӳрлет
- «Чăваш литературин антологийĕ», составители: Д. В. Гордеев, Ю. А. Силэм. Шупашкар, 2003. ISBN 5-7670-1279-2 .