Кунтиккав
Кунтиккав - (выр. Кундюковка) Чĕмпĕр облаçĕн Чăнлă районĕнчи чăваш ялĕ. Аслă Накаткинран 30 çухрăмра Чăнлă юханшывĕ хĕрринче вырнаçнă. Ялта администрачи çурчĕ, СХПК правленийĕ, вăтам шкул, фельдшер пункчĕ, вулавăш, почта, пасар пур. 2002 çулта ялта 680 çын пурăннă.
Кунтиккав
|
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Кун-çулĕ
тӳрлет1913 çулта Тутар Каши ялĕн чăвашĕсем никĕсленĕ[1]. 1929-мĕш çулта Кутиккавран хăйĕнчен Буденновка уйрăлса тухать. Халĕ унта çынсем пурăнакан 2 кил кăна юлнă.
XX-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче ялта çил арманĕ, кĕрпе арманĕ, çăм тапатаркан тата çу уйăракан машшынсем пулнă.
Халăх йышĕ
тӳрлетПĕрлехи демографи кăтартăвĕсем | |||||
Мĕнпур пурăнан халăх | |||||
1913 | 1989 | 2002 | |||
123 | 843 | 68о |
Паллă çынсем
тӳрлет- Афанасьев Н.П. - генерал.
- Власов Александр Петрович (1937 çур.) — ÿнерçĕ[2].
- Щегольковсем, З.С. тата Ф.А. <инициалсене еплерех вăрăмлатмалли паллă мар.> - РФ тава тивĕçлĕ вĕрентекенсем.
- Львова О.Т. <инициалсене еплерех вăрăмлатмалли паллă мар.> - РФ тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.
- Молостовкин Гаврил Александрович (1900-1958) — чăваш куçаруçи. 1930-мĕш çулсенче Мускавра тухса тăнă чăвашла "Коммунар" хаçат редакторĕ пулнипе паллă[3][4].
Вуламалли
тӳрлет- Научный отчет по проекту "Чуваши Приволжского округа". Чебоксары, 2002. 192 с.
- Богатов, Анатолий. Что общего между Москвой и Кундюковкой? 2016 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Чăваш энциклопедийĕнчи статья.
- ^ Алексеева, Елена. Пурăнас, çĕнĕ картинăсем ӳкерес килет. 2020 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ. — 1143-мĕш (2011.12.22) кăларăм
- ^ Чăваш энциклопедийĕнчи статья.
- ^ 1913-мĕш çулта Тутар Каши ялĕнчен Кунтиккава куçса килнĕ çын.