Кĕçĕн Аксу (выр. Малая Акса) — Тутарстанăн Çĕпрел районне кĕрекен Анат Чакă ял тăрăхĕнчи ял. Кивĕ Çĕпрел район центрĕнчен 17 çм вырнаçнă, Хусан çитме 230 çм, Чĕмпĕр çитме 100 çм.

Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Тутарстан
Муниципаллă район Çĕпрел
Координатсем 54°36′16″ с. ш. 47°26′00″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Наци йышĕ чăвашсем
Конфесси йышĕ Православи
Этнохороним кĕçĕн аксу çынĕ
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 84375
Почтă индексĕ 422843
Автомобиль кочĕ 16, 116, 716
ОКАТО кочĕ 92 224 000 027
Кĕçĕн Аксу (Раççей)
Точка
Кĕçĕн Аксу (Тутарстан)
Точка

Географи

тӳрлет

Ял çумĕнчи çăлкуçран Мăн Юхлă юханшыв пуçланать.

Транспорт

тӳрлет

Ял патĕнчех Кивĕ Çĕпрел — Анат Чакă тата Кивĕ Çĕпрел — Тутар Шатрашаны автоçулсем пур.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

тӳрлет

Халăх йышĕ çапла улшăнса пынă:

1859 ç. - 344 çын,
1897 ç. - 631 çын,
1913 ç. - 839 çын,
1920 ç. - 867 çын,
1926 ç. - 940 çын,
1938 ç. - 791 çын,
1949 ç. - 638 çын,
1958 ç. - 719 çын,
1970 ç. - 654 çын,
1979 ç. - 586 çын,
1989 ç. - 278 çын,
2002 ç. - 271 çын,
2010 ç. - 241 çын.

Кунта пурăнакансен ытларахăшĕ чăвашсем, çаплах вырăссемпе тутарсем пур, çапах та тулли вырăс тата тутар çемьи çук.

Кун-çулĕ

тӳрлет

Яла XVII ĕмĕрĕн вĕçĕнче никĕсленĕ. 1860-мĕш çулсенчен пурăнан çынсем удель çĕр ĕçтешĕсен шутĕнче (1797 çулчен - дворцовые) пулнă. 1920 çулчен ял Чĕмпĕр кĕпернинчи Пăва уесĕн Городище вулăсне кĕнĕ. 1920 çултанпа ТАССР Пăва кантонĕнче шутланнă. 1930 çулхи çурлан 10-мĕшĕнче Çĕпрел, 1963 çулхи нарăсăн 1-мешĕнче Пăва, 1966 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче Çĕпрел районĕнче.

Инфраструктура

тӳрлет

Социаллă-культура объекчĕсем:

  • купальня;
  • лавкка;
  • медпункт;
  • часавай;
  • çăлкуç.

Вуламалли

тӳрлет
  • Научный отчет по проекту "Чуваши Приволжского округа". Чебоксары, 2002. 192 с. 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
  • Макаров, Валентин Федорович (1941-). Прошлое нашего края и села Алёшкин-Саплык [Текст] : краткая история села Алёшкин-Саплык [Дрожжановского района Республики Татарстан] : историко-этнографические очерки : книги первая и вторая / Валентин Макаров. - Ульяновск : Печатный двор, 2012. - 527 с. : ил., портр., табл.; 22 см.; ISBN 978-5-7572-0317-1 (в пер.)
  • Гафаров, Иршад Ахметович. Городище [Текст] : [исследования по истории Юго-Западного региона РT и села Городище] / И. А. Гафаров, А. Н. Шихранов. - Казань : Идел-Пресс, 2012. - 167 с., [8] л. ил., портр., цв. ил., портр. : ил., табл., факс.; 25 см.; ISBN 978-5-85247-544-2 (в пер.)

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет