Кăрми
Кăрми (вырăс. Нижний Курмей) — Ăренпур облаçĕн Абдулино районĕнчи ял. Чăвашсем пурăнаççĕ. Кăрми ятлă юханшыв çинче, Абдулино хулинчен (район центрĕ) кăнтăр-хĕвелтухăçнерех, вырнаçнă.
Кăрми
|
Истори
тӳрлетЭлектронла чăваш энциклопедийĕнче çапла çырнă[1]:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)НИЖНИЙ КУРМЕЙ, Кăрми – село в Абдулин. р-не Оренбург. обл. Расположено на р. Курмейка, в 26 км от райцентра. В 19 – нач. 20 вв. в составе Бузулук. у. Оренбург., затем Самар. губерний. Население – чуваши, в сер. 19 – 1-й пол. 20 вв. проживали также русские, в 18–19 вв. – государствен. крестьяне; занимались сел. хозяйством. В кон. 19 в. открыта церковноприходская школа. Число жителей: в 1870 – 708 чел.; 1889 – 843; 1902 – 842; 1910 – 1157; 1926 – 1042; 2002 – 467 чел.<Куçару: Кăрми <...> 19-мĕш ĕмĕрте тата 20-мĕш ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче Оренбург кĕпернин Бузулук уесĕче, унтан Самар кĕпернинче тăнă. Йыш — чăвашсем, 19-мĕш ĕмĕрĕн варринче, 20-мĕш ĕмĕрте çавăн пекех вырăссем те пулнă; 18-19-мĕш ĕмĕрсенче патшалăх хресченĕсем, ялхуçалахĕпе ĕçленĕ. 19-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче чиркÿ-приххут шкулĕ уçăлнă. Пурăнакансем: 1870 – 708 çын; 1889 – 843; 1902 – 842; 1910 – 1157; 1926 – 1042; 2002 – 467 çын.>
Хальхи вăхăтра Кăрмире çакăн пек вырăсла ятсемлĕ урамсем пур: ул. Дунайская, ул. Молодежная, ул. Новая, ул. Родниковая, ул. Царская, ул. Центральная[2]. Урамсен чăвашла ячĕсем епле пулни паллă мар.
Çутĕç
тӳрлетЧăвашлăх тĕлĕшпе ку ялта Абдулино районĕнчи ытти чăваш ялĕсенчен те йывăртарах. Чăваш чĕлхине вĕрентме вырăнти шкулта 1954-мĕш çултах пăрахнă; 1987-мĕш çулхи комплекслă экспедицие хутшăннă ăславçă çапла палăртнă[3]:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)В Нижнем Курмее молодое поколение говорит меж собой не столько на чувашском, сколько на русском языке.<Куçару: Кăрмире çамрăк ăру хăйсен хушшинче чăвашларан ытларах вырăсла калаçать.>
Паллă çынсем тата ытти харкамлăхсем
тӳрлет- Воронцов Алексей Парамонович (1915—1943) — Совет Союзĕн Паттăрĕ.
Кăсăклă фактсем
тӳрлет- Кунта "Тăхăрьял" кĕнеке авторĕ Григорий Тимофеевич Тимофеев (1878-1937) пурăннă, вырăнти шкулта ĕçленĕ (1932-1937). Айăпласа арестленĕ, унтан персе вĕлернĕ. 1967-мĕш çулта реабилитациленĕ, таса ятне тавăрнă.
- Кăрми ялĕнче Иккĕмĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнчи коллоборационистсен "Идель-Урал" легионĕ пирки асаилÿсем хăварнă Иван Николаевич Скобелев (1915-?) çуралса ÿснĕ[4].
Çавăн пекех пăхăр
тӳрлетВуламалли
тӳрлет- Матвеев Г.Б., Иванов В.П. Чуваши Оренбургские. — Электронла чăваш энциклопедийĕнчи статья.
- Иванов В. П., «Этническая география чувашского народа», Чебоксары, 2003, ISBN 5-7670-1404-3.
- Жакмон А. Чуваши в Оренбургской губернии // Московские ведомости. 1890. №45, 70.
- Чуваши Приуралья. Чебоксары, 1989.
- Чуваши в Оренбургской области. Оренбург, 1998.
- Иванов В.П., Михайлов Ю.Т. Чувашское население Оренбургского края: формирование этнотерриториальной группы, этнокультура, динамика численности // Чувашский гуманитарный вестник. 2007–2008. №3.
- Ягафова Е.А. Чуваши Урало-Поволжья (история и традиционная культура этнотерриториальных групп). Ч., 2007.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Ягафова Е.А. Электронла чăваш энциклопедири статья.
- ^ Кăрми пирки информаци. 2019 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Иванов В.П. Современные национально-культурные процессы: особенности, проблемы и перспективы. // Чуваши Приуралья. Чебоксары, 1989. — С.54.
- ^ Казаков, Николай. Чувашские легионеры в составе «Идель-Урал» (По материалам архивных документов и воспоминаний военнопленного Ивана Скобелева). 2017 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ.
Каçăсем
тӳрлет- Кăрми. 2017 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
- Кăрми вконтакте социаллă тетелте
- Село Нижний Курмей, Оренбургская область.
- Краткая информация о Николькино.
Ку Ăренпур облаçĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |