Йăранар
Йăранар, — Чăваш Енри Элĕк районĕнчи Тени ял тăрăхĕн ялĕ.
Йăрăнар
|
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
тӳрлетПиллĕк урамлă (Совет, Туçи, Вăрман, Сад, Кӳлĕ) пысăк ял, 395 çын (2006) пурăнать.
Этимологи
тӳрлетЙăранар мари сăмахĕсенчен пулнă темелле: эр — çармăсла «кӳлĕ», энгер — «шыв». Ялпа юнашарах Тени кӳлли пур. Авал кунта тинĕс пулнă пулать, каярахпа шывĕ кайнă, халĕ кӳлĕ çеç юлнă.
Кун-çулĕ
тӳрлет1927 çулчен Етĕрне уесĕн Элĕк вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Вăрнар районне кĕртнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.
Паллă çынсем
тӳрлет- Егорова Анна Семеновна — чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи.
- Иванова Альбина Геннадьевна — марафон дистанцине чупакан чăваш спортсменĕ.
- Матьянова Ираида Васильевна — чăваш сăвăçи.
- Узянов Антон Никифорович (кăрлач, 1916)— истори ăслăхĕсен кандидачĕ.
Вуламалли
тӳрлет- Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
- "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
Каçăсем
тӳрлет
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |