Матьянова Ираида Васильевна

Ираида Васильевна Матьянова (19.12.1979, Йăранар ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш АССР çур.) — чăваш сăвăçи[1].

Ираида Телейпи
Çуралнă чухнехи ят: Матьянова Ираида Васильевна
Çуралнă вăхăт: 1979, раштав, 19
Çуралнă вырăн: Йăранар ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР
Гражданлăх: ССРП РФ
Ĕçлев тĕсĕ: сăвăç
Жанр: поэзи
Ĕçсен чĕлхи: чăваш
Чыславсем: Альпӑрт Канаш ячӗллĕ парне

Биографи тӳрлет

Ираида Матьянова 1979 çулхи раштавăн 19-мӗшӗнче Элĕк районĕнчи Йӑранар ялӗнче çуралнӑ. 1996 çулта Тенири вăтам шкултан вӗренсе тухнӑ. Унтан, Шупашкарти культура училищинче, И.Н. Ульянов ячӗпе хисепленекен Чӑваш патшалӑх университетӗнче, чӑваш филологи уйрӑмӗнче  пӗлӳ илнӗ.

Хавшак сывлӑхлӑ ачасене вӗрентекен, Шупашкарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 2-мӗш шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ пулса ӗҫлет.


Пултарулăх ĕçĕсем тӳрлет

Телейпи илемлӗ, кӗвӗллӗ, тарӑн шухӑшлӑ сӑвӑсем çырать. Вӑл çырнӑ сӑвӑсене юрра хываççĕ.

Пичетленсе тухнă кĕнекесем: «Чӗрем ыйтнипе», «Çырма урлă сукмак хыврăм». "Улшӑнман Улшӑну".

Литература тӳрлет

  • Аликовская энциклопедия / редколлегия: Ефимов Л. А., Ефимов Е. Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К.. — Шупашкар: 2009. — ISBN 978-5-7670-1630-3
  • Ирина Телейпи – литература тӳпинчи телей ӑлтӑрӗ. Пурнăç çулĕпе. – 2005. – 21 сент. – С.4. А
  • Матьянова (Телейпи) Ираида Васильевна // Календарь 2009. Праздники церковные, государственные. Юбилеи и дни рождения / сост. А. А. Ананьев. – Чебоксары: Новое Время, 2009. – С. 109

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет