Дагестан Республики

Ҫурҫӗр Кавказри РФ-н субъекчӗ

Дагестан е Дагестан Республики[3] — Раççей Федерацийĕн субъекчĕ, унăн йышĕнчи республика (патшалăх)[4]. Çурçĕр-Кавказ федераци тăрăхне кĕрет, Çурçĕр-Кавказ экономика районĕн пайĕ. РФ-нчи чи нумай нациллĕ субъект.

Дагестан Республики
авар. Дагъистан Жумгьурият, агул. Дагъустан Жумгьурият, азерб. Дағыстан Республикасы, дарг. Дагъистан Республика, кум. Дагъыстан Республикасы, лак. Дагъустаннал Республика, лезг. Дагъустан Республика, нух. Дагыстан Республикасы, рут. Дагъустан Республика, таб. Дагъустан Республика, тат. Республикей Догъисту, цах. Дагъыстан Республика, чеч. ДегIeстан Республика, выр. Республика Дагестан

Дагестан Республикин ялавĕ Дагестан Республикин гербĕ
Тĕп хули Махачкала
Лаптăкĕ

- Пĕтĕмпе
- шыв пайĕн %.

52

50 270 км²
кăштах кăна

Халăх йышĕ

- Пĕтĕмпе
- Йышлăх

11

3 209 781[1] çын патнелле (2023)
63,85 çын/км² патнелле

Федераци тăрăхĕ Çурçĕр-Кавказ федераци тăрăхĕ
Экономика регионĕ Çурçĕр-Кавказ экономика районĕ
Регион номерĕ 05
Патшалăх чĕлхисем комм[2].
Пуçлăх Меликов Сергей Алимович
Правительство ертӳçи Абдулмуслимов Абдулмуслим Мухудинович
Халăх пухăвĕн ертӳçи Аскендеров Заур Асевович
Гимн Дагестан Республикин гимнĕ
Вăхăт тăрăхĕ ГВ Мускав вăхăчĕ (UTC+3)

1921 çулхи кăрлачăн 19-мĕшĕнче РСФСР-н йышĕнчи Дагестан Автономиллĕ Совет Социализм Республики пекех йĕркеленĕ. Тĕп хула — Махачкала хули.

Дагестан кăнтăр енче Азербайджанпа, кăнтăр-хĕвелтухăç енче Грузипе, çурçĕр-хĕвеланăç енче Чечен Республикипе, Ставрополь Енпе тата çурçĕр енче Калмăк Республикипе чикĕленет. Хӗвелтухӑҫран Каспи тинĕсĕ юнашар.

Дагестан Конституципе Дагестанта патшалăх чĕлхисем ку вырăсла тата пурне те Дагестан халăхĕсен чĕлхисем. Вĕсенчен çырулăхпа официаллă статус: аварла, агульле, азербайджанла, даргинле, кумăкла, лакла, нухайла, рутулла, табасаранла, татла, цахурла тата чеченле.

Тавралăхĕ

тӳрлет

Дагестан Республики Каспи тинĕсĕпе юнашар вырнаçнă. Республикăн кантăр енчи кӳрши Азербайджан, кăнтăр-хĕвеланăç енче Грузи, хĕвеланăç енче Чечен Республики, çурçĕр-хĕвеланăç енче Ставрополь Ен, çурçĕр енче Калмăк Республики вырнаçнă.

Республика варрипе Терек юханшывĕ юхать.

Республика тытăмĕ

тӳрлет

Республика 39 районран тытăнса тăрать:

Хуласем

тӳрлет

Халăх йышĕ

тӳрлет

Дагестанра чиллайях халăх ялта пурăнать — 57,2 %, хулара — 42,8 %.Дагестан — нумай халăхлă ен.

Вăлсем виççĕ чĕлхин Çемьесене кĕреççĕ:

Шултра халăхсем (пĕр процент ытларахисем) 2002 çул:

халăхсем çинсем %
Аварсем 758 438 29,44 %
Даргинсем 425 526 16,52 %
Кумăксем 365 804 14,20 %
Лезгинсем 336 698 13,07 %
Лаксем 139 732 5,42 %
Вырăссем 120 875 4,69 %
Азербайджансем 111 656 4,33 %
Табасарансем 110 152 4,28 %
Чеченсем 87 867 3,41 %
Ногайсем 38 168 1,48 %

Республикин Пуçлăхĕ

тӳрлет

2006 çултан Республикăра Президент статусна никĕсленĕ.

  • 20 нарăс 2006 — 20 нарăс 2010 Муху Гимбатович Алиев (авар наци);
  • 20 нарăс 2010 çултан — Магомедсалам Магомедалиевич Магомедов (даргин наци).

Канăç Вырăнĕсем

тӳрлет
  • Чĕрелми пылчăксем: Каспийск, Курорт Каякент;
  • Курортсем: Каякент, Талги, Карабудахкент, Берикей, Ахты;
  • Турбазăсем: "Терменлик" (Буйнакск), "Радде" (Гуниб), "Дербент", "Чайка" (Дербент), "Прибой" (Избербаш);
  • Çутçанталăкĕн тĕленес вырăнĕ: "Сарихум" ("Сарă Хăйăрсем") — Европари чи пысăк дюна- 251 м.

Çутçанталăк сыхлăхĕ

тӳрлет

Дагестанри "Питĕ сыхлавлă çĕрĕсем":

  • Заповедник "Дагестанский" — 21 пин га (Кумторкала районĕ);
  • Заказниксем:
    • "Аграханский" — 39 пин га (Аграхан çурутравĕ. Бабаюрт районĕ);
    • "Тляратинский" е "Гутонский" — 83.5 пин га;
    • "Самурский" — 11.2 пин га (Самур айлăмĕ);
    • "Сăртлă ботаник сачĕ" — 30 пин га (Гуниб сали);
    • "Дендролог паркĕ" — 40 пин га (Махачкала).

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ 2023 çулхи Росстат çырăвĕпе
  2. ^ Конституципе, республика патшалăх чĕлхисем ку вырăслапа пурне те Дагестан халăхĕсен чĕлхисем. Анчах 14 чĕлхе хам çырулăхпа кăна тата патшăлах чĕлхи пекех усă курать.
  3. ^ авар. Дагъистан Жумгьурият, агул. Дагъустан Жумгьурият, азерб. Дағыстан Республикасы, дарг. Дагъистан Республика, кум. Дагъыстан Республикасы, лак. Дагъустаннал Республика, лезг. Дагъустан Республика, нух. Дагыстан Республикасы, рут. Дагъустан Республика, таб. Дагъустан Республика, тат. Республикей Догъисту, цах. Дагъыстан Республика, чеч. ДегIeстан Республика, выр. Республика Дагестан
  4. ^ Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗ. 1 сыпӑк 5 статья 1 тата 2 пункт:
    1. Раҫҫей Федерацийӗ республикасенчен, крайсенчен, облаҫсенчен, федераци пӗлтерӗшлӗ хуласенче, автономиллӗ облаҫран, автономиллӗ округсенчен — Раҫҫей Федерацийӗн пӗр тан правӑллӑ субъекчӗсенчен тӑрать.
    2. Республика (патшалӑх) хӑйӗн конституцийӗпе саккунлӑхӗ пур. Край, облаҫ, федераци пӗлтерӗшлӗ хула, автономиллӗ облаҫ, автономиллӗ округ хӑйӗн уставӗпе саккунлӑхӗ пур

Вуламалли

тӳрлет
  • Ахмедханов К. Э. Путешествие по Дагестану: Практическое руководство. — Физкультура и спорт, 1988. — (По родным просторам).
  • История Дагестана с древнейших времён до наших дней. В двух томах. Ред. А. И. Османов. М., Наука, 2004.
  • Криштопа, А. Е. Дагестан в ХІІІ — начале XV вв. Очерк политической истории. М., Мамонт; Таус, 2007.
  • Карпов, Ю. Ю. Взгляд на горцев. Взгляд с гор. Мировоззренческие аспекты культуры и социальный опыт горцев Дагестана. СПб., Петербургское востоковедение, 2007.
  • Дагестан и мусульманский Восток. Сборник статей в честь профессора Амри Рзаевича Шихсаидова. Сост. и отв. ред. А. К. Аликберов, В. О. Бобровников. М., Издательский дом Марджани, 2010
  • Муртазалиев Р. А. Конспект флоры Дагестана. — Махачкала: 2009 Т. 1.

Каçăсем

тӳрлет


 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.