Буйнакск
Буйнакск — Раççейри хула, Мăн Кавказ умĕнчи сăртсем хушшинче Шура-Озень юханшыв хĕрринче вырнаçнă. Армавир-Баку чукун çул çинчи вĕçĕнчи станци. Махачкаларан 41 çухрăмра ларать.
Халăх йышĕПравить
ИсториПравить
Буйнакска 1834 çулта хӳтлĕх вырăнĕ валли никĕсленĕ. 1866 çултанпа вара хула шайне кĕнĕ. 1970 çулхи çу уйăхĕнче çĕр чĕтренĕвĕ хулана самай сиен кӳнĕ.
ЭкономикаПравить
Хулара консерва кăларакан, атă-пушман çĕлекен, агрегат, шина юсакан заводсем, пир-авăр фабрики пур.
Этеплехпе çутĕçПравить
Пĕлӳ парас енĕпе кунта ял хуçалăх тата коопераци техникумĕсем, 3 педагогика тата пĕр медицина училищи вырнаçнă. Çавăн пекех хăнасем историпе революци музейне кĕрсе курма пултараççĕ, драма театрĕ пур.
ВуламаллиПравить
АсăрхавсемПравить
КаçăсемПравить
Çак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |