Газпром

УАО «Газпро́м»раççей газ тупăçлакан тата газ валеçекен компани, Раççейри чи пысăк компани («Эксперт» журнал çынрнипе)[1]. Отраçлĕн тĕнчере малта пыраканĕ шутланаать[2]. Forbes 2000 (2006) çырнипе, «Газпром» укçа тупăçĕпе европа компанисем хушшинче 64-мĕш вырăнта, 113-мĕш вырăтан тĕнче компанисем хушшинче йышăнать[3]. Компани Fortune Global 500 шучĕпе 22-мĕш вырăнта[4] (2009).

Тулли фирма ячĕакционерсен уçă пĕрлĕхĕ «Газпром»; малтанхи ячĕ — Раççейĕн акционерсен пĕрлĕхĕ «Газпром». Регистрлациленĕ товар паллисемпе тивĕçтерӳ паллисем — Газпром (ГАЗПРОМ) тата Gazprom (GAZPROM)[5]. Штаб-хваттерĕМускавра.

Кун-çулĕТӳрлет

1970-мĕш тата 1980-иĕш çулсенче газ çĕрай управĕсене Çĕпĕрте, Уралта тата Атăлçире тупнă хыççăн СССРтĕнчере газ тупăшлакан пысăк çĕршывсенчен пĕри пулса тăрать. 1965 çулта Газ промăçлăх министерствине туса хураççĕ, вăл газ çĕр управĕсене шырас, газа тупăçлас, куçарас тата сутас ĕçсемпе тăрăшать. 1989 СССР-та Газ промăçлăх министерствине «Газпром» патшалăх концернĕ (1993 çулта РАО «Газпром» куçать) тата çĕнĕ йĕркелӳ — «Газпром». «Газпромăн» пуçлăхĕ пулма Виктор Черномырдина çирĕплетеççĕ.

1991 çулта СССР аркансан «Газпром» малтан совет республикисем пулнă территоринчи пуянлăхĕсене — ĕçе хунă пăрăхсен виççĕмĕшпе компрессор станцисен чĕрĕкне — çухатать.

1992 çулхи чӳк, 5 РФ Президенчĕ Борис Ельцин «Газпром» патшалăх концерне РАО «Газпром» куçарас Хушу çине алă пусса парать[6], 1993 çулхи нарăс, 17 Министрсен Канашĕн — РФ Правительствин — йышăнавĕпе РАО «Газпром» йĕркелеççĕ[7]. Çав йышăнупах РАО «Газпром» уставне çирĕплетнĕ.

1992 çулхи рпаштав уйăхĕнче Борис Ельцин Виктор Черномырдина Премьер-министр ĕç вырăнне çирĕплетет, çакна пула «Газпромăн» экономика сĕмĕ патшалăхран налук çăмăллăхĕсмпе чылай усă курса ӳссе каять. Пасар реформи саманчĕнче «Газпром» акцисен пайне приватизации ваучерĕсемпе улăштарнă. Акцисене питĕ хыиă тĕрĕслесе тăнă, ют çĕр гражданĕсене, компании уставĕпе килĕшӳллĕ, 9 % ытла сутма юраман.

1996 юпа уйăхĕнче «Газпром» хăйĕн 1 % акцисене лондон глобал депозитари алпусăвĕ тĕсĕпе, 1997 çулта— 2,5 млрд. доллар суммăллă облигаципе вырнаçтарать.

1998 çулта Борис Ельцин Виктор Черномырдина Премьер-министр ĕç вырăнĕнчен хăтарать, вара Правительство тӳрех «Газпрома» темиçе миллиард налук парăмне саплама ыйтать. Налук полицийĕ «Газпромăн» харпăрлăхне конфискаллама тытăнсан, компанин налук тӳлеме тивет. Çав çултах компани пĕрремĕш хут шырлăхне кăтартать. Сăлтавĕ уçă мар, анчах та газ пăрăхĕсем кивелсе кайнă, коррупци ертӳçлĕхĕ е уçă фискал политикипе çутта кăларнă малтанхи çулсен финансă çухатăвĕсем.

2001—2003 çулсенче Владимир Путин хастаррăн «Газпромăн» ертӳçисене улăштарать. Çак реформăна тума ăна хăюллăн Раççейĕн малтан финансă министрĕ ĕç вырăнĕнче пулнă Борис Фёдоров тата Hermitage директорĕ Уильям Браудер пулăшнă.

2004 çулăн пуçламăшĕнче Раççей Федерацийĕ аллинче 38,7 % «Газпромăн» акцийĕ шутланнă, патшалăх Директорсен канашĕнче чылай вырăн йышăннă пулнă. 2004 çулта РФ Президенчĕ Владимир Путин «Газпрома» «Роснефть» патшалăх компанине кĕртме шутланă. Çакна пурнăçа кĕртсен «Газпромра» патшалăх акцисен шучĕ 50 % ытла пулĕччĕ, вара «Газпром» акцисене ют çĕрсене сутма юрĕччĕ. Анчах та «Газпром» юхăнтарнă ЮКОС компанине илме пултарайман, çав компанин харпăрçи «Роснефть» пулса тăрать. Сăлтавĕ çапла уçăлать: 2004 çулхи раштавăн 15-мĕшĕнче ЮКОС хăйне банкрот тесе АПШ Техас штачĕнчи Хьюстонра хыпарлать, вара юхăннă компание туянни американ саккунĕсене хирĕçле пулать. Американ санкцисенчен шикленсе, «Газпром» каялла чакать, çавăнпа та раштавăн 19-мĕшĕнче ЮКОС-ăн пайне (тĕп тĕрĕссипе, «Юганскнефтегазăн» 76,79 % акци пуххине) унчен паллă пулман «Байкалфинансгруп» компани туянать. Тепĕр 3 кун иртсен, раштавăн 22-мĕшĕнче, «Байкалфинансгруп» «Роснефть» аллине куçать.

Çапах та«Газпромăн» акцисене укçапа тӳлесе илсе, 2004 çулта патшалăх «Газпромри» хăйĕн тӳпине 50 % ытла хăпартать.

«Газпром» 2006 çултаТӳрлет

  • Раштав — «Газпром», «Шелл», «Мицуи» тата «Мицубиси» алă пуснă килĕшӳ хучĕпе «Газпром» «Сахалин Энерджи» («Сахалин-2» нефтьпе газ проекчĕн компани-операторĕ) проекта кĕрет: «Газпром» проектра 50 % тата пĕр акцие туянать. «Шелл» аллинче 27,5 % минус пĕр акции юлать, «Мицуи» — 12,5 %, «Мицубиси» — 10 %. «Сахалин Энерджи» акци пакечĕшĕн «Газпром» пĕтĕмпех 7,45 млрд. долл. Тӳлет.
  • Раштав — «Газпром» Болгарипе килĕшӳ çырать, çакăнпа Болгарие сутăм раççей газ хакне «Газпром» вăраххăн ӳстерсе пыма (2007—2012 çç. 1 пин кубометршăн $91 пуçласа $245 çити), Болгари витĕр Турцие, Грецие тата Македоние газа транзитланă чухне бартер схемисенчен хăтăлма йышăнаççĕ.

«Газпром» 2007 çултаТӳрлет

«Газпром» 2008 çултаТӳрлет

Харпăрçисемпе ертӳçисемТӳрлет

Директорсен КанашĕТӳрлет

  • Директорсен Канашĕн председателĕ — Виктор Зубков (2008 çулхи çĕртме уйăхĕ).
  • Директорсен Канашĕн председателĕн çумĕ — Алексей Миллер (с 2002 года).

Тĕплĕнрех: Совет директоров ОАО «Газпром».

РАО «Газпром» Директорсен Канашĕн председателĕ, 1998 çултанпа — УАО «Газпром»

  1. Вяхирев Рэм Иванович (1993—1996, 2001—2002)
  2. Казаков Александр Иванович (1996—1998)
  3. Газизуллин Фарит Рафикович (1998—1999)
  4. Черномырдин Виктор Степанович (1999—2000)
  5. Медведев Дмитрий Анатольевич (2000—2001, 2002—2008)
  6. Зубков Виктор Алексеевич (2008)

ПравлениТӳрлет

Теплĕнрех: Правление ОАО «Газпром».

РАО «Газпром» правлени председатĕсем, 1998 çултанпа — УАО «Газпром»

  1. Вяхирев Рэм Иванович (1993—2001)
  2. Миллер Алексей Борисович (с 2001)

Ӗç-пуçĕТӳрлет

Янтă пурлăхĕТӳрлет

Ютçĕрти проектсемТӳрлет

Ăслăх-тĕпчев ĕç-хĕлĕТӳрлет

«Газпромăн» тĕп ăслăх бази — 1948 çулта никĕсленĕ Мускав облаçĕнчи Развилка посёлокĕнче вырнаçнă «ВНИИГАЗ» институт. Институт территоринче хăватлă шутлав центрĕ, УАО «Газпром связь» технологи çыхăнăвĕн çыххи, çаплах экспериментлă производство — «ВНИИГАЗăн опытла завочĕ». ООО «ВНИИГАЗ» устав капиталĕн 100 % «Газпром» аллинче.

Ӗç-хĕлĕн кăтартăвĕсемТӳрлет

2003 çулта компанире 300 пин ĕçтĕш ĕçленĕ. 2006 çулта — 432 пин[10].

2005 çулта «Газпромăн» МСФО йĕркипе 1,38 трлн тен. ($48,89 млрд) сутса укçа пуçтарнă,таса тупăшĕ 2004 çулпа танлаштарсан 49 % ытларах пулнă, 311,1 млрд тенкĕне ($11,2 млрд.) çитнĕ. 2005 çулхи операци тăкакĕсем 929,56 млрд тенкĕ пулнă, таса тивĕçĕ çул вĕçнелле — 797,46 млрд тенкĕне çитнĕ.

2006 çулта «Газпромăн» сутса бухгалтер шутлавĕн раççей стандарчĕпе 1632,7 млрд руб укçа тунă, таса тупăшĕ — 343,7 млрд тенкĕ[11].

Юлашки çулсенче «Газпромăн» парăмĕ сасартăк ӳсме тытăннă: 2000 çулта $13,5 млрд пулнă пулса, 2006 çулта $40 млрд çитет. Хашпĕр аналитик шухăшĕпе, çак компани эффективлă мар ĕçленине палăртать, кулленхи операци тăкакĕсем 2000 çултанхи $14,5 млрдран 2006 $50 млрда таран хăпарнă, çак чухнех производствăна инвестици кĕртесси чакса пырать[12].

2006 çулхи кăтартăвĕпе[13][14] компанин тĕп финансă кăтартăвĕсем çапла курăнаççĕ:

  • Çаврăнăш:
  • Операци тупăшĕ
  • Таса тупăш

РСБУ шутлавĕпе 2007 çулхине[15] 2006 çул пĕтĕмлетĕвĕсен операци таса тупăшне улăштарнă. Ăна 788,188 млрд тенкĕрен 758,035 млрд тенкĕне çитиӳкернĕ. Çакă тăкак реклассификаципе çыхăнна, пулас.

АктивсемТӳрлет

Патшалăхсем тăрăх туллиех мар йыш

РаççейТӳрлет

Владение 100 % акций[16] Владение более чем 50 %[17] Владение 50 % акций или меньше[18]

АвстриТӳрлет

  • GHW (50 %)
  • ZGG-Zarubezhgazneftechim Trading GmbH
  • ZMB Gasspeicher Holding GmbH (66,67 %)

ЭрмениТӳрлет

БелорусиТӳрлет

БолгариТӳрлет

  • Topenergy (100 %)
  • Overgas Inc. AD (50 %)

Аслă БританиТӳрлет

  • Gazprom Marketing and Trading Limited (GM&T) (100 %)
  • Interconnector (UK) Limited (10 %)

ВенгриТӳрлет

  • Panrusgas Rt (40 %)
  • Borsodchem (25 %)
  • TVK (13.5 %)
  • DKG-EAST Co (38,1 %)

ГерманиТӳрлет

  • Agrogaz GmbH (100 %)
  • Ditgaz (49 %)
  • Verbundnetz Gas (5.3 %)
  • Gazprom Germania GmbH (100 %)
  • Wingas GmbH (35 %)
  • Wintershall Erdgas Handelshaus GmbH & Co. KG (50 %)
  • ZMB GmbH (100 %)

ГрециТӳрлет

  • Prometheus Gaz (50 %)

ИталиТӳрлет

  • Volta SpA (49 %)
  • Promgas (50 %)

КазахстанТӳрлет

  • KazRosGaz (50 %)

КипрТӳрлет

  • Leadville Investments Ltd

КиргизиТӳрлет

  • Мунай Мурза

ЛатвиТӳрлет

ЛитваТӳрлет

МолдавиТӳрлет

  • «Молдовагаз»

НидерландсемТӳрлет

  • BSPS B.V. (50 %) — operator of the Blue Stream pipeline
  • Gazprom Finance B.V.
  • PeterGaz B.V.

ПольшаТӳрлет

  • EuRoPol Gaz (48 %)

РумыниТӳрлет

  • WIROM (25 %)

СербиТӳрлет

  • JugoRosGaz (50 %)
  • Progress Gas (50 %)
  • НИС нафтагас (51 %)

ТурциТӳрлет

  • Bosphorus Gaz Corporation AS (40 %). Во втором полугодии 2009 года Газпром намерен увеличить долю акций в Bosphorus Gas до 51%[20]
  • Turusgaz (45 %)

УкраинаТӳрлет

ЧехиТӳрлет

  • Gas-Invest S.A. (37.5 %)
  • Vemex s.r.o. (33 %)

ФинляндиТӳрлет

  • Gasum Oy (25 %)
  • North Transgas Oy (100 %)
  • Pipeline

ШвейцариТӳрлет

  • Baltic LNG AG (80 %)
  • Nord Stream AG (51 %)
  • ZMB (Schweiz) AG (100 %)
  • Gas Project Development Central Asia AG (50 %) Europe AG
  • Europe AG

ЭстониТӳрлет

  • Eesti Gaas AS (37.02 %)

Газпром — Раççей тĕнче политикин кăралĕТӳрлет

«Газпром» — раççей МХХ пысăк харпăрçиТӳрлет

1998 çулта туса хунă «Газпром-медиа» медиахолдинг, НТВ тата ТНТ телеканалсен, «НТВ-Плюс» спутник инçекуравĕн, «Эхо Москвы» радиостанцин, «Первое популярное радио» («Попса»), NEXT, «Сити FM», Relax FM, Детское радио, «Семь дней» издательствин («Итоги», «Караван историй», «7 дней — телепрограмма», «Штаб-квартира») журналсен, «Известия», «Трибуна» хаçатсен, «Панорама ТВ» тата «Петербургский Час пик» журналсен,«НТВ-Кино» кинокомпанин, «Октябрь», «Кристалл Палас» кинотеатрсен тата «НТВ-медиа» янрав компанин харпăрçи шутланать.

Кăсăк фактсемТӳрлет

АсăрхавсемТӳрлет

  1. ^ Эксперт-400, 2008 год
  2. ^ http://web.archive.org/web/20070313041930/http://www.iht.com/articles/2005/09/29/business/gazprom.php
  3. ^ http://www.forbes.com/lists/2007/18/biz_07forbes2000_The-Global-2000_Sales_2.html
  4. ^ Fortune Global 500
  5. ^ Зарегистрированные товарные знаки ОАО Газпром.
  6. ^ Указ Президента Российской Федерации от 5 ноября 1992 г. N 1333 О преобразовании Государственного газового концерна «Газпром» в Российское акционерное общество «Газпром»
  7. ^ Постановление Правительства РФ от 25.02.1993 № 138 Об учреждении Российского акционерного общества «Газпром»
  8. ^ http://www.bloomberg.com/apps/news?pid=20601087&sid=aZomK8T5CtUs&refer=home
  9. ^ Елена Мазнева. Остались при своих // Ведомости, № 106 (2128), 10 июня 2008
  10. ^ Годовой отчет ОАО «Газпром» за 2006 год
  11. ^ Бой с «Газпромом». ФАС пытается ограничить корпорацию в угле и энергетике // Ведомости, № 109 (1883), 18 июня 2007
  12. ^ Газпром — это наше всё // The New Times, 13.08.2007 г, № 27
  13. ^ Консолидированная финансовая отчетность, подготовленная в соответствии с Международными стандартами финансовой отчетности (МСФО) 31 декабря 2006 года
  14. ^ Финансовый отчет ОАО «Газпром» за 2006 год
  15. ^ Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>; для сносок RusReport07 не указан текст
  16. ^ Общества со 100 % долей участия «Газпрома»
  17. ^ Общества с долей участия «Газпрома» более 50 %
  18. ^ Общества с долей участия «Газпрома» менее 50 %
  19. ^ kommersant.ru, «„Газпром“ предъявил себе счет»
  20. ^ "Газпром" получит доступ к турецким конфоркам Лента.ру
  21. ^ Дочка «Газпрома» планирует продать Украине 6 млрд кубов газа, izvestia.ru, 23.01.09

Çав. пекехТӳрлет

КаçăсемТӳрлет

Шаблон:РФ нефть компанисем Шаблон:РТС индекс шучĕ Шаблон:ММВБ индекс шучĕ