Аслă Британи

(Великобритани ҫинчен куҫарнӑ)

Аслă Британи е Мăн Британи (акăл. United Kingdom, тулли ячĕ — Аслă Британи тата Çурçĕр Ирланди Пĕрлешĕннĕ Патшалăхĕ, акăл. United Kingdom of Great Britain and Northern Ireland) — Анăç Европăри утравлă патшалăх, тытăм хорми — парламентлă монархи. Тĕп хула — Лондон. Патшалăх ячĕ акăлчанла Great Britain. Британибрит йăх этнонимĕ.

United Kingdom of Great Britain and Northern Ireland

Аслă Британи короллĕхĕ

Аслă Британи ялавĕ Аслă Британи гербĕ
Аслă Британи Европа картти çинче
Патшалăх чĕлхисем Акăлчан чĕлхи
Тĕп хула Лондон
Чи пысăк хула Лондон
Король Карл III
премьер-министр Риши Сунак
Лаптăкĕ
 - Пĕтĕмпе
76 вырăнта
244 820 км2
Халăх йышĕ
 - Пĕтĕмпе(2007)
 - Йышлăхĕ
21 вырăнта
60 776 238
247/км²
Валюта ячĕ Стерлинг фунчĕ (GBP)
Вăхăт тăрăхĕ ГВ +0 пуçласа таран
Патшалăх гимнĕ Аслă Британи гимнĕ
Тетел доменĕ .uk
Тел. префиксĕ 44

Тавралăхĕ

тӳрлет

Патшалăх çурçĕр-анăç Европăра, Британи утравĕсем ( Аслă британи утравĕ тата Ирланди утравĕн çурçĕр-тухăç пайĕ, Мэн тата Норманди утравĕсем) çинче вырнаçнă, Атлантика океанĕн тата унăн тинĕсĕсен шыв хумĕпе çăвăнать. Çĕр лаптăкĕ 241 пин çм².

Çурçĕр-Анăç Европăри патшалăх, Британ утравĕсем çинче (Аслă Британи тата Ирланди утравĕн çурçĕр-тухăç пайĕнче, архипелагсен чылай пĕчĕк утравĕсем, Норманди утравĕсем), Атлантика океанĕн тата унăн тинĕс шывĕсемпе чӳхенет. Лаптăкĕ: пурĕпе — 244,820 пин км², çĕрпе — 240,590 пин км², шывпа — 3,230 пин км². Аслă Британин чи çӳллĕ вырăнĕ — Бен-Невис хулара (1343 м) — Шотланди çурçĕрĕнче (Грампиан тăвĕсем) вырнаçнă, чи лутри — Фенланд (-4 м).

Çурçĕрте тата анăçра ту çĕр пичĕф — Çурçĕр-Шотланди туçи (1343 м таран), Пеннин тата Кембри тăвĕсем; кăнтăрта тата кăнтăр-тухăçра — сăртлă тӳремсем. Климат вăтам океан çумлă, нӳрĕк. Кăрлачри вăтам температура 3 — 7 °C, утăра 11—17 °C; çулти нӳрĕк 3000 мм анăçра тата 600—750 мм кăнтăр-тухăçра. Паллă юханшывсем: Темза — 334 км, Северн — 310 км, Трент, Мерси — 109 км, Клайд — 170 км. Пысăк кӳлĕсем: Лох-Несс (56 км²), Лох-Ней (лапт. 396 км²). Вăрмансем (бук, юман, хурăн) Аслă Британин 9 % яхăн территорине йышăнаççĕ.

Патшалăх пайланăвĕ

тӳрлет

Аслă Британи административлă-политикăллă енĕпе 4 историллĕ провинцине пайланать:

Халăхĕ

тӳрлет

Аслă Британин 4 администрациллĕ политика пайран (историллĕ провинци) тытăнса тăрать:

Аслă Британи пăхăнăвĕнче Британи утравĕсен 3 çĕр тата 14 тинĕсри территори.

Пăхăнуллă территорисем, тĕп хулисемпе:

Британи утравĕсем
Европа
Америка
Атлантика океанĕ
  • Сăваплă Елена утравĕ (Джеймстаун) тата унăн пăхăнуллă çĕрĕсем — Вознесени тата Тристан-да-Кунья утравĕсем
Океани
Инди океанĕ

Халăх йышĕ

тӳрлет

1900—2007 çулсенчи халăх йыш улшăнăвĕ

Çул Йышĕ (çын)
1900 &&&&&&&035405900.&&&&&035 405 900
1949 &&&&&&&050300000.&&&&&050 300 000
1959 &&&&&&&051900000.&&&&&051 900 000
1976 &&&&&&&055900000.&&&&&055 900 000
1998 &&&&&&&059100000.&&&&&059 100 000
2004 &&&&&&&059834900.&&&&&059 834 900
2005 &&&&&&&060441457.&&&&&060 441 457
2007 &&&&&&&060776238.&&&&&060 776 238

Халăх йышĕ, ытларах, Европа Пĕрлешĕвне анчахрах кĕнĕ патшалăхсенчен ĕçлеме пыракан иммигрантсенчен тытăнса тăрать. Вĕсене 2004 çулхи çу уйăхĕнче Аслă Британи территорине ĕçлеме килме ирĕк панă. Çĕршывра çуралакансен шучĕ вилекенсенчен ытларах, апла пулин те халăх çутçанталăк йĕркипе ӳсни çеç мар британи халăх йышне хăпартать.[1]

Этнос йышĕ

тӳрлет

Çĕршывăн вырăнти халăхĕ 92 % пулать. (2001, халăх çыравĕ), вĕсенчен:

Иммигрантсем тата вĕсен ачисем ытларах Мăн Лондонăн конурбацисенче, Анăç Мидлендра тата Мерсейсайдра пурăнаççĕ. Вĕсен шайĕ çĕршывра 8 % яхăн, çав шутра[2]:

Британи нацийĕ

тӳрлет

1. Британи нацийĕ аталанăвĕ уйрăм çулпа пынă, ăна франци моделĕпе (Аслă Франци револицинче «аялтисемпе» «çӳлтисен» хирĕçĕвĕ) çывăх теме пулмасть, çаплах нимĕç моделĕпе те пĕр пек мар, мĕншĕн тесен Аслă Британи нихăçан та Германи 1871 çулченхи евĕр, сапаланчăк патшалăх пулман.

2. XIV—XV ĕмĕрсенче, аслă географи уçăвĕсен тапхăрĕнче, Аслă Британире наци экономики аталанма тытăнать, вăл çĕршыв халăхне чăмăрлать.

3. Аслă Британи урăх европа патшалăхĕсенчен яланах, хăйĕн географии енĕпе, уйрăм аталанса пынă.

4. Британи нацине тĕнĕ хытă пĕрлĕ тăвать (XVII ĕмĕр) — тĕн кăмăл туйăмĕпе революци (католиксемпе протестантсен хирĕç тăни) .

5. Çаплах британи нацин йĕркеленĕвĕнче çĕр ĕçтĕш халăхĕ хуласенче чăмăртанни те, Аслă Британин аякри çĕрĕсенче хуçалăха тĕрĕклетни.

6. В Англире Библие акăлчан чĕлхине урăх европа патшалăхĕсенчен маларах куçарнă, çапла вара пур британсемшĕн пĕрлĕ хăй евĕрлĕ акăлчан чĕлхи аталанса тăрать.

7. Британсем тăтăшах хăйсене урăх этноссенчен уйăраççĕ:

а) Британи тĕнчере чи хăватлă та анлă саралнă колони империйĕ пулнă. Çакăн чухне те британсем хăйсене тĕнчери урăх халăхсенчен уйрăм тытнă.

б) Британин колони политики те, францисен е испансен пек хăйсен колонинчи вырăнти халăха хутăштаракан политикинчен уйрăлса тăнă, вĕсем «Эпир — акăлчансем! Эпир — вырăнти çынсем!» приципа çӳле хунă. [3] [4]

Политика тытăмĕ

тӳрлет
 

Аслă Британи — парламент монархийĕ, пуçлăхĕ — арăм патша.

Саккун тăвакан органĕ — икĕ палатăллă парламент (Общинăсен палатипе Лордсен палати). Парламент пĕтĕм территорире влаçăн аслă органĕ пулать, Шотландире, Уэльсре тата Çурçĕр Ирландире харпăр ертсе пыракан администраци тытăмĕсем пулсан та. Правительство ертӳçи — Аслă Британи премьер-министрĕ.

Çĕршывăн епле те пулин пĕрлĕ тĕп саккун вырăнĕнчи документ çук, Конституцине те çырса йышăнман. Халăхпа правительство хушшинчи ĕçсене саккун тăвакан актсем, çырман саккунсем тата конвенцисем йĕркелесе тăраççĕ.

Кун-çулĕ

тӳрлет

Британи утравĕсене V—VI ĕмĕрсенче англосакссем çĕнтерсе илнĕ. Англие 1066 çулта нормансем ярса илнипе феодаллă пĕрлĕ патшалăх йеркеленсе çитет. XIII ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче акăлчан парламенчĕ йĕркеленет, сослови монархийĕ пулса тăрать. Тавар-укçа хутшăнăвĕсен аталанăвĕпе çĕр ĕçтĕшĕсен кĕрешĕвĕ (1381 çулхи Уот Тайлер пăлхавĕ тата урăх.) XV ĕмĕрте çĕр ĕçтĕшĕсен пайăр пăханлăхне пуррипе тенĕ пекех пĕтерет. Çав хушăрах çĕр ĕçченĕсен çĕр харпăрлăхĕ пулман, çакна пула вĕсем хăвăрт пролетарине куçаççĕ. Реформаци тапхăрĕнче, 1534 çулта, акăлчан чиркĕвне туса хунă. XVII ĕмĕрти Англи революцине пула капитализм тĕрĕкленет. XVII ĕмĕрĕн вĕçĕнче политик партисем — тори тата виги (XIX ĕмĕрĕн варринче Консервативлă тата Либераллă партисене куçаççĕ) йĕркеленеççĕ. 1707 çулта Шотландире (1649—1651 çулсенче Ирландие пăхантарсан) çирĕпленсен пĕрлешĕннĕ патшалăх Аслă Британи ята тивĕçет. XVIII вĕçĕнче — XIX ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче промăçлăх улшăнăвĕ пулса иртет. Ост-Инди компанийĕ пуян Бенгалие çĕнтерсе илнĕренпе британи колони империне тума пуçлаççĕ. Çак вăхăтри акăлчан инвестицисен виççемĕшĕ индирен тухнă пулнăскерсем. 1830-мĕш çулсенчефабрика ĕç-пуç системи пурнăçа кĕрет. 1830 — 1840-мĕш çулсенче пролетариатăн  пĕрремĕш йышлă юхăмĕ — чартизм — тапранать. 1840-мĕш çулсенче Ирландие выçлăх пырса çапать, миллиона ытла çын инкеке лекет. 1868 çулта тред-юнионсен Британи конгресне никĕслеççĕ. 1900 çулта Аслă Британин лейбористсен партине туса хураççĕ. XIX ĕмĕрте Аслă Британи тĕнчери чи пысăк колони патшалăхĕ (Британи империйĕ) пулса тăрать.

Иккĕмĕш Тĕнче вăрçинче Аслă Британи китлĕре хирĕç коалицин паллă тăмарĕсенчен пĕри пулнă. Британи колони импери арканнипе 1970-мĕш çулĕсен варринелле акăлчансен пĕтĕмпех тенĕ пекех колонисем ирĕклĕхе çĕнтерсе илеççĕ. Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи иртсе кайсан Аслă Британи правительствине лейбористсем (1945—1951, 1964—1970, 1974—1979, 1997 хальхи вăхăта) тата консерваторсем (1951—1964, 1970—1974, 1979—1997) ертсе пынă.

Гражданлăх

тӳрлет

2005 çулхи чӳк, 1 пуçласа британи гражданлăхне тивĕçес тесен Аслă Британин историне, культурине тата йалине пĕлмелли тата çĕршыври этем пĕрлĕхĕн никĕсне пĕлмелли «Life in the UK» ятарлă тĕрĕслеве тытмалла.
45 минут пыракан 24 ыйтуран тăракан (варианчĕсем пур) тĕрĕслев гражданлăха илме кирли шутланать. Маларах Лондон иммигрантсемшĕн акăлчан чĕлхине пĕлмелли тĕрĕслеве кĕртнĕ, çаплах квалификаципе ĕç хăнăхăвĕсен кирлĕлĕх хаклавне çирĕплетнĕ. Çак экзамена ăнăçлă тытма пулас граждансем валли ятарлă курссем йĕркеленĕ. Саккун тăвакансен шухăшĕпе, çак пĕлӳсем иммигрантсене британи этем пĕрлĕхне хăвăртрах хушăнма, çăв шутра хăйсен прависемпе тивĕçне ăнланма пулăшĕç.

2004 çулта Аслă Британи гражданлăхне илме 140870 çын ыйтса çырнă, ку вара 2003 çулхипе танлаштарсан, 12 процент нумайрах.

Экономика

тӳрлет


Этеплĕх

тӳрлет

Пĕрлешĕннĕ Патшалăхăн этеплĕхĕ тем тĕрлĕ пуян. Вăл тĕнче этеплĕхĕн сумлă пайĕ пулать. Аслă Британи хăйĕн малтанхи колонисемпе тачă этеплĕ çыхăну тытать, акăлчан чĕлхи весенче патшалăх челхи шутланать. Юлашки çур ĕмĕрте Британи культурине чылай ӳсĕм Инди субконтиненчĕпе Кариб бассейн патшалăхĕсенчен килнĕ иммигрантсем кӳнĕ. Пĕрлешĕннĕ Патшалăх йĕркеленнĕ тапхăрта унăн шутне кашни хăйĕн уйрăм этеплĕ малтан ирĕклĕ патшалăхсем кĕнĕ. Наци хаçачĕсем: The Times, The Guardian, The Independent, The Daily Telegraph, The Observer, The Financial Times, The Daily Express, The Sun, The Mirror, The People.

 
Вестминстер аббатлăхĕ — британи монархĕсене—Англи Чиркĕвĕн Аслă Тарăмĕсене — астула лартмалли вырăнĕ

Англи территоринче патшалăх статусĕллĕ чиркӳАнгли чиркĕвĕ ĕçлет, унăн пуçлăхĕ — британи монархĕ. Англи чиркĕвĕ — англикан этем пĕрлĕхне кĕрекен вырăнти чиркĕвĕсенчен пĕри, унăн чун-чĕм ертӳçи Кентербери архиепископĕ шутланать.

Тĕпчев ĕçĕсемпе, Пĕрлешĕннĕ Патшалăхра ытларах секулярлă çын пурăнать: халăхăн 38 % çеç Турра ĕненетпĕр тесе хуравлвççĕ («a God»)[5], хотя, по данным Церкви Англии на 2005 год, «72 % населения Англии указали свою религиозную принадлежность как христианскую»[6]. 2008 çулхи ака уйăхĕнчи пичетленĕ христиан ыр кăмăл Joseph Rowntree Foundationфондĕ тĕпчевсемпе килĕшӳллĕ, тĕн «социаллă сехмет» «шухăш анлă саралнă» [7].

Аслă Британи хĕçпăшаллă вăйĕсем

тӳрлет


Аслă Британи Хĕçпăшаллă Вăйĕсем (акăл. British Armed Forces) Британи хĕçпăшаллă вăйĕсен Тĕп çарпуçĕ британи монархĕ, арăм патша Елизавета II шутланать. Аслă Британи ХВ Хӳтĕлев министерствин Хӳтĕлевтытамĕ куллен ертсе пырать. Британи хĕçпăшаллă вăйĕсен тĕп ĕçĕ Пĕрлешĕннĕ Патшалăха тата унăн тинĕс çĕрĕсене хӳтĕлесси, Аслă Британи хăрушсăрлăх интересĕсене малалла тăсасси тата тĕнчери мир тăвас ĕç-пуçа пулăшасси. Çаплах Аслă Британи ХВ Çурçĕр Атлантика Патшалахĕсен Ушкăнĕн тата Иракпа Афганистанри опреацийĕсене хастар та пĕрмай хутшăнаççĕ.

Раççей Федерацийĕпе хутшăнни

тӳрлет

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет

Тăтăрхаллă сăмах майлашавĕсем

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ http://www.demographia.ru/articles_N/index.html?idR=24&idArt=504 2009 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ «Великобритания» // Большая российская энциклопедия. Т. 5. 2006.
  3. ^ Руднев В. В. Великобритания накануне XXI века. Европейский Союз и процесс деволюции в Шотландии // Европа на рубеже третьего тысячелетия: народы и государства. Сб. статей. Под ред. М. Ю. Мартыновой, Н. Н. Грацианской. М., 2000
  4. ^ Козлов В. И. Иммигранты и этнорасовые проблемы в Британии. М.: Наука, 1987
  5. ^ Опрос Eurobarometer, проведённый в 2005 годуPDF (1.64 MiB) стр. 9.
  6. ^ Church Statistics 2005/6
  7. ^ Robert Watts. Religion is ‘the new social evil’(ĕçлемен каçă) The Sunday Times 20 апреля 2008 г.

Вуламалли

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет



 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.