Аслă Британи (утрав)
Аслă Британи (акăлч. Great Britain) — Европăри пысăк утрав, лаптăкĕ 218 595 çм², утрав çинче Пĕрлешĕннĕ Патшалăх çĕрĕсем: Англи, Шотланди тата Уэльс вырнаçнă.

Аслă Британи Европа картти çинче
ТавралăхĕПравить
Утрав çурçĕртен кăнтăралла 900 çм яхăн тăсăлать. Анăçра, çурçĕрте Атлантика океанĕн, тухăçра — Çурçĕр тинĕсĕн хумĕсемпе çăвăнать. Материкран кăнтăр енче Ла-Манш пырĕпе уйрăлса тăрать. Утравăн çыран хĕрри çурçĕрте фьордсемпе, юханшыв эстуарийĕсемпе таткаланнă.