Алькеш (ял)
Алькеш, — Шупашкар хули çумĕнче вырнаçнă ял. Юнашар вырнаçнă хулаçум поççолăк та, Шупашкар хулин шутне кĕрекенскер, çав ятлă. Поççолăкра чи малтан йĕркеленнĕ урам Н.И. Айзман ячĕпе хисепленсе тăрать.
Алькеш
|
Ялта 6 урам: Хусан урамӗ, Космонавтсен урамӗ, Вӑрман урамӗ, Ҫамрӑксен урамӗ, Пионер урамӗ, Чечек урамӗ.
Ял ячӗ
тӳрлетМалтан çавăн пекех Вонпукасси, Вомпукасси ятлă пулнă. Ку ятсем вонпӳ, вунӑ общинӑна ертсе пыракан ертӳҫӗ ятӗнчен пулса кайма пултарнӑ.
Вырӑсла яла Байдеряково, Богородское, Вомбакасы, Вомбукасы, Альгешево ятсемпе асӑннӑ тӗл пулать[1].
И.С. Дубанов хӑйӗн «Географические названия Чувашской Республики» кӗнекинче «Алькеш» ята «Аль» (община) тата тутар чӗлхинчи «кеше» (ҫын) сӑмахсенчен пулса кайма пултарнӑ тесе палӑртнӑ[2].
Тавралӑх
тӳрлетКӳкеҫрен 2 ҫухрӑмра, М7 ҫул хӗрринче вырнаҫнӑ чукун ҫул станцийӗнчен 8 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Ял хулапа ҫуммӑн вырнаҫнӑ, иккӗшне Шанка юханшыв уйӑрать.
Ялти Космонавтсен урамӗпе Пионер урамӗсем хушшинче ҫырма пур.
Истори
тӳрлетЧӑвашсем пурӑннӑ. 1724 ҫулччен ясак тӳлекенсем пулнӑ, 1866 ҫулччен патшалӑх хресченӗсем шутланнӑ. Ял халӑхӗ тырӑ ӳстернӗ, выльӑх-чӗрлӗх тытнӑ, чӑпта ҫапнӑ, ытти ал ӗҫӗпе аппаланнӑ.
1923 ҫулта ялта «Кустарь-художник» юлташлӑх йӗркеленнӗ. 1929 ҫулта «Паха тӗрӗ» уҫӑлнӑ. 1935 ҫулта виҫӗ цехлӑ Алькеш промысла эртелӗ йӗркеленнӗ, унта тӗрӗ тӗрленӗ, пир-авӑр хатӗрленӗ тата атӑ-пушмак тунӑ.
1929 ҫулта ялта «Чувашский ЦИК» колхоз йӗркеленнӗ, унӑн пӗрремӗш председателӗ Мефодий Васильев пулнӑ. Каярахпа П. Муравьев, Л. Сапожников ертсе пыма пуҫланӑ.
Администраци вырнаҫӑвӗ
тӳрлет1927 çулчен Шупашкар уесĕн Шупашкар вулăсне кĕнĕ. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Шупашкар районне кĕме пуçланă.
Вулӑссем вырӑнне районсем йӗркеленӗ хыҫҫӑн Алькеш ял канашне пӑхӑнма пуҫланӑ. 1960 ҫулхи акан 6-мӗшӗн хыҫҫӑн Ҫӗньял ял канашне пӑхӑнма тытӑннӑ. Малалла Ҫӗньялти администраци ячӗ улшӑннӑ кӑна: 1991 ҫулта Ҫӗньял ял администрацийӗ ятлӑ пулса тӑнӑ, 2006 ҫулта — Ҫӗньял ял тӑрӑхӗ. 2023 ҫулта ял тӑрӑхӗсем вырӑнне территори пайӗсем йӗркеленнӗ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи
тӳрлетТӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ялти 46 ҫын пуҫ хунӑ, вӗсенчен командирсем:
- Захаров Пантелеймон Захарович (1923—1943). Кӗҫӗн сержант.
- Карпов Константин Андреевич (1923—1945). Сержант.
- Леонтьев Степан Леонтьевич (1899—1942). Аслӑ сержант.
- Федоров Геннадий Федорович (1923—1943). Аслӑ сержант.
Кӑсӑклӑ фактсем
тӳрлет1920-мӗш ҫулсен иккӗмӗш ҫурринче Николай Айзман Алькешре кӗреке юрри ҫырса илнӗ, каярахпа вӑл «Алран кайми аки-сухи» юрӑн никӗсне выртнӑ.
Ҫӗньялти ял вулавӑшӗ 1953 ҫулта Алькешре йӗркеленнӗ, каярах ӑна Мошкассине куҫарнӑ, 1970 ҫулта вара Ҫӗньялти Культура ҫуртне вырнаҫтарнӑ.
Халӑх йышӗ
тӳрлетХалӑх йышӗ | ||||
---|---|---|---|---|
Ҫул | Кил | Арҫын | Хӗрарӑм | Пурӗ |
1670 | 101 | |||
1742 | 40 | 200 | ||
1795[3] | 94 | 307 | 292 | |
1858 | 80 | 84 | ||
1897 | 141 | 156 | ||
1926 | 77 | 146 | 172 | |
1939 | 190 | 224 | ||
1979 | 221 | 269 | ||
2002 | 126 | 192 | 196 | 368 |
2010 | 236 | 244 |
Культура
тӳрлетЯлта шкул, фельдшерпа акушер пункчӗ, ял клубӗ, лавкка пур. 2017 ҫул вӗҫӗнче ялти ФАП-а ҫӗнетсе уҫнӑ, вӑл ҫавӑн пекех Пӗчӗк Аначкасси ял ҫыннисен сывлӑхне те упрама пулӑшать[4].
Ял халӑхӗ кашни ҫул утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ял кунне паллӑ тӑвать. Ку куна ял халӑхӗ Хусан Турамӑшӗн иконӗн уявӗпе ҫыхӑнтарнӑ[5].
Ялти клуба 2022 ҫулта утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче уҫнӑ. Ӑна Ял кунне тата Хусан Турамӑшӗн иконӗн уявне халалласа чаплӑ уяв ирттерсе уҫнӑ. Клуб ҫуртне Валерий атте сӑвапланӑ. Ҫӗньял ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ теннис сӗтелне парнеленӗ, Шупашкар районӗн администраци ертӳҫи Николай Хорасев компьютер туянма сертификат панӑ[6].
Тӗн
тӳрлетЯлта Хусан Турамӑшӗн храмӗ пур (1746–1940, 1947–хальхи вӑхӑт).
Чиркӳ вырнаҫнӑран юнашар Алькеш ҫӑви пур, унта ҫывӑхри ялсен ҫыннисене пытарнӑ. 1980-мӗш ҫулсенче ҫӑвара пытарма пӑрахнӑ, ҫывӑхри ялсем валли Ҫатракасси ялӗ патӗнче ҫӗнӗ ҫӑва уҫнӑ.
Алькеш ҫӑвинче Ҫимӗке кӗҫнерникун ирттереҫҫӗ.
Вӗренӳ
тӳрлет1883 ҫулта ялта чиркӳ прихучӗн шкулӗ уҫӑлнӑ. 1887 ҫултан пуҫласа Сӑваплӑ Гурий тӑванлӑхӑн шкулӗ ӗҫленӗ.
Пĕртен-пĕр вĕренӳ учреждени — Шупашкарти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 63-мĕш шкул.
Экономика
тӳрлетПаллă çынсем
тӳрлет- Айзман Николай Спиридонович, чăваш драматургĕ;
- Антонова Мария Михайловна, суту-илӳ ӗҫне йӗркелекен;
- Кольцов Юрий Иванович, чӑваш артисчӗ, ӳкерçĕ;
- Литвинова Алевтина Марковна, ал ӑсти;
- Салахов Валерий Шейхович, вӗрентекен;
- Семенова Зинаида Фёдоровна, тӗрӗ тӗрлекен ӑста;
- Тихонов Сергей Тихонович, вӑрман ӗрчетекен.
Алькешпе ҫыхӑннӑ ҫынсем
тӳрлет- Богородский Фёдор Семёнович (1895–1959) — паллӑ живописец, Козочкин ӳкерçĕпе пӗрле икӗ уйӑх хушши Алькешре пурӑннӑ, картинӑсем ӳкернӗ (ҫав шутра «Чувашская семья», «Чувашские пионеры»)[7];
- Кириллов Леонид Кириллович — 1947–1960 ҫулсенче Алькешри ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулӑн вӗренӳ заведующийӗ пулнӑ.
Вуламалли
тӳрлет- Карпов В. И. (Валентин Алиней) Населённые пункты Чебоксарского района Чувашской Республики. Справочник. — Шупашкар: 2008.
Асӑрхавсем
тӳрлет- ^ http://enc.cap.ru/?t=world&lnk=256
- ^ ISBN 978-5-7670-2046-1
- ^ ялтан уйрӑлса тухнӑ ытти кассемпе пӗрле
- ^ https://forum.na-svyazi.ru/?showtopic=2616363&st=0&p=17604104#entry17604104
- ^ https://tavanen.ru/%d0%b4%d0%b5%d0%bd%d1%8c-%d1%81%d0%b5%d0%bb%d0%b0-%d0%be%d1%82%d0%bc%d0%b5%d1%82%d0%b8%d0%bb%d0%b8-%d0%b2-%d0%b0%d0%bb%d1%8c%d0%b3%d0%b5%d1%88%d0%b5%d0%b2%d0%be/
- ^ https://tavanen.ru/%d0%b2-%d0%b4%d0%b5%d0%bd%d1%8c-%d0%ba%d0%b0%d0%b7%d0%b0%d0%bd%d1%81%d0%ba%d0%be%d0%b9-%d0%b8%d0%ba%d0%be%d0%bd%d1%8b-%d0%b1%d0%be%d0%b6%d1%8c%d0%b5%d0%b9-%d0%bc%d0%b0%d1%82%d0%b5%d1%80%d0%b8-%d0%b2/
- ^ http://enc.cap.ru/?t=prsn&lnk=885