Алран кайми аки-сухи (юрă)
Алран кайми аки-сухи — чăваш халăх юрри, фольклорла хайлав. Кĕреке юрри текеннисен йышне кĕрет. Тепĕр чухне "Ака-суха юрри" тени те пулать. Çапах та ытларах малтан кăтартнă ятпа паллă. Çакăн çинче никĕсленсе Степан Максимов композитор 1920-мĕш çулсенче оригиналлă мусăк хайлавĕ майлаштарнă.
Алран кайми аки-сухи | |
Юрă | |
---|---|
Жанр | кĕреке юрри |
альбомĕн трек-лисчĕ | |
- |
"Алран кайми аки-сухи" — фольклорла хайлав
тӳрлет"Алран кайми аки-сухи" — фольклорла хайлав. Урăхла каласан, ăна (унăн кĕввине тата сăввине) кам хайлани паллă мар. Вариантсем те пайтах. Хăш варианчĕ "чи тĕрĕсси" иккенне палăртма çук, анчах уйрăмах хытă сарăлнă, куллен усă куракан тĕслĕхсене уйăрса илме пулать.
Алран кайми аки-сухи, Асран кайми атти-анни... Ак'-сухинчен уйрăлас çук, Ать'-аннине, ай, манас çук. Асран кайми ачи-пăчи, Пĕтсе пĕтми хуйхи-суйхи. Асран кайми пĕлĕш-тантăш, Пур'нчен пахи — ялйыш-пускил. Ай, ĕçер-и, ай, çиер-и, Вил'ччен пĕрле, ай пурнар-и!
Сăввин варианчĕсем
тӳрлетАхăртнех, ку юррăн сăмахĕсене чи малтан çырса илсе пичетлекенĕсенчен пĕри Спиридон Михайлов пулнă[1]. Вăл çакăн пек кĕреке юррин пилĕк вариантне илсе кăтартать. Ак çавсенчен пĕри:
Арахмат ял-ьижа, арахмат хорындажа, пилишь-тандыжа да!
Перьле симельле, исьмельле, порнмалла полдыр!
Ял-ьиж полмазан, хорындаш полмазан, порнма полас сиок — перьлех порныбыр.
Ял-ьиж, хорындаш, пилишь-тандыш арахмат!
Илле Тăхтин тата ак çаканшкал вариант пур:
Асран та кайми аки-сухи,
Иртен те иртми хуйхи-суйхи...[2]
Илле Тăхти илсе кăтартни Анатолий Миттов карччынĕсен пĕр ярăмĕн ятне аса илтерет[3], — ӳнерçĕ ăна "Асран кайим аки-сухи" тенĕ, анчах та паянхи хăшпĕр çынсем, гиперкоррекци çулĕ çине тăрса, "Алран кайми аки-сухи" тесе "тӳрлетме" пăхаççĕ[4].
Хăшпĕр вариантсенче "атти-аннине" çеç мар, "ачи-пăчине" те аса илеççĕ. Калăпăр, Спиридон Михайловăн пĕр вариантĕнче (тăваттăмĕш номерпе тăрать).
Кĕввин варианчĕсем
тӳрлетЮррăн сăввин çеç мар, кĕввин та варианчĕссем пайтах. Степан Максимов, сăмахран, хăйĕн ĕç-хĕлĕнче Николай Айзман юрласа панă вариантпа усă курнă, тĕпрен илсен[5]. Чи малтан "Алран кайми аки-сухин" кĕввине çырса илекенĕ В.А.Мошков пулнă тесе шутлаççĕ («Материалы для характеристики музыкального творчества инородцев Волжско-Камского края», 1894, №64)[6].
"Алран кайми аки-сухи" — Степан Максимов хайлавĕ
тӳрлетТепĕр хут калатпăр, "Алран кайми аки-сухи" — фольклорла хайлав. Ку — чăн та çапла. Çав вăхăтрах тепĕр япалана та манмалла мар: çак фольклорла хайлав çинче никĕсленсе Степан Максимов композитор хорпа а капелла меслечĕпе юрламалли ăстăвăм майлаштарнă. Вăл вара чăн-чăн оригиналла хайлав шутланать[5]. Кунтан та ытларах калама пулать: "чăваш халăх юрри" брендпа хальхи вăхăтра çынсем хушшинче шăпах çав оригиналла хайлав сарăлать.
"Алран кайми аки-сухи" — Чăваш наци конгресĕн гимнĕ
тӳрлетХальхи вăхăтра çак юрă 1992-мĕш çултанпа Чăваш наци конгресĕн гимнĕ шутланса тăрать. Тепĕр енчен, çак хайлава гимн пек усă курма çăмăл мар. Гимнсене пĕчченшерĕн тата пĕчĕк ушкăнсемпе хупă тата çурма хупă лару-тăрура çеç мар, çав тери пысăк йышсемпе тата уçă лаптăксенче те юрлаççĕ. Эппин, ăна кашниех юрлама пултармалла тăвассишĕн тăрашмалла. Ытлашши кăткăслахсем чăрмавсем кăларса тăратаççĕ. Çавна май Михаил Кондратьев мусăк тĕпчевçи Степан Максимов майлаштарнă хайлава пăхса тухнă майăн каланине аса илни вырăнлă:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Особенностью положенной в основу произведения мелодии «А.-с. ю.» является также необычайно широкий, почти двухоктавный, диапазон a-g.[5]<Куçару: Çавăн пекех икĕ октавăнах çитекен тĕлĕнмелле сарлака a-g диапазон та «А.-с. ю.» никĕсне хывăннă кĕввĕн уйрăмлăхĕ пулса тăрать.>
Кун пек юрлава кĕрекере чухне пурнăçа кĕртме пулать, пысăк тата малтанах хатĕрленсе тăман ушкăнсемпе вара — йывăртарах. Çакăн пек шухăша, — сăввăн тата кĕввин уйрăмлăхĕсене кура гимн вырăнне усă курма кансĕррине, — Анатолий Кипеч те каланă[7].
Паллах, çапла каланисем "Алран кайми аки-сухи" юрра гимн вырăнне пачах та усă курма юраманнине пĕлтермеççĕ. Сăмахран, хайхи Степан Максимов çулĕпе кайса, "Алран кайми аки-сухи" никĕсĕ çинче çĕнĕ оригиналла юрă, — хальхинче чăн-чăн гимн, — ăсталама пулать. Сăввине те, кĕввине те çĕнĕлле майлаштарма майсем пур.
Вуламалли
тӳрлет- Петĕр Хусанкай. "Алран кайми аки-сухи..." Сăвă[8].
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Михайлов С.М. Собрание сочинений.(ĕçлемен каçă) Чебоксары. 2004. — С. 379.
- ^ Илле Тăхти. Поэзи. Проза. Публицистика. Шупашкар, 1979. — 127 С.
- ^ А.И. Миттов и Чувашия - край хлеборобный. 2016 ҫулхи Ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ ЧУВАШСКАЯ ЭНЦИКЛОПЕДИЯ.
- ^ 1, 2 тата 3 Кондратьев М.Г. "Ака-суха юрри".
- ^ Кондратьев М.Г. Кĕреке юрри.
- ^ Чăн та, вăл каланă шухăшсен çăлкуçĕ ("Хыпар" хаçатра пулма кирлĕ) халлĕхе паллă мар.
- ^ Петĕр Хусанкай. Эпир пулнă, пур, пулатпăр! — Были мы, и есть, и будем! Шупашкар — Чебоксары. 1982. — 334-335 С.