Ăрсиел
Ăрсиел, — Самар облаçĕн Похвиçнĕ районĕнчи ял.
Ăрсиел
|
Кун-çулĕ
тӳрлет1757-мĕш çулта Чĕмпĕр тата Саккам чăвашĕсем никĕсленĕ. Ял ячĕ, ахăртнех, Рыскандей Юмаев текенскерпе (1762-мĕш çулта ăна асăнни пур) çыхăннă. 19-мĕш ĕмĕрте тата 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче Пăхăрăслан уесĕн Çтуххаль вуласĕнче шутланса танă (Малтан Ĕренпур, кайран Самар кĕпĕрнийĕсенче). Пурăнакансем – чăвашсем тата тутарсем (1928-мĕш çулта – 50%; уйрăм Алькино яла уйрăлса тухнă), до 1860-мĕш çулсемччен — патшалăх хресченĕсем. 1894-мĕш çулта хутла вĕренмелли шкул уçăлнă.
Ялта ĕлĕкренпех тĕне кĕмен чăвашсем пурăннă. ( 18-мĕш ĕмĕр варринче – 100%, каярахпа 19-мĕш ĕмĕр вĕçĕччен – 19-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче – 58%, 20-мĕш ĕмĕр вĕсĕнче – 40% яхăн , 130 кил). 1870 мĕш çулсенче хăшпĕрисем ислама куçнă пуль теççĕ. 1905-мĕш çулта çавсем мичĕт уçма ыйтса çыру та çырнă иккен. 1908-мĕш çулта Ăрсиелти тата 22 тĕне кĕмен чăваш ислама куçма кăмăл тунă тет. Ислама тухнă чăвашсен тăхăмĕсем паянхи кун та ялтах пурăнаççĕ. Анчах та вĕсене хальхи вăхăтра "мăссăльмансем" теме çук теес пулать. Тĕне кĕмен шутланакансем, чăн та, пур. Кулленхи уявсем: çĕнĕ çул, çăварни чупни, мункун, çимĕк, вăйă, акатуй, кĕр сăри....
Ыр-хаяр тĕнĕн элеменчĕсем те сыхланса юлнă:хывни, сĕрен, юпа... Çавăн пекех ислам паллисем те пур(хайăр пани). Халах йышĕ: 1763 – 325 çын.; 1781 – 269; 1795 – 327 çын.; 1817 – 190 арçын.; 1824 – 196; 1830 – 214 арçын; 1840 – 528 арçын; 1857 – 685; 1870 – 952; 1884 – 1097; 1897 – 2041; 1910 – 1720; 1928 – 1789; 1992 – 1039; 2002 – 933 çын.[1]
Пĕр тĕлте тата çапла калани пур: 1757-мĕш çулхи çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче Заит Абдуллин старшина ертсе пыракан турхансем тата Рысай Ляковпа 20 чăваш килĕшӳ туса хайхисем Хусан уесĕнчи Аксу ялĕнчен куçса килнĕ:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)«Лета 1757 августа 12 дня Уфимского уезда Казанской дороги Кипчатской волости служилые тарханы, старшина Заит Абдулов с братьями своими тарханами ж, Мухаметем, Танатаром, Смаилом Абдуловыми, Усман Уразметев, Султангул Тименеев, Башир Шарыпов, будучи в городе Уфе от Крепостных дел, дали сию запись Казанского уезда Асокиной сотни деревни Аксубаевой ясачным чувашам Рысаю Лякову с товарищи 20-ти чувашам в том, что припустили мы, тарханы, их, чуваш, для владения и поселения дворами с нами вообще на старинную жалованную прадедам, дедам и отцам нашим вотчинную землю, которою мы, тарханы, по грамотам и по данному из Оренбургской губернской канцелярии указу владеем одне, а она, наша земля, состоит в Уфимском Л. 21об.: уезде, в Кипчатской волости близ Казанского уезда по межам и урочищам, а именно по речке Кирикали и по обе стороны с устья и до вершины, а от той речки поворот вправо до вершины речки Каза-елги и поворот по ней вниз по правой стороне до речки Карагали, а от речки Карагали до ключа Чагиль-елги, который вышел из черного лесу, устьем впал в озеро Карасье и в Кинель реку по левую сторону до устья речки Савруши и до елхового колка, а от того колку поворот влево до верхнего того ж колка конца и до речки Анлы-елги до суходолья, а от него по левую ж сторону поворот через сырт до липового суходолья, а от того олшанной бани и до речки Кирикали впредь на сорок лет, и за то взяли мы, тарханы Заит с товарищи (…) вместо оброку за все оные годы денег 80 рублей (…)».[2]
Паллă çыннисем
тӳрлет- Молянов Николай Иванович (1882-?), — "Чурасен тусĕ" кĕнеке (1905) авторĕ.
- Ижедеров Фёдор Николаевич — Совет Союзĕн паттăрĕ.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Чувашская энциклопедия. Рысайкино
- ^ Государственный Архив Оренбургской обл. (ГАОО), Ф. 6. Оп. 3. Д. 7384а. Л. 21-21 об.
Вуламалли
тӳрлетТерентьева О.Н., Ефимова О.Н,, Семенова Т.И. Чăваш халăх пултарулăхĕ. Истори халапĕсем.. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2007. — С. 387. — 2 000 экз. — ISBN 978—5—7670—1547-4
Каçăсем
тӳрлет- Ачча, В. «Туслăх пытăр ĕмĕре», Канаш ен (2009-07-03).
Ку Самар облаçĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |