Ижедеров Фёдор Николаевич
Ижедеров Фёдор Николаевич (1922 çулта Самар облаçĕн Похвиçнĕ районĕнчи Ăрсиел ялĕнче çуралнă) — Совет Союзĕн Паттăрĕ, гварди лейтенанчĕ, взвод командирĕ.
Фёдор Николаевич Ижедеров | ||||||
Çуралнă вăхăт | 1897 çул, чӳк уйăхĕн 6-мĕшĕ | |||||
---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн | Ăрсиел ялĕ, Похвиçнĕ районĕ РСФСР | |||||
Вилнĕ вăхăт | 1988 çул, акан 13-мĕшĕ | |||||
Вилнĕ вырăн | Похвиçнĕ, Самар облаçĕ, Раççей | |||||
Пăхăнулăх | СССР | |||||
Хĕсмет çулĕсем | 1942-1946 | |||||
Хисеп | ||||||
Çапăçусем/вăрçăсем | Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи | |||||
Чыславсем тата парнесем |
| |||||
Отставкăра | 1946 |
Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
тӳрлетВăл 1922 çулта Самар облаçĕн Похвиçнĕ районĕнчи Ăрсиел ялĕнче чăваш çемьинче çуралнă. 1927 çулта ашшĕпе пĕрле Тинĕсçум Енне куçса кайнă. Виневитиново станцинче 4 класа çити вĕреннĕ. Угольная станцинче маляр пулса ĕçленĕ.
Хĕрлĕ Çарта 1941-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕщĕнче Шкатово военкоматĕнче илсе кайнă. Полк шкулне пĕтерсен 25-мĕш армин 760-мĕш стрелоксен полкĕнче салтак, кайран отделени командирĕ пулнă.
Пĕрремĕш çапăçăва 1942-мĕш çулхи çурла уйăхĕнче лекнĕ. Взвод командирĕн çумĕпе взвод командирĕ, рота командирĕ пулнă.
Воронеж, Тĕп, 1-тата 4-мĕш Украина фрончĕсенче çапăçнă. 1943-мĕш çулта ССКП пайташĕ пулса тăнă. 5 хутчен аманнă.
1944 çулхи утăн 15-мĕшĕнче Тернополь облаçĕнчи Зборово районĕнчи Ярчовцы ялĕ патĕнче 320-мĕш стрелоксен полкĕн взвод командирĕ Ижедеров Ф.Н. стройран тухнă рота командирĕн вырăнне йышăнса тăшманăн темиçе контратакине хирĕçлессине йĕркеленĕ.
1944 çулхи утăн 17-мĕшĕнче ирхине Ижедеров 23 çын тăракан ушкăнпа Стрыпа юханшывĕ урлă ишсе каçнă, кайран 1,5 çх çити шуса кайса кĕпере ярса илнĕ, тăшманăн 7 контратакине сирсе янă, полка малалла кайма май туса панă.
1944-мĕш çулта командирсен пахалăхне ӳстерекен курсĕнче вĕренсе тухнă, ун хыççăн батальон командирĕн çумĕ пулнă. 1946 çулта запаса тухнă. Похвиçнĕ хулинче столяр пулса ĕçленĕ.
1988-мĕш çулхи ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче вилнĕ. Тăван ялĕнче пытарнă.
Чыславсем
тӳрлет- Совет Союзĕн Паттăрĕ № 550;
- Ленин орденĕ (24.03.45);
- Тăван çĕршыв вăрçин орденĕ (1 шай). (06.04.85);
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ (04.03.43.
- Хастралăхшăн медаль (23.01.43).
Асăрхавсем
тӳрлет
Вуламалли
тӳрлет- Герои Советского Союза. Краткий биографический словарь. Том 1. М.: Воениз., 1987
- Документы ЦАМО.
- Золотые Звезды Приморья. Владивосток, 1983
Каçăсем
тӳрлетИжедеров Фёдор Николаевич «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче
- Чăваш энциклопедийĕ
- http://www.dvocu.ru/publ/2-1-0-7 Дальневосточное высшее общевойсковое командное училище(ĕçлемен каçă)
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |