Воронеж фрончĕ

Disambig gray.svg Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, пăхăр Воронеж фрончĕ (пĕлтерĕшсем).

Воронеж фро́нчĕТăван Çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрĕнчи Хĕрлĕ Çарăн операци пĕрлешĕвĕ. Воронежа хӳтĕленĕ Брянск фрончĕн çар чаçĕсенчен 1942 çулхи утăн 7-мĕшĕнче йĕркеленĕ. 1943 çулхи юпан 20-мĕшĕнче Воронеж фронтне 1-мĕш Украина фрончĕ ят панă.

Воронеж фрончĕ
Вр.Ф
Red Army badge.gif
ХВ эмблеми
Пулнă çулсем утă, 7, 1942 ç. - юпа, 20, 1943 ç.
Патшалăх Воронеж фрончĕ СССР
Пăхăну фронт çарпуçне
Тĕс фронт
Унăн шутĕнче управлени (штаб), пĕрлешӳсем, вăрçă чаçĕсем тата йĕркеленӳсем
Функци хӳтĕлев, тапăну
Йышĕ йĕркелев
Хутшăнни Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче
Командирсем
Паллă командирсем Çарсен çарпуçĕсем, ят-йыша пăхăр

Фронт ĕçĕсемТӳрлет

1942 çулхи утă уйăхĕнче Воронеж фрончĕ Воронеж-Ворошиловград операцине хутшăннă, кайран тăшманăн Сталинградпа Кавказ çине куçарса каймалли çарĕсене чарса тăнă. Сталинград патĕнчи хирĕç тапăнура фронт Кăнтăр-Анăç фрончĕн çарĕсемпе пĕрле раштавăн иккĕмĕш çурринче Вăта Дон операцинче 8-мĕш итал çарне аркатнă.

1943 çулхи кăрлач уйăхĕнче Воронеж фрончĕ Острогож-Россошань операцине, кăрлач-нарăс уйăхĕсенче Брянск фрончĕпе пĕрле — Воронеж-Касторна операцине, нарăс-пуш уйăхĕсенче — Харьков тапăну операцине ăнăçлă иртернĕ, çав çапăçусенче Курск, Харьков, Льгов хуласене тăшманран хăтарнă. Пушăн 16-мĕшĕнче (урăх хыпарсемпе пушăн 14-мĕшĕнче) фронт çарĕсем Харьков хăварнă та (Харьков хӳтĕлев операцийĕ), Сумы хулинчен тухăç енче, Белгородран çурçĕрелле, Север Донецĕ тăрăх, Чӳкуйе çити çирĕпленсе, нимĕç-фашист çарĕсене чарса лартнă.

Курск çапăçавĕнче Воронеж фрончĕ, Хирти фронтпа пĕрле тăшмана Белгород-Харьков операцинче çĕмĕрсе тăкать. Авăн — юпа уйăхĕсенче фронт çарĕсем, Тăнăвар çапăçавĕ тапхăрĕнче, Сумă-Прилук операцине хутшăннă, Тăнăвара каçса Кейӳрен çурçĕр тата кăнтăр енчи операци валли кирлĕ плацдармсене ярса илнĕ, çак ĕнтĕ Кейӳ хулине ирĕке кăларма тата Сылтăм çыранри Украинăн территорине тăшманран тасатма çул уçнă. Юпан 20-мĕшĕнче Воронеж фронтне 1-мĕш Украина фрончĕ ята панă. Çак ячĕпех фронт Берлина илсе, Прагăна ирĕке кăларса Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине вĕçлет.

Фронт йышĕТӳрлет

Малтанах фронта кĕнĕ:

малашне:

ÇарпуçлăхĕТӳрлет

ÇарпуçсемТӳрлет

Вăрçă Канашĕн пайташĕсемТӳрлет

Штаб пуçлăхĕсемТӳрлет

Разведуйрăм пуçĕсемТӳрлет

  • Чекмазов П. Н. (1942-па)
  • Кочетков М. А. (1943 çулхи утăччен)
  • Виноградов И. В. (1943 çулхи утă-юпа)

ВуламаллиТӳрлет

  • Воронежский фронт. // — Воронеж, 2005, Центр.-Чернозем. книж. изд-во.
  • На Воронежском направлении. // — Воронеж, 2-е изд., 1973. Новый Оскол

КаçăсемТӳрлет