Çернур (çармăсла Шернур[1]) —хула евĕр посёлок, Мари Эл республикин (Раççей) Çернур районĕн административлă тĕпĕ.

Çернур
Шернур
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Мари Эл
Муниципаллă район Çернур
Ял тăрăхĕ [[ял тăрăхĕ|]]
Координатсем 56°56′03″ с. ш. 49°08′50″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Никĕсленĕ XVII ĕмĕр • XVII
Малтанхи ятсем Макарсола, Макарля, Шерденур
Наци йышĕ марисем, вырăссем, тутарсем
Конфесси йышĕ христиансем, мăсăльмансем
Этнохороним çернурсем
Почтă индексĕ 425450
ОКАТО кочĕ 88 248 551 000
Çернур (Раççей)
Точка

Пĕрлехи хыпарсем тӳрлет

Çертеш юханшывĕ çинче, Йошкар-Оларан çурçĕр-тухăçалла 90 çм вырнаçнă. Халăх йышĕ — 9,1 пин çын (2008).

Çернурта аш-какай комбиначĕ, чăкăт тăвакан савут, сăра савучĕ тата апат-çимĕç промăçлăхĕн урăх предприятисем ĕçлеççĕ. Тăван ен тĕпчев музейĕ пур.

Кунçулĕ тӳрлет

1749 çулта чиркӳ тума пуçланипе Макарсола ялтан пулса кайнă. Шернур мар. "Шер" – Шертеш (вырăс. Сердяжка) юханшыв гидронимĕ, тата "нур" (мар. уй). Ялта ытларах мари çĕрĕçченĕсем пурăннă. Çапла, 1811 çулхи ревизипе 167 ревизи чунĕнчен 163 мари, 4- вырăс пулнă. Халăх çыравĕпе ялти çынсем мари пайăр ячĕсемпе çырнă, вĕсем каярах хушамата куçнă: Токсыбай, Пибулат, Пияндык, Чиндубай, Очибай, Очей, Паим, Аптыл, Конак, Памыдек, Токман, Абли (Аблей), Ердыган (Ядыган), Пидыган, Ситыган тата урăххисем. 1921 Çернур кантонне йĕркелесен Çернур кантон тĕпĕ пулнипе хула статусне тивĕçет. 1926 çулта Çернура ял шутне куçарнă. 1966 çулта хула евĕр посёлок шутне кĕртнĕ.

XX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнчи паллă тĕпчевçĕ М.Н. Янтемир çапла çырнă: "Çернур мари хушшинче мари тĕнчин Иерусалим хула шайĕнче пулнă. Вăл яланах тĕн енĕпе ертӳ тĕпĕ шутланнă. Халăх тĕнĕ кунта çирĕп тăнă..." Халĕ паçулккăра Архангел Михаил чиркĕвĕ ĕçлет, 2003 çулта çĕнĕ православи храмне никĕс янă. Марисем халиччен те Куприяново, Поланур, Чемеево ялĕсем патĕнче таса катара (кӳсото), Пактаево çумĕнчи часовньăра хăйсен халăх туррисене кĕл тăваççĕ. 1991 çултанпа Киров облаçĕнчи Чимбулат чулĕ патне кайса кĕлле ирттересси йăлана кĕнĕ. Марисем халăх тата православи таса вырăнсене упраса тытса пыраççĕ.

Вуламалли тӳрлет

Каçăсем тӳрлет

  1. ^ Перечень наименований населенных пунктов Республики Марий Эл на государственных языках Республики Марий Эл 2015 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.. Министерство культуры, печати и по делам национальностей Республики Марий Эл, комиссия по государственным языкам Республики Марий Эл, Марийский научно-исследовательский институт языка, литературы и истории им. В. М. Васильева.