Çĕньял (Похвиçнĕ районĕ)

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Çĕньял (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Çĕньял (Хветĕр Уяр çырнисенче çавăн пекех Кĕçĕн Ӳпреел тени тĕл пулать, выр. Малое Ибряйкино), — Самар облаçĕнчи Похвиçнĕ районĕн ялĕ. Похвиçнĕ хулипе çума-çумăнах вырнаçнă. Çавна кура айккинчен килекен çынсене те унта куçса ларса пурăнма илĕртет. Ку — кунта пурăнакансен йышне хăвăрт улшăнса тăма хистекен фактор. Чăвашсен йыш шайĕ чакса пырас туртăм пур.

Ял
Çĕньял
Çĕньял
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Самар облаçĕ
Муниципаллă район Похвиçнĕ
Ял тăрăхĕ Вăтам Эверккел
Координатсем 53° с. ш. 52° в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Никĕсленĕ [[|]]
Ял  Ял
Наци йышĕ чăвашсем
Конфесси йышĕ православилле христиансем
Этнохороним çĕньялсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 84656
Почтă индексĕ 446496
Автомобиль кочĕ 63, 163
ОКАТО кочĕ 36 234 846 001
Çĕньял (Похвиçнĕ районĕ) (Раççей)
Точка
Çĕньял (Похвиçнĕ районĕ) (Самар облаçĕ)
Точка

Похвиçнĕ районĕнчи чăваш ялĕсен "Вирьял" ушкăнне кĕрет. 1961-мĕш çулхи январĕн 1-мĕшĕччен Кивьял тата Çĕньял кашнийĕ хăйне уйрăммăн шутланнă.

Кунçулĕ

тӳрлет

Яла чăвашсем никĕсленĕ. Малтан "Старое Ибряйкино" тенĕ. Чăвашла епле калани паллă мар. XIX ĕмĕр варринче креппостла йĕркерен хăтăлнă вырăс хресченĕсем чăвашсем никесленĕ хайхи ял çумне пырса вырнаçнă. Хăйсем пурăнакан вырăна вĕсем "Малое Ибряйкино" тенĕ. Чăвашсем çав вырăссем килсе вырнаçнă вырăна — Çĕньял ят панă. Каярахпа çав "Старое Ибряйкино" тата "Малое Ибряйкино" тенисем пĕрлешсех кайнă, пĕр ял пек шутланма пуçланă. Çав пĕрлĕхе Çĕньял (вырăсла "Малое Ибряйкино") теме тытăннă. Ятĕнченех курăнать ĕнтĕ ("Малое" чăвашала "Пĕчĕк" тени пулать), вырăссен йышĕ чăвашсенчен чылай сахалтарах пулнă çав пĕрлĕхре.

"Малое Ибряйкино" текеннине вырăс креппостной хресченĕсем никĕсленĕ пулсан та, вăл вырăс ялĕ пулса тăнă теме çук. Пурăна киле унти вырăссем чăвашсем хушшинче "ирĕлсе" пĕтнĕ пулас. Паян ялта пурнакан вырăссене тахçанхи креппостнойсен тăхăмĕсем темелле мар-тăр. Вĕсем — хутăш килйышсен пайташĕсем тата кунта юлашки вăхăтсенче килсе вырнаçнăскерсем. Çапах та Çĕньялта (Кивьялсăр пуçне ĕнтĕ) ялăн вырăс тата чăваш енĕсене уйăрас йăла паянхи кунчченех пур. 1920-мĕш çулсенче те, коллективизаци тапхăренче, чăвашсемпе вырăссем хăйсен пĕрлешÿлле хуçалăхĕсене уйрăм тунă.

20 ĕмĕрĕн 70-мĕш çулсенче ял таврашĕнче Ылттăн Урта тапхăрĕнчи виçĕ чул мăлатука тупнă.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине (1941—1945çç.) фронта 181 çынна ăсатнă. Вĕсенчен 99 çеç киле таврăннă.

Паллă ентешсем

тӳрлет

Кăсăклă фактсем

тӳрлет

Анюков Александр Геннадьевич (1982 çур.) футболистăн, РФ тава тивĕçлĕ спорт маçтăрĕн кăк тымарĕсем çак ялтан (тĕрĕсрех каласан, çак ял тăрăхĕнчи Патаккасси ялĕнчен).

Асăрхавсем

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет
  • Пенясова Анастасия, Моськин Григорий. Исследовательская работа "История и топонимика Ибряйкинского поселения.". Исследование истории возникновения и топонимики села Малое Ибряйкино м. р. Похвистневский Самарской области. Руководство: Апанасова Татьяна Григорьевна. 04.12.2013 - 9:30 (Ачасем тунă тĕпчев ĕçĕ, вырăсла).
  • Аляпкин М. Моя родина – Ибряйкино. – Ульяновск: Печатный двор, 2004.
  • Ендураев В. А. Очерки истории Похвистневского района //Краеведческие записки. – Куйбышев, 1971.
  • Мураткин Г. М. История родного края. – 1984.
  • Савачаев Д. Г. История села Мало-Ибряйкино. – 1967. (Алçыру. Ăçта упранни паллă мар).
  • Матвеева Г. И. Край Самарский. – Куйбышев, 1984.
  • Пивкин В. М. Колосс Поволжья. – Новосибирск, 1994.
  • Самарская летопись: Очерки истории Самарского края с древнейших времён до начала 20 век / Под ред. П. С, Кабытова, Л. В. Храмкова. – Самара, 1993. – с. 186- 189.
  • Самарский краевед: Историко-краеведческий сборник. Ч. 1. / Сост. А. Н. Завальный - Самара, 1991.

Каçăсем

тӳрлет