Яшпашел, Яспашшел (Н. И. Ашмарин сăмахсарĕнче çапла, выр. Иж-Борискино), — Тутарстанри Сăпас районне кĕрекен ял. Историлле чăваш ялĕ шутланать. Ун пекки Сăпас районĕнче урăх çук.

Яспашшел
Яспашшел
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Тутарстан
Муниципаллă район Сăпас
Ял тăрăхĕ [[ял тăрăхĕ|]]
Координатсем 54°49′47″ с. ш. 49°33′48″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Шалти пайлану виçĕ урам
Центр çӳллĕшĕ 135 м
Наци йышĕ чăвашсем тата ыттисем те
Конфесси йышĕ православсем
Этнохороним яшпашелсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 84347
Почтă индексĕ 422867
Автомобиль кочĕ 16, 116, 716
ОКАТО кочĕ 92 232 000 011
Яспашшел (Раççей)
Точка
Яспашшел (Тутарстан)
Точка

Ял ячĕ Чăвашстанри хăшпĕр ятсене (Пăлапуç Пашьел, Пăчăрлă Пашьел) аса илтерни шухăшлаттарать.

Тавралăхĕ

тӳрлет

Халăх йышĕ ял тытăмĕ

тӳрлет

Кунта чăвашсем пурăнаççĕ. 2010-мĕш çулхи çырсатухупа килĕшӳллĕн 247 çын пурăннă. Анчах та, "Сувар" хаçат пĕлтернĕ тăрăх (кун пирки тепĕр секцире пăхăр), вĕсенчен 68 çеç чăвашсем. Тен, ку хисеппе çитĕннĕ çынсене çеç, ачапчана шута илмесĕр, асăннă пуль. Ыттисем нацилĕхпе камсем пулни паллă мар. Çапах та ку пурăнакан вырăн историлле чăваш ялĕ шутланать.

Кунçулĕ

тӳрлет

Яшпашел ялĕпе çыхăннă хыпар:

Спасски районĕнчи чăвашсен отчетпа суйлав конференцийĕ пуçланчĕ. Пухăва ТР ЧНКА Ĕçтăвкомĕн ертÿçи В.В. Иванов, "Сувар" хаçатăн редакторĕ К.А. Малышев, районти вĕрентÿ тата культура управленийĕсен пуçлăхĕсем хутшăнаççĕ. Спасски районĕнчи ЧНКЦ ертÿçи В.М.Якличева отчет тăвать. Ăна çак ĕçре В. Киргизин, Т. Аптрейкина, Л.Сусарина пулăшаççĕ. Спасски районĕнче 238 чăваш пурăнать, çав шутран 68-шĕ Яшпашелĕнче[1].

Районти мĕнпур чăвашсен йышне 238 хисеппе палăртнă. Тепĕр тĕлте вара çак йыша "400 çын ытла" тени те пур[2].

Маларах асăннă хыпарăн тăсăмĕ:

Спас районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн председательне ӗнер альтернативăсăр суйларӗç. Çак должноçра ӗçлеме Валентина Якличевасăр пуçне урăх çынна район администрацийӗ те, чăвашсен пухăвӗ те сӗнесшӗн пулмарӗç.

Районта пирӗн халăх çыннисем сахалăн пурăннипе Пăлхар чăвашӗсен темле пысăк мероприятисем йӗркелеме майсем çук, çапах та Яшпашел ялӗнчи шкулта чăвашла вӗрентме пуçланăранпа чӗлхе тата культура лару-тăрăвӗ Спасски районӗнче кăштах улшăнчӗ. 2008-мӗш çулта пуçлаççӗ кунта çӗнӗрен чăвашла вӗрентме. 2014 çулта Президент програмипе çӗнӗ клуб туса пани те яшпашелсен кăмăлне çӗклет. Çавăнпа та вӗсем шкул çитӗнӗвӗсем çинчен доклад тăвакан завучран Лада Сусаринăран чăваш чӗлхи кружокне аслă çулти çынсемшӗн те йӗркелеме ыйтрӗç[3].

Ку цитатăра Яшпашелĕнче чăвашла çĕнĕрен вĕрентме пуçланине, куратпăр ĕнтĕ, 2008-мĕш çулпа палăртнă. Тепĕр тĕлте вара 2011-мĕш (е 2010-мĕш?) тенĕ.

Вуламалли

тӳрлет
  • Научный отчет по проекту "Чуваши Приволжского округа". Шупашкар, 2002. 192 с.

Паллă çынсем

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Яшпашел ялĕнче пуху иртет.(ĕçлемен каçă) — Сувар хаçат сайчĕ. 20.03.2017 11:10 | ЧНКА хыпарӗсем
  2. ^ Малышев, Константин. Чăвашсем Пăлхарта пухăнчĕç. — Сувар. — 2011 ç. — Утă, 22 (29 (915) №).
  3. ^ Пăлхар çывăхӗнчи чăвашсем Валентина Пăлхарпи майлă.(ĕçлемен каçă) — Сувар хаçатăн сайчĕ.21.03.2017 11:05 | ЧНКА хыпарӗсем

Каçăсем

тӳрлет