Пăчăрлă Пашьел
Пăчăрлă Пашъел (вырăс. Бичурга-Баишево, тутар. Бичурга-Багыш) — Чăваш Енри Шăмăршă районĕн ялĕ.
|
Тавралăхĕ тӳрлет
Ял Пасна юханшывĕ хĕрринче вырнаçнă.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ тӳрлет
2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 908 çын, çав шутра 442 арçын, 466 хĕрарăм пурăннă[2].
Ялта вăтам шкул[3], чиркӳ, ветеринари участокĕ, вулавăш[4], тухтăр офисĕ, культура çурчĕ пур.
Кун-çулĕ тӳрлет
1920 çулхи утă уйăхĕн 28-мĕшчен Пăва уесне, каярах Çӳрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районнĕ, 1921 çулхи утă уйăхĕн 22 хыççăн Патăръел уесне кĕртнĕ. Ку пĕтĕм тапхăрта ял Шамккай вулăсĕнче шутланнă.
1939 çулхи авăн уйăхĕн 16 Шăмăршă районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Патăръел районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтченех Шăмăршă районне кĕрет.
Çавăн пекех пăхăр тӳрлет
Паллă çыннисем тӳрлет
- Ермолаев Владимир Фёдорович — шултра усламçă.
- Кокуркин Геннадий Васильевич — медицина ăслăхĕсен тухтăрĕ.
- Угарин Николай Васильевич — драматург.
- Улюкин Егор Андреевич — И.Я.Яковлевăн чи малтанхи вĕренекенĕсенчен пĕри (XIX ĕмĕр)[5][6].
- Можаев Михаил Никифорович — И.Я.Яковлевăн чи малтанхи вĕренекенĕсенчен пĕри[7].
Кăсăклă фактсем тӳрлет
Вуламалли тӳрлет
- Гармонщиков А.И. Из истории села Бичурга-Баишево Шемуршинского района Чувашской Республики с 1635 г. по настоящие дни. - Чебоксары: Новое время, 2006. – 180 с.
Асăрхавсем тӳрлет
- ^ 2010 çулхи çыравăн бази.
- ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики 2018 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ вăтам шкул
- ^ ял вулавăшĕ
- ^ Яковлев И.Я. Воспоминания. Чебоксары, 1982. — С.76.
- ^ И.Я.Яковлев вĕренекенĕсем.
- ^ Александров, Геннадий. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнисем (1868-1919). — "Хыпар" хаçат, 1996, çурла, 3.
Каçăсем тӳрлет
- Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2018 ҫулхи Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.
- Чăваш энциклопедийĕ
- Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕн сайчĕ
- фотоальбом
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |