Эскетен
Эскетен (выр. Пояндайкино) — Чăваш Республикинчи Çĕмĕрле районĕнчи Якуртушкăнь ял тăрăхне кĕрекен ял.
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
55.624003
|
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
тӳрлетЭскетен ачисем Якуртушкăньри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкула вĕренме çӳреççĕ. 2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 322 çын, çав шутра 153 арçын, 169 хĕрарăм пурăннă[2].
Урамсем
тӳрлетЯлта пурĕ тăватă урам:
- Гагарин (Кайри Ушкăнь);
- Колхоз;
- Мир (Утриван);
- Николаев (Варринчи Ушкăнь)
Йĕркелӳ вырăнĕсем
тӳрлет- «Çĕнĕ пурнăç» ял-хуçалăх организацийĕ;
- Эскетен ялĕн фельдшер пункчĕ;
- Эскетен ялĕн культура çурчĕ.
Кун-çулĕ
тӳрлетЭскетен ялĕ 250 çул каялла пулса кайнă. Архиври тата музейри материалсем тăрăх, ăсчахсем ял пулса кайнине тĕрлĕрен ăнлантараççĕ.Çапах ытларах вĕсем пурте 1744 çул çине кăтартаççĕ. Эскетен тени вара унта тахçан пурăннă Эскетен ятлă таркăн салтакăн ятĕнчен пуçланнă.
Паянхи ял ун чухне виçĕ ялтан тытăнса тăнă:
Паллă çынсем
тӳрлет- В. И. Ильдеменов — экономика ăслăлăх тухтăрĕ;
- В. И. Антонов — техника ăслăлăх кандидачĕ;
- Углёв Иван — Совет Союзĕн спорт ăсти, полиатлонпа Совет Союзĕн чемпионĕ.
Вуламалли
тӳрлет- В. К. Магницкий, "Чувашские языческие имена"
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Чăваш Республикин Çĕмĕрле районĕнчи Якуртушкăнь ял тăрăх сайчĕ
- Чăваш Ен пурăнан вырăнсем(ĕçлемен каçă)
- Чăваш энциклопедийĕ
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |