Ильдеменов Валентин Игнатьевич

Валентин Игнатьевич Ильдеменов (çĕртме, 1, 1928, Эскетен ялĕ, Çĕмĕрле районĕ, Чăваш АССРçу, 4, 2011 ) - экономика ăслăлăхĕсен тухтăрĕ, профессор, Чăваш Республикин ăслăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей аслă пĕлӳн хисеплĕ ĕçтешĕ, ЧПУ ăслăхпа техника облаçĕнчи парнин лауреачĕ[1]

Кун-çулĕ тӳрлет

Валентин Ильдеменов Хусанти финансă-экономика институтĕнче, Пĕрлĕхлĕх ăслăхĕсен академинче вĕренсе тухнă.

1963-1974 çç. Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче экономика тата производство йĕркелес кафедрине ертсе пынă.

Чăваш патшалăх университетĕнче политика экономин кафедрине, экономика теорин кафедрине ертсе пынă, экономика факультечĕн деканĕ пулса ĕçленĕ.

Актуаллă экономика кăткăс ыйтăвесемпе лекцисене Ĕнчĕре, Шри-Ланкара, Венгрире, Раççейри чылай регионсенче вуланă.

Паллă ĕçĕсем тӳрлет

28 ытла кĕнекепе брошюрăна 200 ытла ăслăлăх статьине пичетлесе кăларнă. Хăшпĕрне акăлчанла АПШ-ра çутта тухнă.

  1. «Предприимчивость и рента»,
  2. «Резервы роста производительности труда в земледелии»,
  3. «Пути интенсификации земледелия в колхозах Чувашии»,
  4. «Хозрасчетный коллективный подряд и вопросы его внедрения»,
  5. «Экономические законы», «Демонополизация экономики»,
  6. «Дифференциальная рента и выравнивание экономических условий воспроизводства»,
  7. «Интенсификация земледелия в различных природно-экономических условиях»,
  8. «Машины и экономика»

Вуламалли тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет