Шур-ПайрашЧăваш Енĕн Элĕк районĕнчи ял, Чăваш Сурăм ял тăрăхне кĕрет[1].

Шур-Пайраш
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Элĕк
Ял тăрăхĕ Чăваш Сурăм
Координатсем 55°50′17″ с. ш. 46°56′14″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Малтанхи ятсем Шор
Наци йышĕ чăвашсем
Конфесси йышĕ православисем
Этнохороним шорпайрашсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83535
Почтă индексĕ 429240
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 205 873 001
Шур-Пайраш (Раççей)
Точка
Шур-Пайраш (Чăваш Ен)
Точка

Шупашкар çитме 45 км, райцентра - 21 км, ч.-ç. станцине 29 км. Яла газовификациленĕ.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

тӳрлет

Шур-Пайраш ялĕнче 72 çын (2006) пурăнать. Ялта Чапаев тата Ленин урамĕсем.

Кун-çулĕ

тӳрлет

Кĕтерин патша хывтарнă хурăнлă çул иртнĕ ял çумĕпе. Ватă çынсем каласа панипе, вăл хурлăхлă та инкеклĕ çул пулса тăнă — правительствăна хирĕç пулнă çынсене Çĕпĕре илсе кайнă. Шур-Пайрашра этап çурчĕ пулнă. 1914-мĕш çул хыççăн этап çурчĕ Матвеевсен хуçалăхне куçнă.

1929 çулта «Звезда» (Çăлтăр) колхоза йĕркеленĕ.

Вăрçă хыççăнхи çулсенче ку çулпа машинăсем çӳренĕ. XX ĕмĕрĕн 60-мĕш çул пуçламăшĕнче çула Тури Хурасан ялĕнчен пуçласа Красноармейски районне кĕрекен Шемĕне çитичченех (12 çм тăршшĕ) халăха кĕреçесемпе аркаттарнă, акма юрăхлă çĕрсем тутарнă, çулăн сарлакăшне ансăрлатнă.[2]

1917 çулчен Етĕрне уесĕн Чăваш Сурăм вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулчен Етĕрне уесĕн Элĕк вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Вăрнар районне кĕртнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.

Вуламалли

тӳрлет
  • "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
  • Л.И.Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
  • "Аликовскому району 75 лет. Очерки и материалы по истории района", под ред. Л. А. Ефимова, Шупашкар, 2002.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Чувашская энциклопедия
  2. ^ [Пурнăç çулĕпе (хаçат)|Пурнăç çулĕпе] хаçат, 2013 çулхи акан 13-мĕшĕ.