Шур-Пайраш
Шур-Пайраш — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи ял, Чăваш Сурăм ял тăрăхне кĕрет[1].
Шур-Пайраш
|
Шупашкар çитме 45 км, райцентра - 21 км, ч.-ç. станцине 29 км. Яла газовификациленĕ.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
тӳрлетШур-Пайраш ялĕнче 72 çын (2006) пурăнать. Ялта Чапаев тата Ленин урамĕсем.
Кун-çулĕ
тӳрлетКĕтерин патша хывтарнă хурăнлă çул иртнĕ ял çумĕпе. Ватă çынсем каласа панипе, вăл хурлăхлă та инкеклĕ çул пулса тăнă — правительствăна хирĕç пулнă çынсене Çĕпĕре илсе кайнă. Шур-Пайрашра этап çурчĕ пулнă. 1914-мĕш çул хыççăн этап çурчĕ Матвеевсен хуçалăхне куçнă.
1929 çулта «Звезда» (Çăлтăр) колхоза йĕркеленĕ.
Вăрçă хыççăнхи çулсенче ку çулпа машинăсем çӳренĕ. XX ĕмĕрĕн 60-мĕш çул пуçламăшĕнче çула Тури Хурасан ялĕнчен пуçласа Красноармейски районне кĕрекен Шемĕне çитичченех (12 çм тăршшĕ) халăха кĕреçесемпе аркаттарнă, акма юрăхлă çĕрсем тутарнă, çулăн сарлакăшне ансăрлатнă.[2]
1917 çулчен Етĕрне уесĕн Чăваш Сурăм вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулчен Етĕрне уесĕн Элĕк вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Вăрнар районне кĕртнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.
Вуламалли
тӳрлет- "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
- Л.И.Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
- "Аликовскому району 75 лет. Очерки и материалы по истории района", под ред. Л. А. Ефимова, Шупашкар, 2002.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Чувашская энциклопедия
- ^ [Пурнăç çулĕпе (хаçат)|Пурнăç çулĕпе] хаçат, 2013 çулхи акан 13-мĕшĕ.
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |