Шевле Антип Николаевич

Disambig gray.svg Николаев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Шевле Антип Николаевич (паспортри хушамачĕ Николаев), — чăваш çыравçи. 1924 çулхи утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Вăрнар районĕнчи Кăмпал ялĕнче çуралнă. 1990 çулта çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.

Антип Шевле
Çуралнă чухнехи ят: Николаев Антип Николаевич
Çуралнă вăхăт: 1924, утă, 24
Çуралнă вырăн: Кăмпал ялĕ, Вăрнар районĕ, Чăваш АО
Вилнĕ вăхăт: 1990, пуш, 3.
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш ССР
Гражданлăх: Flag of the Soviet Union.svg СССР
Ĕçлев тĕсĕ: прозăç
Ĕçсен чĕлхи: чăваш

1978 çултанпа СССР ÇП пайташĕ. 1984 çулта Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ ятне тивĕçнĕ[1] [2].

БиографиТӳрлет

Çар училищинче вĕреннĕ. 1945 çулта Инçет Тухăçра яппун милитарисчĕсене хирĕç çапăçнă. Вăрçă хыççăн 1970 çулчен çар журналисчĕ пулса ĕçленĕ. 1972 çултанпа, çар речĕнчен тухсан, Чăваш Енĕн журналистсен пĕрлешĕвĕн яваплă секретарĕ пулнă.

Пултарулăх ĕçĕсемТӳрлет

Вăл çырнă очерксемпе новеллăсем Мускавра, Шупашкарта, Çĕн Çĕпĕрте, Барнаулра тухнă темиçе автор пуххисенче тата журналсенче пичетленнĕ.

Вăл Чăваш Ен паттарĕсем çинчен питĕ нумай çырнă. «Память солдатского сердца» (Салтак чĕрин астăвăмĕ) ятпа кăларнă 8 томлă документлă очерксем нихçан тĕксĕмленми палăк пулса тăраççĕ. Ку ĕçе шута илмесĕр унăн тата 20 патнелле кĕнеке тухнă:

  • «Салтак юратăвĕ»;
  • «Шавлăр, хурамасем»;
  • «Полк анăçалла васкать»;
  • «Салтак мухтавĕ».

ВуламаллиТӳрлет

АсăрхавсемТӳрлет

  1. ^ Чувашская энциклопедия, 6-й том
  2. ^ П. Афанасьев, «Писатели Чувашии», Чебоксары, 2006

КаçăсемТӳрлет