Челепи облаçĕн Чăпаркуль районĕ
Чăпаркуль районĕ — Челепи облаçĕн (Раççей) районĕ. Административлă тĕпĕ — облаç пăханăвĕнчи хула Чăпаркуль. Çĕр лаптăкĕ — 2879 çм², ял хуçалăх çĕрĕсем — 146,3 пин га. Халăх йышĕ — 28,4 пин çын (2005).
Истори
тӳрлет1935 çулта 9 ял канашĕнчен (Бишкил, Варлам, Кундравин, Непряхин, Сарафан, Тимирязев, Травников, Филимонов тата Шахмат) йĕркеленĕ. Пурĕпе: 56 ял пурăну вырăнĕ.
Хуçалăхĕ
тӳрлетРайонта тулă, ыраш, пăрçа, хура тулă, вир, выльăх апачĕ (кукуруза, хĕвел çаврăнăш, нумай çул курăкĕсене) ӳстереççĕ. Выльăх-чĕрлĕх, сысна, чăх-кăвакал ĕрчетеççĕ.
Мрамор, кварцит, талька, слюда, каолин, кирпĕч тăмĕ, асбест тупăçлаççĕ, çĕр айĕнче çурма ахах-мерчен нефрит, яшма, агат, ылтăн пур.