Чăваш Таяпи
Чăваш Таяпи (выр. Тайба-Таушево), — Тутарстанăн Теччĕ районĕн ялĕ. Мăкшă Таяпипе (вырăс. Починок-Новольяшево) пăтраштармалла мар. Ялтан район центрне çитме – 45, Хусана – 205, Пăвари чукун çул станцине харкам транспортпа — Кăнна Кушки, Вырăс Киштекĕ, Хăят урлă – 32 километр. Яла Теччĕ-Ульяновск маршрутпа çӳрекен автобуспа («Кăнна Кушки» чарăнура анса юлмалла) çитме пулать, «Теччĕ-Кăнна Кушки» автобус çине ларса Кĕлметрен анса юлсан 1,5 километр çуран утмалла [1].
Чăваш Таяпи
Чăваш Таяпи
|
Тавралăх тӳрлет
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ тӳрлет
2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ялта 97 çын пулнă, çав шутран: вырăссем – 10, чăвашсем – 86 тата 1 урăх наци çынни. 45 хĕрарăмпа 52 арçынран 40-шĕ вăйпитти çын, 42 пенсионер. Çиччĕрен кĕçĕнрех 3 ача, 16 çула çитменнисем тăххăрăн, 30 çула çитмен çамрăксем – 10.
Урамсем тӳрлет
Ялти урамсене халăхра çапла калаççĕ: Чурпан кас (Есенин урамĕ), Шаккаман кас (Маяковский урамĕ), Кушкă кас (Интернационал урамĕ).
Кунçул тӳрлет
Чăваш Таяпине 1696 çулта хĕсметри тутарсем пуçарса янă. Вĕсене Чĕмпĕр уесĕнче çĕр лаптăкĕ уйăрса панă. Анчах тутарсем кунта нумая тытăнса тăман, XVII ĕмĕр вĕçĕнчех чăвашсем килсе тĕпленнĕ.
Халап тăрăх, яла Чăваш Енри Елчĕк районне кĕрекен Таяпа ялĕнчи Тауш (Тавăш) ятлă хастар чăваш пуçарса янă. Тауш нимĕнрен, никамран хăраман салтак пулнă.
Турккăсемпе вырăссем хушшинче пынă вăрçăра вăл патша кнеçне çăлнă. Çакăншăн Тауша çĕр панă: талăкра юлан утпа мĕн чухлĕ çĕре çаврăнса ĕлкĕрет – çавă йăлт унăн пулать. Тауш вара çакăнта килсе тĕпленнĕ, хăйĕн тăван ялĕнчен ентешĕсене чĕнсе ял пуçарнă. 1959 çулччен Чăваш Таяпи Аслă Таркан районне кĕнĕ, кайран çак район Теччĕ районĕпе пĕрлешнĕ.
1970 çулта Чăваш Таяпи, Мăкшă Таяпи , Салмановка, Максимовка, Кĕлмет ялĕсем пĕрлешсе В.И.Ленин ячĕллĕ колхоз йĕркеленĕ. Колхозниксен культура шайне ӳстерме культура центрĕ уçнă, унта çитме кашни ялтан 1 километр утмалла пулнă. Унта клуб, библиотека, фельдшерпа акушер пункчĕ, 9 çул вĕренмелли вăтам шкул, кантур ĕçленĕ. Пĕтĕм массăллă мероприятисем культура центрĕнче иртнĕ.
1920 çулта Чăваш Таяпинче çил арманĕ, кĕрпе çуракан машина, механика вăйĕпе ĕçлекен арман ĕçленĕ.
Чăваш Таяпи ялĕн престол праçникĕ Михайла кунĕ, ытти чиркӳ уявĕсене те паллă тăваççĕ.
Паллă çынсем тӳрлет
Вуламалли тӳрлет
- ТАЙМА ПУÇ САНА, ТАЙБИНСКИЙ! 2016 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.
Асăрхавсем тӳрлет
Каçăсем тӳрлет
Ку Тутарстан географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |