Хĕрлĕ Чутай районĕ
Хĕрлĕ Чутай районĕ, — Чăваш Республикин (РФ) администрациллĕ-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленĕвĕ (муниципаллă район).
Хĕрлĕ Чутай районĕ | |||
| |||
Патшалăх | РФ | ||
---|---|---|---|
Статус | муниципаллă район | ||
Кĕрет | Чăваш Ен | ||
Администраци центрĕ | Хĕрлĕ Чутай чиркӳ ялĕ | ||
Йĕркеленĕ вăхăт | 1927, авăн, 5 | ||
Район администрацин пуçлăхĕ | Башкиров Александр Викторович | ||
Пурăнан халăх |
19 788[3] çын (14-мĕш вырăн | ||
Йышлăх | 29,2 çын/çм² | ||
Лаптăк | 691,6 çм² (14-мĕш вырăн) | ||
Вăхăт тăрăхĕ | |||
Телефон кочĕ | +7 83557 | ||
Почтă индексĕсем | 429240 | ||
Сайчĕ | |||
Чăваш Енĕн çурçĕр-анăç енче вырнаçнă. Лаптăкĕ — 691,6 км2, çурçĕр енчен кăнтăралла тата анăç енчен тухăç еннелле 36 çухрăма тăсăлнă. Хĕвел анăç енче Сар юханшывĕ тăрах Чулхула облаçĕпе чикĕ иртет. Çурçĕр енче Етĕрне районĕ, тухăç енче — Элĕк районĕ, кăнтăр енче Çĕмĕрле районĕ вырнаçнă.
Район администрацийĕ Хĕрлĕ Чутай салинче вырнаçнă. Районăн кулленхи кăларăмĕ — Пирĕн пурнăç хаçат.
Çутçанталăк
тӳрлетРайон чăваш плато çинче вырнаçнă. Район варрипе çурçĕн енĕпе пĕчĕк юханшывсемпе çырмасемпе нумай тĕл пулаççĕ.
Çĕр айĕнчи пурлăхсенчен кунта хăйăр, кирпĕч тума юрăхлă суглиноксем тĕл пулаççĕ.
Кăрлач уйăхĕн вăтам температури -12,2°С танлашать, утă уйăхĕнче — 18,7 °C. Чи сивĕ температурăна кунта -44 °C паллă тунă, чи ăшшине — 37 °C. Çул тăршшĕпе 492 мм юр-çумăр çăвать.
Районăн 33% вăрмансем йышăнаççĕ. Ытларах пайĕпе кунта юман (55%), вĕрене, каврăç, ильм тĕл пулать.
Халăх йышĕ
тӳрлетРайонта 1999 çул пуçламăшĕнче 22,7 пин çын пурăннă. Районта пурĕ 70 ял, вĕсенче вăтамран 354 çын пурăнать. Халăхсенчен ытларах пайĕ чăвашсем — 97%.
Администрациллĕ пайлану
тӳрлетРайон гимнĕ
тӳрлетХĕрлĕ Чутай районĕн гимнĕ "Чечеклен,Чутай Ен" сăввине Петĕр Ялкир çырнă, кĕввине - Фёдоров П.
Паллă çыннисем
тӳрлет- Важоров Валерий Афанасьевич, флейтист, дирижёр, вĕрентӳçĕ, профессор.
- Данилов Анатолий Васильевич, ӳнерçĕ.
- Дмитриева Юлия Александровна, хор дирижёрĕ.
- Караттай Иван Михайлович, чăваш сăвăçĕ.
- Лебедев Василий Иванович, чăваш чĕлхи тĕпчевçи.
- Логинов Алексей Романович, Совет Союзĕн Паттăрĕ.
- Некей (Михаил Иванов), чăваш халăх кĕрешӳçи.
- Оринов Вячеслав Николаевич, театр режиссёрĕ.
- Сандомирова Венера Николаевна, ӳнерçĕ.
- Элле Николай Алексеевич, Чăваш Енре театрсене йĕркелекенĕ.
- Ялкир Пётр Алексеевич, сăвăç, тăлмач, журналист.
Çавăн пекех пăхăр
тӳрлетВуламалли
тӳрлетСтатьян çак пайне халлĕхе çырман. Википедине хутшăнакан ĕмĕчĕпе, çак вырăнтаятарлă пай.
Эсир çак пая çырса проекта пулăшма пултаратăр. |
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |