Караттай Иван Михайлович

Караттай Иван Михайлович (чăн хушамачĕ Каратаев), — сăвăç. 1905 çулта Чăваш Енĕн Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мăн Хăмаркка ялĕнче çуралнă. 1946 çулта çĕре кĕнĕ.

Пурнăçĕ

тӳрлет

Етĕрнери педагогика техникумĕнче вĕреннĕ. Ачасене шкулта вĕрентнĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, унтан суранланса таврăннă.

Ӗçĕсем

тӳрлет

Сăввисем Шупашкарта, Самарта, Мускавра тата Хусанта тухса тăракан хаçатсемпе журналсенче пичетленнĕ. Çавăн пекех унăн сăввисем «777-мĕш поэт» кĕнекере пичетленнĕ.

Пĕр сăввинче çапла йĕркесем пур:

Малашне чăваш та аптăрамĕ
Пушкинпа танлашĕ Хусанкай
Хăмăркка ачи те маххă памĕ
Хушаматăм ман та Караттай

Питĕ шел, ăна кулакла шухăшсем сарать тесе пичетлеме чарнă.