Логинов Алексей Романович


Логинов Алексей Романович, — Совет Союзăн Паттăрĕ. 1903 çулхи пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Упукушкăнь ялĕнче çуралнă. 1943 çулхи авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче Днепр урлă каçнă чухне вăрçăра пуçне хунă. Чернигов облаçĕнчи Новоселки салинче пытарнă.

Логинов Алексей Романович
Çуралнă вăхăт 11 пуш 1903
Çуралнă вырăн Раççей Империйĕ, халь Чăваш Ен Хĕрлĕ Чутай районĕ Упукушкăнь
Вилнĕ вăхăт 28 авăн 1943
Вилнĕ вырăн СССР, халь Украина, Чернигов облаçĕ Репкино районĕ
Пăхăнулăх СССР
Çар ăрачĕ пехота
Хĕсмет çулĕсем 1941-1943
Хисеп
Лейтенант
Лейтенант
Çапăçусем/вăрçăсем Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи
Чыславсем тата парнесем
Ленин орденĕ

Пурнăçĕ

тӳрлет

1931 çултанпа районта милицинче ĕçленĕ. Шупашкарти юридици шкулĕнче вĕренсе тухсан, судсемпе тĕпчев органĕсенче ĕçленĕ. 1941 çулхи раштав уйăхĕнче çара илнĕ те çар ертӳçĕсене хăвăрт хатĕрлекен курсне вĕренме янă. 1942 çулхи кăрлачăн 20-мĕшĕнчен вăрçăри çапăçусенче 1183-мĕш полкăн 5-мĕш стрелоксен ротăн взвод ертӳçи пулнă. Нимĕç-фашисчĕсемпе çапăçнă чух вăл яланах хăюллăх кăтартнă.

Чернигов облаçĕнчи Новосёлки ялĕшен алăсемпе тытăçса хирĕç çапăçура тăшманăн вунпилĕк салтакпа офицера пĕтернĕ, алла яхăн нимĕçе тыткăна илнĕ. Уйрăмах Алексей Романович Днепр шывĕ урлă каçнă чухне палăрнă, анчах та тансăр-тĕнсĕр çапăçура вилмеллех аманнă. СССР Аслă Канашăн Президиум Хушнипе 1944 çулхи кăрлачăн 15-мĕшĕнче ăна Совет Союзăн Паттăрĕ ятне тивĕçтернĕ (вилнĕ хыççăн)[1].

Вуламалли

тӳрлет
  • Герои Советского Союза. Краткий биографический словарь. Том 1. М.: Воениз., 1987
  • Юные герои Витебщины. Минск, 1980

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет

.