Пирĕн пурнăç (хаçат)

(Пирĕн пурнăç ҫинчен куҫарнӑ)

Пирĕн пурнăç (выр. Наша жизнь) — Чăваш Енри Хĕрлĕ Чутай районĕн хаçачĕ.

Пирĕн пурнăç (хаçат)
Тĕс Эрнере иккĕ хут, çырăнмалла
Формат А3
Кăларакан Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви, редакци коллективĕ
Редактор А.Н.Оринова
Никĕсленĕ ака, 6 - 1930 ç.
Чĕлхе(сем) чăваш

Тираж 6000 ытла экз.
Веб-сайт nashazhizn21.ru

Чăвашла[1] тухать.

Тĕп редакторĕ - Оринова Алина Николаевна.

Чăвашла эрнере 2 хут тухать. Тиражĕ: 6000.

Адрес: 429230, Чăваш Ен, Хĕрлĕ Чутай сали.

Хаçат коллективĕ çамрăк, вунă çынран тытăнса тăрать, вĕсенчен 5-шĕ – хевтеллĕ ĕçченсем.

Кун-çулĕ

тӳрлет

“Пирĕн пурнăç” хаçата 1930 çулта пичетлеме пуçланă.

Хаçатăн кун-çулĕ йывар та, пуян та пулнă. Халиччен унăн ячĕ 7 хут улшăннă. Хаçатăн пĕрремĕш номерĕ ака уйăхĕнн 6-мĕшĕнче Етĕрне хулинче тухма пуçланă. Вăл иккĕ çул хушши «Коллективист» ятпа вырăсла тухнă. Пĕрремĕш хаçат çине алă пусаканĕ, яваплă редактор çумĕ – Николай Алексеевич Элле вырăс пулнă. Иккĕмĕш номерне Д.Андреев яваплă редактор алă пуснă, малашнехи номерĕсене – Я.Ефимов.

1932 çулхи çурла уйăхĕнче хаçат «Красночетаевец» тата «Путь Победы» ятсемпе вырăсла тухнă. Çав çулхи авăн уйăхĕнчен пуçласа чăвашла «Çĕнтерÿ çулĕ» ятпа тухма тытăннă. Тиражĕ 800 экземпляра çитнĕ (редактор - Спиридон Павлович Толмасов-Шăпчăк). Шел пулин те, ăна халăх тăшманĕ тесе репрессиленĕ. Ун вырăнне кунта литĕçтешĕ пулса ĕçленĕ Андрей Лукич Еремеева лартаççĕ, вăл 1941 çулхи çурлана таран вăй хунă. А.Еремеев вăрçа тухса кайнă хыççăн ун вырăнне Т.Г.Быкова хăвараççĕ. 1942-1943 çулсенче ку ĕçре К.Г.Фондеркин тăрăшать. 1943-1944 çулсенче – С.М. Илюшкин, 1944-1945 çулсенче – И.В. Илюшкин.

Вăрçă хыççăнхи çулсенче редактор пулса Василий Степанович Чобайкин, Михаил Типчаковский, Александр Иванович Шинжаев ĕçленĕ. Хаяр вăрçăра Çĕнтерĕве çывхартас тата вăрçă хыççăнхи пурнăçа çĕнетес ĕçре вĕсен тÿпи пысăк пулнă.

1950-1952 çулсенче хаçата ертсе пыраканĕ – Иван Алексеевич Чирков, 1952 çултан пуçласа 1962 çулччен Михаил Якимович Назаров пулнă. Михаил Якимович паянхи пурнăç ыйтăвĕсене çивĕччĕн хускатнă, сăввисем пирĕн халăхăн иртнĕ вăрçăри паттăрлăхĕ çинчен каласа панă.

1962 çулта пирĕн района пĕтерсе хунă, Çĕмĕрле районĕпе пĕрлештернĕ. Çав вăхăтра Çĕмĕрлере «Малалла» хаçат редакторĕ пулса Е.Явасов, унтан II Липовка çынни Я.Яковлев ĕçленĕ.

1965 çулта каллех Хĕрлĕ Чутай районне туса хунă, 1966 çулхи акаран пуçласа «Колхоз хаçачĕ» ятпа тухма тытăнать. 18 çул хушши çак йывăр та пархатарлă ĕçре Иван Ефимович Ландышев редактор ĕçне туса пынă.

1976 çулхи çĕртме уйăхĕнчен 1981 çула çити хаçат «Коммунизм çулĕпе» ятпа тухса тăрать.

1984-1988 çулсенче редакци ертÿçи пулса Владимир Николаевич Чернов ĕçленĕ. 1991 çулхи çурла уйăхĕнчен пуçласа паянхи кунчченех хаçат ячĕ – «Пирĕн пурнăç».

Унăн тиражĕ çав вăхăтра 6300 экземпляра çитнĕччĕ.

Юлашки çулсенче «Пирĕн пурнăç» хаçата Николай Павлович Барышников, Владимир Николаевич Чернов, Михаил Александрович Чемашкин редакцилерĕç.

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет