Учаска
Учаска (выр. Сахалин) - Чăнлă районĕнчи ял. Пурăнакан çынсен шучĕ 1 (2010)[2][3]. Ытти тĕлсене çитме: Аслă Накаткин 11 км, Арбузовка 16 км, Ăнтăр 27 км.
|
Истори
тӳрлетИван Моисеевич Кирпичников аса илнинчен[4]:
Эпĕ 1932 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче Пухтел районĕнчи (халĕ Чăнлă районĕ) Сахалин поселокĕнче колхозниксен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Пирĕн çемье кунта Анат Тимĕ-рçен ялĕнчен 1928 çулта куçнă. Пĕр ялсем 18 çемье, 91 çын пурăннă. Едоки тенĕ вĕсене вăл вăхăтра.Ачисем Анат Тимĕрçен шкулĕнче вĕреннĕ. Çав хушăра тăванĕсем патĕнче пурăннă. 1936 çулта пирĕн çемье хăйĕн тăван ялне таврăннă.
Кунта Едоки сăмах, ахăртнех, ял ятне мар, çынсене пĕлтерет пулас. Яла "Сахалин" теееси маларахри çынсенчен юлнă[5]:
С целью освоения пустых земель в поселок Сахалин были переселены крестьяне из Нижних Тимерсян на добровольных началах. Правда и раньше там жили крестьяне русские, но потом после Октябрьской революции они оттуда уехали в свои прежние селения.
Название «Сахалин» осталось от прежних жильцов. Тимерсянцы назвали «Учаска» (участок). Расположено селение на полпути от Нижних Тимерсян до г. Ульяновска. |
<Куçару: Пушă выртакан çĕрсене ĕçе кĕртес тесе Сахалин текен тĕле Анатри Тимĕрçен çыннисене хăйсен ирĕкĕпе куçарнă. Чăн та, вĕсенчен маларах унта вырăс хресченĕсем пурăннă, анчах Октябрь революцийĕ хыççăн вĕсем хайсен ĕлĕкхи ялĕсене таврăннă. «Сахалин» ят çав сынсенчен юлнă. Тимĕрçенсем вара ку вырăна «Учаска» (Участок тенинчен) ят панă. Ял Анатри Тимĕрçенпе Чĕмпĕр хушшинче çурма çулта вырнаçнă.>
Кайранхи истори (çăлкуç — çавах):
В тридцатых годах ТОЗ «Сахалин» переименован в колхоз «Нацмен», потом колхоз им. Андреева. В шестидесятые годы почти весь поселок переехал в Большое Нагаткино. Тогда и образовалась улица Сахалинская.
|
<Куçару: 1930-мĕш çулсенче «Сахалин» ТОЗа «Нацмен» колхоз текен çĕнĕ ят панă, татах та каярахпа — Андреев ячĕллĕ колхоз. 1960-мĕш çулсенче ял пĕтĕмпе тенĕ пекех Аслă Накаткина куçса ларнă, çапла вара лешĕнче Сахалин урамĕ çуралнă.>
Паянхи Аслă Накаткинра чăнах та Сахалин урамĕ пур.
Йыш
тӳрлет2010-мĕш çулта 1 çынна шута илнĕ.
Паллă çынсем
тӳрлет- Кирпичников Иван Моисеевич (1932 çур.) — таврпапĕлÿ енĕпе çырнă кĕнекесен авторĕ.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Сахалин.
- ^ Сахалин.
- ^ Краткая характеристика муниципального образования «Большенагаткинское сельское поселение» 2018 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Романова, Александра. ТАВРАПĔЛӲ ĔÇНЕ ТУРТĂНАКАН ШУРСУХАЛ. 2019 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ. Интервью. — Чĕмпĕрти "Канаш" хаçат. 1464-МĔШ (2018.03.16) КĂЛАРĂМ
- ^ Кирпичников И. Р 65 “Тимерсяны и Нижнетимерсянцы”. Историко-этнографический очерк. — Ульяновск, 2012,—244 с. // С.73-74.