Самар ен (хаçат)
Самар ен — XX ĕмĕр вĕçĕнче, XXI ĕмĕр пуçламăшĕнче Самар хулинче ятарласа Самар ен (Самар облаçĕн) чăвашĕсем валли тухса тăракан чăвашла хаçат. Хăшпĕр хыпарсем тăрăх[1][2], тепĕр чухне вырăсла материалсем те кĕртсе яраççĕ пулмалла.
Самар ен (хаçат) | |
Тĕс | хура-шурă |
---|---|
Формат | А3 |
Кăларакан | редакци коллективĕ |
Редактор | Николай Витальевич Давыдов |
Никĕсленĕ | 16, май, 1995 |
Чĕлхе(сем) | чăваш |
Тираж | 1100 экз. (2015) |
Веб-сайт | https://www.infomesto.com/Самара/Реклама_Полиграфия_СМИ/Самар+ен+газета/50774592405239.46663853 |
Хушăран-хушă хаçат хупăнни пирки хыпарсем килкелесех тăраççĕ. Хальхи вăхăтра хаçат, шел пулин те, тухса тăмасть.
Кунçулĕ
тӳрлетКалас пулать, "Самар ен" хаçат унччен, — 1920-мĕш, 1930-мĕш çулсенче, — Самарта тухса тăнă чăвашла хаçатсен тăсăмĕ пек мар, вĕр çĕнĕ кăларăм пек пуçланнă. Чĕмпĕрте, Пелепейре (Пушкăртстан), Хусанта çавăн пек хаçатсем пурри хистесе, хавхалантарса тăнă.
Чи пĕрермĕш номере Шупашкарта калăпласа тата пичетлесе кăларнă (1995, май, 16). Тиражăн пысăк пайне Чăваш наци конгресĕн 2-мĕш Аслă пухăвĕн делегачĕсем тата хăнисем хушшинче тÿлевсĕр салатнă.
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Первый ее номер вышел в 1995 году при газете «Хыпар» и отпечатан в типографии издательства «Чувашия» в г. Чебоксары тиражом 3000 экземпляров. Подготовили номер Н. Панферова и Н. Смирнова, подписал к печати В. Симаков.<Куçару: Пĕрремĕш номер 1995-мĕш çулта "Хыпар" хаçат çумĕнче тухнă, Шупашкарти "Чувашия" кăларавăшăн типографийĕнче 3000 тиражпа пичетленнĕ. Кăларăма Н.Панферова тата Н.Смирнова хатĕрленĕ. Пичете В.Симаков алă пусса çирĕплетнĕ.>
Иккĕмĕш номертен пуçласа хаçата Вера Лукьяновна Григорьева редакциленĕ. Çавна май пĕтĕм ĕç-пуç çак редактор ĕçлесе пурнакан Приволжье ялĕнче (райцентр) йĕркеленсе кайнă (Хресчен урамĕ, 2-мĕш çурт). В.Л.Григорьева вырăнти районăн "Приволжский вестник" хаçатне те редакцилесе тăнă. Чĕмпĕр хулинчи "Канаш" чăвашла хаçат редакцийĕнче, В.Л.Григорьева ыйтнипе, "Самар ен" хаçатăн 2-мĕш (1996, март, 16, — 1000 экз.), 3-мĕш (1996, апрель, 27, — 500 экз.) номерĕсене калăпланă тата "Печатный двор" типографире пичетлесе кăларнă. 4-мĕш номере (1996, май, 25, — 1000 экз.) вара Приволжье ялĕнчех калăпланă. Калăплакансене, виçĕ çынна, вырăнта хатĕрлемешкĕн, Çĕнĕ Шупашкарти "Грани" хаçатран ятарласа специалиста чĕнсе илнĕ. Хатĕрленĕ калăплавçăсене (икĕ йĕкĕт, пĕр хĕр, пурте вырăссем — иккĕшĕ Приволжьерен, пĕр каччи Чапаевск хулинчен) кайран "Приволжский вестник" кăларас ĕçре те усă курнă. Тата, паллах, калăпламалли хатĕрĕсем (икĕ компьютер) пирки те çавнах каламалла. Пичетленĕ вырăн: РППО "Росбланкиздат" (Самар хули).
Приволжье тапхăрĕнче, пĕремĕш номере алă пусса кăларнă Виктор Егорович Симаков, Сызрань хулинче пурăннăскер, редакторăн çумĕ пулнă. Яваплă çыруçă ĕçĕсене "Приволжский вестникре" тăрăшакан Фирсова Василиса (Васса) Лукьяновна пурнăçланă. Корректор пулса Новоспасски поççолăкĕнчи Курышева Надежда Петровна ĕçленĕ (вăл — Чăваш Енри Тăвай районĕнчен тухнăскер, çав районти чăвашла хаçатра та ĕçлесе курнă тахçан, çапла вара, опыт пулнă теме пулать). Фотожурналист — Григорьев Николай (ашшĕ ячĕ паллă мар). Юхма Мишши çыравçăпа редакци ятарлă договор тунă та, лешĕ, çавна кура, хаçат кăларнă чух усă курма, почтăпа тĕрлĕрен материалсем парса тăнă.
Калас пулать, кунта каллех пичетленнĕ тиражăн пĕр пайне тÿлевсĕр салатни пирки те асăнмалла. Сăмахран, çав çулхи "Тольятти хулин кунне" уявлама пуçтарăннă чăвашсем хушшинче.
Çакă та кăсăклă: В.Л.Григорьева редакторăн, хăй Оренбург облаçĕнчен тухнă çын иккенне кура, "Самар ен" хаçата икĕ облаçри (Самар тата Ĕренпур) чăвашсен хаçачĕ пек аталантарса ярас ĕмĕчĕсем-шухăшĕсем те пулман мар.
2001-мĕш çулта хаçат редакцийĕ Самар хулине куçса каять, редактор вырăнне Давыдов Николай Витальевич йышăнать.
Тетелти хыпар[2]:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Первый номер областной чувашской газеты «Самар ен» был выпущен 16 мая 1995 года (свидетельство о регистрации средства массовой информации газеты «Самар ен» («Самарский край») № С1025 от 23 марта 1995 года).<...> Учредители: администрация Исаклинского муниципального района Самарской области, администрация Челно-Вершинского муниципального района Самарской области, администрация Шенталинского муниципального района Самарской области, региональная общественная организация «Самарское областное чувашское культурное общество «ПЕХИЛЬ» («Благословение»)». <...> Редактор — Давыдов Николай ВитальевичАдрес: 443009, г. Самара, ул. Воронежская, 9, к. 318 Тел.: (846) 995-35-78, 997-15-83 Факс: (846) 997-15-84
е-mail: samaren63@yandex.ru<Куçару: "Самар ен" хаçатăн пĕрремĕш номерĕ 1995-мĕш çулхи майăн 16-мĕшĕнче тухнă (№ С1025, 23, март, 1995-мĕш çул. Массăллă информаци хатĕрĕсем тĕлĕшпе панă Кÿнтеленĕш). <...> Йĕркелевçĕсем: Самар облаçĕнчи Исаклă муниципаллă районĕн администрацийĕ, Самар облаçĕнчи Чаллăпуç муниципаллă районĕн администрацийĕ, Самар облаçĕнчи Шунтал муниципаллă районĕн администрацийĕ, регионти чăвашсен "Пехил" пĕрлĕх йĕркелĕмĕ. <...> Редактор — Давыдов Николай Витальевич
Адрес: 443009, Самар хули, Воронежская ур., 9, хв. 318 Тел.: (846) 995-35-78, 997-15-83и Факс: (846) 997-15-84 е-mail: samaren63@yandex.ru
Хаçат хупăнасси пирки хыпар тухни
тӳрлет2017-мĕш çулта сасартăк "Самар ен" хаçат хупăнасси пирки сас-хура тухнă[4]. Анчах та кун пирки чăн малтан пĕлтернĕ "чуваш.орг" сайт кайран хăйĕн хыпарне ыйту палли лартса тÿрлетнĕ[5]. Малалла вара оптимистла çĕнĕ хыпар панă[6].
Çавăн пекех пăхăр
тӳрлетВуламалли
тӳрлет- Рогачёв Я. <Куйбышев облаçĕнче чăвашла хаçат кирлех>. // Тăван Атăл, 1989, 12№, С.62.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Капитонова И.Ю.Чăваш энциклопединчи статья.
- ^ 1 тата 2 Самарская областная чувашская газета «Самар ен» («Самарский край») 2018 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ. — Информационный портал о дружбе народов «ВСЕ МЫ - РОССИЯ!»
- ^ 16 мая 2010 года исполняется 15 лет со дня выхода газеты Самарской областной чувашской газеты «Самар ен» (Самарский край). 2021 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ. — Опубликован: 14 мая 2010 г.
- ^ bezformata.ru сайт.(ĕçлемен каçă)
- ^ Пальмова, Нелли. Чувашский мир: Чувашская газета «Самар ен» закрылась?
- ^ Пальмова, Нелли. Чувашский мир: Газета «Самар Ен» продолжает работу.
Каçăсем
тӳрлет- 20 лет назад вышел первый номер газеты «Самар ен».
- Самар ен Газета
- Самар ен чăвашĕсем / Чуваши Самарского края Обсуждения Просмотр темы 30
Ку пичет кăларăмĕсем пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |