Симаков Виктор Егорович
Симаков Виктор Егорович (15.8.1933, Меречен ялĕ, Аксу районĕ. Тутар АССР, ССРП çур.) — журналист, вĕрентевçĕ, çыравçă, "Самар ен" чăвашла хаçатăн никĕслевçи тата пĕрремĕш редакторĕ.
Виктор Симаков | |
Симаков Виктор Егорович | |
Çуралнă вăхăт | 1933, çурла, 15 |
---|---|
Çуралнă вырăн | Меречен ялĕ, Аксу районĕ, Тутар АССР, ССРП |
Гражданлăх | ССРП РФ |
Мӑшӑрӗ | Валентина Егоровна |
Ачисем | пур |
Пурнăçĕ
тӳрлетТутарстанăн Аксу районĕнчи Меречен (выр. Новое Мокшино) ятлă чăваш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Халĕ Вырăс Киреметĕнче пурăнать.
Ăçта вĕренни
тӳрлет- Аксури педагогика вĕрентĕшĕ
- Хусанти Педагогика институчĕ
Ăçта ĕçлени
тӳрлет- Узбекистанра шкулти вĕрентевçĕ (педвĕрентĕш хыççăн, пĕр çул).
- Вулавӑшҫӑра,
- ДОСААФ ертӳҫинче (вӑл ҫар чӗнӗмӗпе аслӑ лейтенантне ан манӑр)
- Кив Илтреккелӗнче, Тури Паланнӑра, Кивĕ Ӳселӗнче, Ҫӗнӗ Ӳселӗнче, Чăвашьелĕнче (итлӗр-ха, шӑрпӑклансем, мӗнле илемлӗ ятсем!) шкулсенче чӑвашла, вырӑсла, нимӗҫле вӗрентнӗ. Ку хушӑра вӑл Хусанта пединститут пӗтернӗ, авланнӑ та ҫурт-йӗр ҫавӑрнӑ.
- Кӗркури Тяманов тусӗпе пӗрле вӗсем Аксура чӑвашла хаҫат тӑвас тесе тапаҫланма пуҫланӑ. 1965 ҫулта чӑваш хаҫачӗ чӗрӗлсе тӑнӑ.
- «1968 ҫулта парти билетне ҫухатсан тата ытти хӑш-пӗр «ҫылӑхсемшӗн» ӗҫрен каймалла пулчӗ. Ун хыҫҫӑн Йӗпреҫри (Чӑваш Республики) «Ҫӗнтерӳшӗн» хаҫатра ӗҫлерӗм» (5 хутъен).
- Чӑваш ҫӗршывне вӑл татах ҫаврӑнса килнӗ. Тӑван енчи шкулсенче тепӗр 6 ҫул ӗҫлесен («ӗҫлеме май пулмарӗ, райком хӗсӗрлерӗ») Шӑмӑршӑ районӗнчи Кивӗ Чукалта ҫемйипех пурӑннӑ
- 1982 ҫулта Самар облаҫӗнчи Сызрань хулине куҫса кайнӑ, хула айккинче хуҫалӑх туяннӑ. Питреккел, Паньшино шкулĕсенче ĕçленĕ.
- Чӑваш тӗременӗсем (редакторӗсем-ҫке, юплешке!) Симакура ҫул паман чухне вӑл тутар тата ирҫе чӗлхиллӗ хаҫатсенче ӗҫлесе тӗлӗнтерчӗ (тутарла та, ирҫелле те шӑрантарать кӑна вӗт!), кӳршӗсем чӑваш ачине хисеп хучӗсемпе мухтарӗҫ! Симакур чӑнах та пиҫӗ хаҫатҫӑ. Куҫлӑ-пуҫлӑ тӗкел ҫын хирӗҫлеме пултарас ҫук.
Вуламалли
тӳрлет- Жолудь, Роман. Самарская дурь.(ĕçлемен каçă) — Жлоб. Журнал обывателя. Непечатное издание. 12.11.2012 < RSS 2.0.