Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Сĕве (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Сĕве (тут. Зөя, Zöyä, çаран мари Сӱэ, выр. Свияжск) — Тутарстанри Ешĕл Васан районĕнчи ял, Сĕве Атăла юхса кĕнĕ çĕрте вырнаçнă. 1551 çулта Хаяр Йăван никĕс хунă. XVI ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнчен 1932 çула çити Сĕвен хула статусĕ пулнă, вăл тутарсемпе çармăссене Христос тĕнне явăçтарас тĕпĕсенчен пĕри шутланнă.

Сĕве
Зөя
Свияжск
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Тутарстан
Муниципаллă район Ешĕл Васан
Координатсем 55°46′20″ с. ш. 48°39′35″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Никĕсленĕ 1550
Наци йышĕ вырăссем
Конфесси йышĕ православсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 843хх
Автомобиль кочĕ 16, 116, 716
ОКАТО кочĕ
Сĕве (ял) (Раççей)
Точка
Сĕве (ял) (Тутарстан)
Точка

Тавралăхĕ

тӳрлет

Хальхи вăхăтра Сĕве утрав çинче ларать, Васильевăпа, Хусанпа юханшыв транспорчĕ çыхăнтарать. Лаптăкĕ 64.37 га. Чукун çул чарăнăвĕ Сĕве утравран 6 çм анăçалла, Нижние Вязовые хула евĕр паçулкăра.

Кун-çулĕ

тӳрлет

Хăйĕн Хусан харçинчен 1550 çулта чакса пынă чух, Хаяр Йăван Атăлăн сылăм çыранĕнче чарăнать те пулас карман вырăнне çакăнта палăртать. 1551 çулта кармана 4 эрне хушшинче Углич патĕнче хатĕрлесе Атăлпа илсе килсе пуçтарнă. И.И.Полосин вырăсла куçарнă çăлкуçран:

Великий князь приказал срубить город с деревянными стенами, башнями, воротами, как настоящий город; а балки и бревна переметить все сверху донизу. Затем этот город был разобран, сложен на плоты и сплавлен вниз по Волге, вместе с воинскими людьми и крупной артиллерией. Когда он подошел под Казань, он приказал возвести этот город и заполнить все [укрепления] землей; сам он возвратился на Москву, а город этот занял русскими людьми и артиллерией и назвал его Свияжском.

Генрих фон Штаден. Записки о Московии

Хăвăрт туса лартнă хула вырăс çарĕсен 1552 çулта Хусана хупăрланă чух никĕс тĕпĕ пулать. XVI ĕмĕрĕн варринче Сĕве карманĕ хӳтлев территори калăпăшĕпе Новгородран, Псковран, Мускавран та сĕмлĕрех шутланнă.

1932 çулта Сĕве хула статусне çухатать, ял шайне анать.

1957 çулта Куйбышев шыв усравĕ пулса тăнипе Сĕве утрава лекет.

2008 çулта дамба, материкпа çыхăнтаракан автоçул тăваççĕ.

Паллă вырăнсем

тӳрлет

Сĕве — Тутарстанăн çулçӳрев чаплă вырăнĕ.

  • Турă амăш вилине асăну арçын мăнастăрĕ
  • 1551 çултанпа Сĕвере йывăç Троица-Сергий мăнастăрь чиркĕвĕ ĕçлет.
  • Константинпа Елена чиркĕвĕ (XVI—XVIII ĕмĕрсем)
  • Иоан-Предтечă мăнастăрĕн Турă амăшĕн Всех Скорбящих Радости соборĕ (1898—1906).
  • Иоан-Предтечă мăнастăрĕн (XVI ĕмĕр вĕçĕ — XVII ĕмĕр пуçламăшĕ) территоринчи Сергий чиркĕвĕ.
  • Успени мăнастăрĕн Успени соборĕ (1556—1561).
  • Успени мăнастăрĕн Микула чиркĕвĕн чанĕ (1556).

Фотосăнсем

тӳрлет

Паллă çынсем

тӳрлет
  • Варгот Евгений Александрович (1948), ӳкерӳçĕ.

Илемлĕ литература

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  • 2.Научный отчет по проекту "Чуваши Приволжского округа", Шупашкар, 2002. 192 с.

Каçăсем

тӳрлет