Руанда
Руанда Респрублики - тĕп Африкăри пысăк мар патшалăх. Конго Демократи Республикипе хĕвелтухăçĕнче, Угандăпа çурçĕрте, Танзанипе хĕвелтухăçĕнче, Бурундипе кăнтăрта чикĕ тытать. Сăртсем нумай пулнипе пин сăрт çĕрĕ (фр. Pays des Mille Collines, киньяруанда Шаблон:Lang-rw тесе калаççĕ. 1994-мĕш çулхи Руанда геноцичĕпе тĕрчипех палăрнă.
Republika y'u Rwanda République du Rwanda Republic of Rwanda Руанда | |||||
| |||||
Патшалăх чĕлхисем | франци, руанда, акăлчан | ||||
---|---|---|---|---|---|
Тĕп хула | Кигали | ||||
Чи пысăк хула | Кигали | ||||
Президент,Премьер-министр | Поль Кагаме Бернар Макуза | ||||
Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе |
144 вырăнта 26 338 км2 | ||||
Халăх йышĕ - Пĕтĕмпе(2010) - Йышлăхĕ |
91 вырăнта 10 746 311 421/км² | ||||
Валюта ячĕ | руанда франкĕ[1] | ||||
Вăхăт тăрăхĕ | ГВ +2 пуçласа +2 таран | ||||
Патшалăх гимнĕ | Руанда патшалăхĕн гимнĕ Rwanda Nziza | ||||
Тетел доменĕ | [[.rw]] | ||||
Тел. префиксĕ | 250 |
Географи
тӳрлетРуанда Африкăн тĕп пайĕнче, экватортан кăштах кăнтăртарах вырнаçнă. Конго Демократи Республики чиккинче Киву кӳлипе Русизи юханшывĕ вырнаçнă. Юханшывсем Нил бассейне кĕрĕççĕ. Киву кӳлли- Африкăра крокодилсем çук пĕртен пĕр пысăк кӳлĕ. Патшалăхăн кăнтăр тата хĕвелтухăç пайĕнчи кӳлĕсенче крокодилсем пурăнаççĕ. Саванна патшалăхăн пысăк пайне йышăнать. Тусен тăвайкинче çумăр вăрманĕсем ӳсеççĕ. Чĕрчунсене пĕтернĕпе пĕрех. Пысăк чĕрчунсем (антилопасем, буйволсем, носорогсем, зебрасем, араслансем, слонсем, бегемотсем, крокодилсем, горилласем) заповедниксенче çеç сыхланса юлнă.
Халăх
тӳрлет
Халăх шучĕ — 11,1 млн (2010 -мĕш çулхи çĕртме уйăхĕнчи хаклав).
Çулталăкра ӳсни — 2,8 % (фертильность — пĕр хĕрарăм вăтамран 4,99 ача çуратать).
Вăтамран арçынсем 49 çул, хĕрарăмсем 52 çул пурнăнаççĕ. ВИЧ вирусĕ пĕтĕм халăхăн 2,8 % юнĕнче сарăлнă (2007 çулхи хаклав). Хулара 18 % пурăнать. Этно-расса тытăмĕ - хуту (банту шутне кĕрекен) 84 % , тутси (хамитсем шутне кĕреççĕ) 15 %, тва (пигмейсем) 1 %. Официаллă чĕлхесем - франци тата киньяруанда чĕлхи. Суту-илӳре суахили чĕлхи сарăлнă. Халăхăн 69 % (76 % арçын, 64 % хĕрарăм — 2002 çулхи çырав тăрăх) хутла пĕлеççĕ.
Тĕнсем
тӳрлетКатоликсем - 56,5 %, протестантсем 26 %, адвентистсем 11,1 %, мусульмансем 4,6 %, вырăнти тĕрсем 0,1 %, атеистсем 1,7 % (2001).
Экономика
тӳрлетÇутçанталăк ресурсĕсем — ылтăн, тăхлан, вольфрам, берилли, çутçанталăк газĕ, гидроэнерги, тулăх тăпрасем.
Администрациллĕ пайлану
тӳрлет2006-мĕш çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен Руанда пилĕк провинци (intara) çине пайланать. Кашни провинци вăтăр района (akarere) пайланать, расонсем секторсем çине пайланаççĕ.
Çав. пекех
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Руанда (государство в Африке) — ПСЭ (2010 çулхи Раштав уйӑхӗн 28-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- История Руанды 2008 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ.
- Геноцид в Руанде
- Руанда. Страна тысячи холмов