Раççейри граждан вăрçин 1-мĕш тапхăрĕ
Граждан вăрçин пĕрремĕш тапхăрĕ (чӳк, 1917 — çу, 1918)
Раççейри граждан вăрçи тапхăрĕсем |
---|
1-мĕш тапхăрĕ |
2-мĕш тапхăрĕ |
3-мĕш тапхăрĕ |
4-мĕш тапхăрĕ |
5-мĕш тапхăрĕ |
Октябрь революцийĕ. Краснов-Керенскин Петроград харçи.
тӳрлетЮпан 24-мĕшĕнчи (чӳк, 6) Петроградри лару-тăрăва «пăлхав умĕн тăрăмĕ» тесе хакласа, ертӳлĕхĕн пуçлăхĕ Керенский тĕп хуларан Пскова (унта Çурçĕр фрончĕн штабĕ тăнă), хăйĕн ертӳлĕхне тытăм пама фронтран йыхравланă çарсене кĕтсе илме тухса каять.
Юпа, 25 (чӳк, 7) 21:45 вăхăта «Аврорăн» сăмси пайĕнчи кĕпçи авăрсăр пени Зимний кермене тапăнма сасă панă. Хĕрлĕ гвардейсем, петроград гарнизонĕн салтакĕсемпе Балти флочĕн матросĕсем, Владимир Антонов-Овсеенко ертсе пынипе, Зимний керменне йышăнать, Вăхăтлă ертӳлĕхе ареслеççĕ. Тапăнакансене нихăшĕ те хирĕç тăмасть.
Юпа, 26 каçĕнче (чӳк, 8) Петроградра, большевиксен пăтăрмахне йышăнман политика партисен (сылтăм эсерсемпе меньшевиксем) элчисем кĕнĕ «Тăван Çĕршывпа революцие сыхлав комитечĕ» туса хунă. Çав кунах аслă çарпуçĕ Керенский тата Вырăс çарĕн штаб пуçлăхĕ генерал Духонин форнтсен, шалти çар тăрăхĕсен çарпуçĕсене тата касак çарĕсен атаманĕсене Петроградпа Мускав çине харçăпа кайса большевиксен çĕкленĕвне вăйпа пусарма шанчăклă текĕрчĕсене уйăрса пама приказ панă.
Островаран Петроград çине Красновăн 700 çынлă 3-мĕш юланут корпусĕн пайĕсем тухнă. Вĕсемпе пĕрле Керенский те пулнă. Юпа, 27 (чӳк, 9) çак хĕçпăшаллă ушкăнсем Гатчинăна кĕреççĕ, юпа, 28 (чӳк, 10) — Патша Салине çитсе, тĕп хулан çывăхнех çитеççĕ.
Юпа, 29 (чӳк, 11) Петроградра «Тăван Çĕршывпа революцие сыхлав комитечĕ» ертсе пынипе юнкерсен пăлхавĕ тапранать, ăна большевиксенчылай шутлă вăйĕсем путараççĕ. Хăйĕн çар çыннисем сахал пулнипе тата юнкерсене çапса аркатнине пула Краснов «хĕрлисемпе» çапăçусене чарса лартас тĕллевпе калаçусем тапратать. Çав чух Керенский, касаксем ăна большевиксене тытса парасран шикленсе, тухса тарать. Краснов вара хĕрлĕ текĕрчисен Дыбенко çарпуçĕпе килĕшӳ туса, касаксене Петроград патĕнчен чараксăрах илсе каять.
Большевиксен пĕрремĕш саккун тăвакан акчĕсем
тӳрлетЗимний кермене алла иличчен темиçе сехет маларах пăлхавçăсем, юпа, 25 (чӳк, 7) каçхине, Петроградра Канашсен II-мĕш съезчĕ уçăлать, хыççăн ăна аслă саккун тăвакан орган шая куçăраççĕ. Çак чух меньшевиксемпе эсерсен фракцийĕ, большевиксен пăтăрмахĕпе килĕшменнипе, съездран тухса каяççĕ. Большевиксен енне сулахай эсерсем йышăнаççĕ, вĕсем совет правительствинче ĕç вырăнĕсене тивĕçеççĕ.
Съезд йышăннă пĕрремĕш саккунсем Лăпкăлăх декречĕ, Çĕр декречĕ тата фронтра айăпласа вĕлермеллине пăрахăçланă.
Чӳк, 2 (15) Канашсен съезчĕ Раççей халăхĕсен ирĕклĕ тивĕç декларацине çирĕплетет. Унсăр пуçне, унта Раççей халăхĕсен хăй тĕллĕ ирĕклĕ тивĕçпе уйăрăлса тухса хăй тĕллĕ ирĕклĕ патшалăх тума та ирĕк панă.
Петроградпа Мускаври Вăхăтлă ертӳлĕх майлă пулса юлнă вăйсене пусарсан, большевиксем хăвăрт Раççейĕн паллă промăç тĕпĕсенче тĕрĕслеве ярса илеççĕ. кадетсен партине саккун тулашне кăларнă, унăн хăш ертӳçĕсене аресленĕ, темиçе кадет пичет кăларăмĕсене хупнă.
Учредитель пухăвĕ
тӳрлетБольшевиксем,[1] халăх килĕшменннинчен хăраса, (Учредитель пухăвне халăх питĕ шанса кĕтнĕ) Вăхăтлă ертӳлĕх палăртса хунă суйлава пăсса хуман. 1917 çулхи юпан 27-мĕшĕнче Халăх Комиссарĕсен Канашĕ В. И. Ленин 1917 çулхи чӳк, 12 тĕлне палăртса хунă йышăнăвне пуриншĕн те пĕрлĕ Учредитель пухăвне суйлав ирттерме хут çине ал пусса çитĕплетнĕ.
Çак йышăнăв йĕркипе «пур суйлав комиссисем, вырăнти хăй тытăмлă йĕркеленӳлĕхсем, рабочисен, салтаксен тата çĕр ĕçченсен депутачĕсен канашĕсем тата фронтри салтаксен йĕркеленнĕ ушкăнĕсем Учредитель пухăвне палăртнă тĕле ирĕклĕ те тĕрĕс суйлав ирттерес ĕç-пуçра пĕтĕм вăй-хăвата парса тăрăшма хистенĕ». Суйлав ирттернĕ хушăра Петрограда большевиксем майлă çарсем пырса тăнă.
Большевиксем Учредитель пухăвĕнче чĕрĕкрен сахал вырăн йышăннă. Пурĕпе суйланă 715 депутат, вĕсенчен 370 — сылтăм эсерсем, 175 — большевиксем, 40 — сулахай эсерсем, 17 — кадетсем, 15 — меньшевиксем, 86 — наци ушкăнĕсен депутачĕсем (сылтăм эсерсем 40,4 %, меньшевиксем — 2,7 %, буржуази партисем — 16,4 %, сулахай эсерсем — 1 %, большевиксем — 23,9 %).
Совет влаçне йĕркелени. Большевиксене хирĕç вăйсене йĕркелеме пуçлани
тӳрлетПетроградри пăлхав çĕнтерӳ тупнипе Канашсен аллине çĕршыври мăн хуласенчи влаç куçать. 1917 çулхи чӳк, 7 — 1918 çулхи нарăс-пуш уйăхĕсем тапхăрĕнчи Совет влаçне никĕсленине совет историографире «Совет влаçĕн триумф утăмĕ» тенĕ. Çав хушăрах пĕтĕм çĕршывĕпех большевиксене хирĕç вăйсем пуçтарăнма тытăнаççĕ.
Керенский тарнă хыççăн аслă çарпуç ĕç вырăнĕнче пулнă Духонин генерал-лейтенант, хăйне хăй лартнă «ертӳлĕхĕн» хушăвĕсене пурнăçа кĕртме килĕшмест. Балти флотĕнче, Çурçĕрпе Анăç фрончĕсенче большевиксен аллине çарпуçлăхĕ лекет. Раштав, 3 хăйĕн ĕç вырăнĕнчен Духонина хăтараççĕ, ăна Николай Крыленко çĕнĕ çарпуçĕн хуралçисем вĕлереççĕ. 300px|thumb|left Танра большевиксен пăтăрмахне йышăнманнине Каледин атаман сасă парать. Кунта çурçĕр тата ва çĕрсенчен хĕрлисемпе пăшалпа çапăçма шутланă ирĕклĕ çынсем (доброволецсем) пуçтарăнаççĕ. Корнилов, Алексеев тата Деникин генералсем 1917 чӳк, 2 Ирĕк кăмăл çарне йĕркелеме пуçлаççĕ.
Кубань касак ертӳлĕхĕ А. П. Филимонов атаман ертсе пынипе хăй çĕнĕ влаçа йышăнманнине пĕлтерет.
Чӳк, 8 Оренбург касаклăхĕн атаманĕ Дутов Оренбург касак çарĕн территоринче большевиксене пăхăнманнине пĕлтерет те Оренбург, Челепи, Верхнеуральск хулисене хăй аллине илет.
Чӳк, 20 Тĕп рада Кейӳре Украинăн ирĕклĕхне палăртать те большевиксемпе кĕрешме украин çарне йĕркелеме тытăнать.
Чӳк, 22 Белорус ради Совет влаçне пĕтерме йыхравлать. Раштав, 15 вăл Минскра «Пур белорус конгресне» пухать, унта Совет влаçĕн вырăнти органĕсене йышăнманнине пĕлтерет. Анăç облаçĕн совнаркомĕ «конгреса» салатса ярать, анчах та Белоруси ради И. Р. Довбор-Мусницкий генералăн поляк легионерĕсен корпусĕпе пĕр пулса, 1918 çулхи 19-чен нарăсăн 29-мĕшнехи каçра Минска ярса илеççĕ те нимĕç çарне çул уçса параççĕ. Нимĕç çарпуçлăхĕ ирĕк панипе Белоруси ради «Белоруси халăх республикин ертӳлĕхне» Скирмунт –пуçлăхĕ йĕркелет те 1918 ç. пуш уйăхĕнче, Совет влаçĕн декречĕсене пăрахăçласа, Белоруси Раççейрен уйрăлнине пĕлтерет.
Чӳк, 28 Тбилисире Кавказ лешьен комиссариачĕ, грузин социал-демокрачĕсене (меньшевиксем), эрмен (дашнаксем) тата азербайджан (мусаватистсем) националисчĕсем туса хунă Кавказ лешьенĕ ирĕклĕхĕ пирки пĕлтерет. Наци хормилĕхĕсемпе шурă гвардейсем, комиссариат хăйсен влаçне пĕтĕм Кавказ лешьенре, Баку районĕсĕр пуçне — унта Совет влаçĕ тĕрекленнĕ, тытса тăраççĕ.
Совет Раççейне тата большевиксене партине хирĕç Кавказ лешьен комиссариачĕ тăшман пулса тăрать, Çурçĕр Кавказăн большевиксене хирĕç вăйĕсем — Кубаньри, Танри, Терекри тата Дагестанри — майлă пулать.
1918 çулхи нарăсăн 10 (23)-мĕшĕнче Тифлисра Кавказ лешьен сеймĕ уçăлать. Çак саккун тăвакан органа Кавказ лешьенрен Учредитель пухуна суйланă депутатсем, тата вырăнти политика партисен пайташĕсем кĕнĕ.
1918 çулхи акан 9 (22)-мĕшĕнче Сейм Кавказ лешьен пăхăнманлăх Кавказ лешьен Демократиллĕ Федерацилĕ Республика (КДФР) туса хуни пирки пĕлтереççĕ.
Антантăн ĕç-пуçĕ
тӳрлетРаççей вăрçăран хăй тĕллĕн (сепаратлă) çав тери япăх никĕспе тухать, (Лăпкăлăх декретне пурнăçласа Брест лăпкăлăхне ал пусса йышăнать). Çак ĕç-хеле пула Германи тепĕр çул хушши вăрçма хал çитерет. Аслă Британи, Франци тата Итали, Раççейри тытăма коммунисăм тĕллĕ парти ярса илнине пĕлсе, большевиксене хирĕç вăйсене пулăшма йышăнаççĕ, Черчĕл «большевисăма сăпкинчех пăвса хума сĕнет»[2]. Чӳк, 27 çак çĕршывсен правительстви ертӳçисен ларăвĕ кавказ лешьен правительствисене йышăнни пирки хыпарлаççĕ. Раштав, 22 Антанта çĕршывĕсен элчисен Парисри конференцийĕ касак облаçĕн, Çĕпĕр, Кавказ, Украина тата Финлянди çĕрĕсен большевиксене хирĕç вăйĕсене пулăшу пама йышăнать, кивçен укçа парать. Раштав, 23 Раççейри пулас вăрçă ĕç-пуçĕн англи-франци килĕшĕвне çырса ал пусаççĕ: Аслă Британин вăрçă тăрăхĕ шутне Кавказ тата касак облаçĕсем, Францинне — Бессараби, Украина тата Крым кĕреççĕ; Çĕпĕрпе Инçет Тухăç АПШ-па Япони сĕмĕ айне лекеççĕ.
Хĕрлисен пĕрремĕш ăнăçăвĕсем
тӳрлетЧи малтанах çĕршывра большевиксен влаçĕ çирĕпленни хăвăрт та лăпкă пынă: 84 кĕперне тата урăх пысăк хуласенчен 15 çеç Совет влаçне хĕçпăшаллă кĕрешӳпе çĕнтерсе лартнă. Çакна пула большевиксем «Совет влаçĕн триумф утăмĕ» тенĕ.
Пушăн 14 (1)-мĕшĕнчеСорокинăн хĕрлисен çарĕсем Екатеринодар ярса илеççĕ. Генерал Покровский ертсе пынă Кубань радин çарĕсем çурçĕрелле чакса Ирĕклĕ çар чаçĕсемпе пĕрлешеççĕ. Акан 9-мĕшĕнче (пуш, 27)-акан 13-мĕшĕнче (пуш, 31) вĕсен пĕрлешӳллĕ вăйĕсем, Корнилов генерал ертсе пынипе Екатеринодара штурмпа илесшĕн пулаççĕ, анчах та ăнăçу пулмасть. Корнилова вĕлереççĕ, ăна улăштарнă Деникин генерал шурă гвардин юлашки пайĕсене Дон облаçĕн кăнтăр районĕсене куçарать — унта çав вăхăтра касаксем совет влаçне хирĕç тăма пуçлаççĕ.
Çĕпĕрте 1917/раштавĕнче — 1918/кăрлачĕнче хĕрлĕ çарсем Иркутскра юнкерссен пăлхавне хуплаççĕ. Байкал лешьенĕнче атаман Семёнов раштавăн 1-мĕшĕнче большевиксене хирĕçле палхав çĕклет, ăна тӳрех лăплантараççĕ. Атаманăн касак тĕкĕрчисем Маньчжурине чакаççĕ.
Октябрь пăтăрмахĕчченех Раççей варринчи районĕсен (Иваново-Вознесенск, Орехово-Зуево, Шуя, Кинешма, Кострома, Тверь, Брянск, Ярославль, Кисан, Улатимĕр, Ковров, Коломна, Серпухов, Подольск тата урăх.) вырăнти Канашĕсем большевиксен аллинче пулнă, çăвăнпа та вĕсем влаçа çăмăллăнах ярса илеççĕ. Çак ĕç пулăмĕ Тулăра, Калугăра, Чулхулара йывăр килнĕ, мĕншĕн тесен большевиксен сĕмĕ çак хуласен канашĕсенче чылаях пулман. Çапах та, большевиксен хĕçпăшаллă ушкăнĕсем кирлĕ вырăнсене туртса илсе, Канашсене «тепĕр хут суйлаттараççĕ» те влаçа хăйсен аллине илеççĕ.
Уралăн Канашĕсен иккĕ виççĕмĕшĕ большевиксем енне илнĕ, çавăнпа та Уралри чылай хулара, савут паççулкинче (Екатеринбург, Ӗпхӳ, Челепи, Ижевск тата урăх.) влаçа большевиксем çăмăллăнах ярса илеççĕ. Йывăртарах, çаплах çапăçусăрах, Пермь хулинче влаç алла лекет.
Туркестан енĕн вăта хулинче — Ташкентра большевиксем влаçа темиçе кун хулари хаяр çапăçусем хыççăн (европа пайĕнчи, «çĕнĕ» хулара) ярса илеççĕ. Большевиксем майлă чукун çул ăста лаççисен хĕçпăшалланнă ĕçтешĕсен йĕркелĕвĕсем пулаççĕ, вĕсене хирĕçле — Ташкентри вырăс çарĕн офицерĕсем тата кадет корпусĕнче тата прапорщиксен шкулĕнче вĕренекенсем тухаççĕ. 1918 çулхи кăрлач уйăхĕнче большевиксем Зайцев полковник ертсе пынă Самаркандри тата Чарджоури касак йĕркелĕвĕсен пăлхавне пусараççĕ, нарăсра Коканд автономине, пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче — Верный хулинчи Çичĕ шыври касак правительствине салатса яраççĕ. Мĕнпур Вăтам Азипе Казахстан, Хива ханлахĕпе Бухар эмирачĕсĕр пуçне, большевиксен енне куçать. 1918 çулхи акара Туркестан АССРне туса хураççĕ. 1918 çулăн варринче Ташкент хулинче офицерсен ушкăнĕ, вырăс интеллигенципеТуркестан Енĕн администрацинче ĕçленĕ чиновниксемпе пĕрле большевиксемпе кĕрешме вăрттăн йĕркеленеççĕ. 1918 çулхи çурла уйăхĕнче ăна малтанхи ятне — «Туркестанри большевизмпа кĕрешӳ пĕрлешĕвĕ» — параççĕ, каярах вăл «Туркестанри вăрçă йĕркелĕвĕ» — ТВЙ пулса тăрать, вăл Туркестанра совет влаçне хирĕçле пăлхава хатĕрлеме тытăнать. Çапах та, 1918 çулхи юпа уйăхĕнче Туркестан республикин ятарлă хĕсмечĕсем каварçăсен хăшпĕр ертӳçсене ареслеççĕ. ТВЙ сĕмĕпе ĕнтĕ 1919 çулхи кăрлач уйăхĕнче Константин Осипов Ташкентри большевиксене хирĕçле пăлхава. Çак пăлхава сӳнтерсен, Ташкентран тухса кайнă офицерсем Ташкент офицерĕсен партизан отрядне (100 çын) туса хураççĕ, вăл 1919 çулхи пуш-ака уйăхесенче большевиксемпе Ферганара большевиксене хирĕçле вырăнти националистсен йĕркелĕвсенче кĕрешнĕ. Туркестанри офицерсем çаплах Каçпи лешьен правительствин çарĕсенче тата большевиксене хирĕç урăх йĕркелӳсенче çапăçнă.
Атăлçин промăç хулисенче большевиксем влаçа Петроградпа Мускаври хыççăн тӳрех çĕнтерсе илеççĕ. Хусанра çар тăрăхĕн çарпуçлăхĕ социаллă партисемпе тутар националисчĕсемпе большевиксем майлă артиллери запас бригадине хĕçпăшалсăр хăварасшăн пулнă, анчах та «хĕрлĕ гварди» вокзала, почтăна, телефона, телеграфа, банка йышăнать, Кремĕле хупăрласа хурать, çар тăрăхĕн çарпуçне Вăхăтлă ертӳлĕхĕн комиссарне ареслет, 1917 çулхи чӳк, 8 пĕтĕм хула большевиксен аллине куçать. 1917, чӳк — 1918, кăрлач уйăхĕнче большевиксем хăйсен влаçне Хусан кĕпернин уес хулисенче кĕреççĕ.
1918 çулхи кăрлачăн 28-мĕшĕнче совет правительстви Хĕрлĕ Çара йĕркелеме, нарăсăн 11-мĕшĕнче — Хĕрлĕ флота ирĕклĕ (тара тытса) принципсемпе йеркелеме хутай кăларать. Совет правительствине пăхăнакан районсене хĕрлĕ гвардейсене яраççĕ. Кăнтăр Раççейпе Украинăра вĕсене Антонов-Овсеенко, Кăнтăр Уралта — Кобозев, Беларуçре — Берзин ертсе пынă.
Самарăра большевиксем В. В. Куйбышев ертсе пынипе влаçа чӳкĕн 8-мĕшĕнче ярса илеççĕ. Чӳк, 9-11, эсер-меньшевиксен «Çăлăну комитечĕпе» кадет думин хирĕçлĕвне çĕнтерсе, большевиксем Сарăту хулинче те влаçа илеççĕ. Царицынре влаçшăн чӳк уйăхĕн 10—11 пуçласа чӳк, 17 çитичченех кĕрешнĕ. Аçтăрханра çапăçусем 1918 çулхи нарăс, 7 тăсăлнă. 1918 çулхи нарăс уйăхĕ тĕлне большевиксен влаçĕ пĕтĕм Атăлçире çирĕпленнĕ.
1918 çулхи çăвăн 29-мĕшĕнче пĕтĕмĕшле çар тивĕçлĕхне хута кĕртнипе (мобилизаципе) Хĕрлĕ çарăн пĕрмайхи чаçĕсене йĕркелеме тытăнаççĕ. Вĕсен йышĕ 1918 çул тĕлне 800 пин çына çитет, 1919 пуçламăшĕ тĕлне — 1,7 млн, 1919 çулхи раштавра — 3 млн, 1920 çулхи чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнче 5,5 млн пулать.
Большевиксем тата çапăçакан çар
тӳрлет. Балтфлотра большевиксем майлă Центробалт пĕтĕм влаçа ярса илет, флотăн пур хăватне Петроградри Вăрçă-революци комитетне (ВРК) пăхăнтарать. 1917 çулхи юпа уйăхĕн вĕçĕнче — чӳк уйăхĕн пуçламăшĕнче Çурçĕр фронтĕнчи çарсенче большевиксем, çар ВРК туса хураççĕ, вĕсен аллине çарти пĕтĕм пайĕ кĕрсе ӳкет. 5-мĕш çарăн большевиксен ВРК Двинскри çар штабне тĕрĕслеве илет те Керенский — Краснов тапăнăвне пулăшма васкакан çар ушкăнĕсене чарса лартать. Ленин енне 40 пин латыш стрелокĕсем куçаççĕ, вĕсем Раççейре большевиксене влаçе ярса илнĕ чух паллă ĕç тăваççĕ. 1917 çулхи чӳк, 7 Çурçĕр-Анăç облаçĕпе фрончĕн ВРК йĕркеленĕ, унăн хушăвĕпе фронт ертӳçне ĕç вырăнĕнчен кăлараççĕ, раштавăн 3-мĕшĕнче Анăç фронт элчисен съезчĕ уçăлать, вăл А. Ф. Мясникова фронт çарпуçĕ вырăнне лартать. Большевиксем Çурçĕр тата Анăç фрончĕсене хăйсен аллине илсен, Аслă Çарпуçĕн Ставкине пĕтерсе хума ансат вăхăт пулса тухать. Совнарком (СНК) аслă çарпуç пулма большевик пулнă Н. В. Крыленко прапорщика хушать. Вăл раштавăн 3- (16)мĕшĕнче хĕрлĕ гвардисемпе тата матроссемпе Ставкăна, Могилёв хулине çитет. Духонин генерал нимĕçсемпе калаçу тапратма килĕшмест, вара ăна Крыленко персе пăрахать те çарсене тытса пымалли тĕп аппаратне ярса илет, фронтра çапăçусене чарса лартнă пирки хыпарлать.
Кăнтăр-Анăç, Румын тата Кавказ фрончĕсенче ĕçсем урăхларах шуçса пынă. Кăнтăр-Анăç фрончĕн ВРК туса хураççĕ (ертӳçи — большевик Г. В. Разживин), вăл хăй çине çарпуçлăха илет. Румын фронтĕнче чӳк уйăхĕнче СНК фронт комиссарĕ пулма С. Г. Рошале хушать, анчах та шуррисем фронтри вырăс çарĕсен çарпуçĕ генерал Д. Г. Щербачёв ертсе пынипе хастар ĕçлесе фронтăн тата темиçе çарăн ВРК пайташĕсене ареслеççĕ, Рошале вĕлереççĕ. Çарсенче влаçшăн пынă хĕçпăшаллă кĕрешӳ икĕ уйăха тăсăлать, анчах та герман оккупацийĕ большевиксен Румын фронтĕнчи ĕç-хĕлне пăсса хурать.
Раштавăн 23-мĕшĕнче Тбилисире Кавказ çарĕн съезчĕ уçăлать, вăл Совнаркома пăхăнни пирки резолюци йышăнать, Кавказ лешьен комиссариачĕн ĕç-хĕлне хурлать. Съезд Кавказ çарĕн Канашне (ертӳçи — большевик Г. Н. Корганов) суйлать.
Вăхăт лăпкăлăх. Германи интервенцийĕ. Брест мирĕ. Антанта интервенцийĕ
тӳрлет1917 çулти раштав, 15 Брест-Литовскра совет ертӳлĕхĕ Германипе тата унăн тамăрĕсемпе вăхăта уйрăмлă лăпкăлăх тума килĕшет.
....
Нимĕç çарĕ пĕр тĕкĕшӳсĕрех Балтиçумне, Белорусине, Украинăна хупăрлать. Çак çĕршывсен территоринче Германие майлă ертӳлĕхсем йĕркелеççĕ. Украинăри Тĕп радăна, оккупантсен шанăçне тивĕçтерейменнине пула, салатса яраççĕ, унăн вырăнне ака, 29 Скоропадский гетьманĕн çĕнĕ ертӳлĕхне туса хурать.
Антанта Брест мирне йышăнманнине хуравлать, анчах та большевиксене хирĕç вăрçă ĕçĕсене тапратмасть, Германие хирĕç кĕрешĕве тăсма хистет. Пуш, 6 сахал йышлă акăлчансен десанчĕ, тинĕспехĕсен икĕ ротти, тамăрсем Раççее турттарнă вăрçă хатĕрĕсене нимĕçсем ярса илесрен сыхлама Мурманска кĕрет, совет влаçне хирĕç тăшманлă ĕç-пуç тумасть.
Японин икĕ гражданне вĕлернĕ пирки ака, 5 Владивостока яппун икĕ рота салтакĕпе британ çурма-рота пырса кĕреççĕ, тепĕр икĕ эрнерен карапсене тавранăççĕ.
Пуш уйăхĕн вĕçĕнче Тан çинчи касаксем Краснов ертсе пынипе большевиксене хирĕç пăлхава çĕкленеççĕ, çу уйăх варрринелле Тан облаçне пĕтĕмпех большевиксенчен тасатаççĕ. Çăвăн 10-мĕшĕнче касаксем, Румынирен пынă 1-пинлĕ Дроздовский ушкăнĕпе пĕрле Тан касаклăхĕн тĕп хулине, Новочеркасска, çĕнтерсе илеççĕ. Çакăн хыççăн Краснова Аслă пур Тан çарĕсен атаманне суйлаççĕ. Тан çарне йĕркелеме тытăнаççĕ, утă уйăхĕ варринелле унăн йышĕ 50 пин çынна çитет.
Тан облаçне герман çарĕсем çитеççĕ те 1918 çу, 1 Таганрога, çу, 8 — Ростова кĕреççĕ. Краснов нимĕçсемпе татăçуллă пулать.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Л.Троцкий. К истории русской революции. — М. Политиздат. 1990
- ^ Cover Story: Churchill’s Greatness. 2003 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ. Interview with Jeffrey Wallin. (The Churchill Centre)