Раççейри граждан вăрçин 4-мĕш тапхăрĕ
Вăрçăн тăваттăмĕш тапхăрĕ (ака, 1920 — чӳк, 1920)
Раççейри граждан вăрçи тапхăрĕсем |
---|
1-мĕш тапхăрĕ |
2-мĕш тапхăрĕ |
3-мĕш тапхăрĕ |
4-мĕш тапхăрĕ |
5-мĕш тапхăрĕ |
Совет-поляк вăрçи
тӳрлет1920 çулхи ака, 25 Франци пулăшнипе хĕçпăшалланнă поляк çарĕ Совет Украинăн çĕрне кĕрсе каять те çăвăн 6-мĕшĕнче Кейӳне ярса илет. Польша патшалăхĕн ертӳçи Ю. Пилсудскин Польша, Украина, Белоруси, Литва территоринче «тинĕсрен тинĕсе» çити конфедеративлă патшалăх тăвас ĕмĕт пулнă. Анчах та, çак шухăша пурнăçа кĕртме тӳр килмен. Çăвăн 14-мĕшĕнче Анăç фронт (çарпуçĕ М. Н. Тухачевский), çăвăн 26-мĕшĕнче — Кăнтăр-Анăç фронт (çарпуçĕ А. И. Егоров) çарĕсен ăнăçлă хирĕç тапăнăвĕ тапранать. Утăн варринче çарсем Польша çĕрне çитеççĕ.
РКП(б) ТК Политбюро, хăйĕн вăйне ытла шанса, тăшманăн хăватне çителĕксĕр виçсе, çавах Хĕрлĕ Çар çарпуçлăхĕ умĕнче çĕнĕ стратеги ĕçне лартать: çапăçусемпе Польша территорине кĕмелле, унăн тĕп хулине ярса илмелле те çĕршывра Совет влаçне çĕнтерсе илмелле. Троцкий çак ĕçлĕх пирки çапла асăнать:
«Были горячие надежды на восстание польских рабочих… У Ленина сложился твердый план: довести дело до конца, то есть вступить в Варшаву, чтобы помочь польским рабочим массам опрокинуть правительство Пилсудского и захватить власть… Я застал в центре очень твердое настроение в пользу доведения войны „до конца“. Я решительно воспротивился этому. Поляки уже просили мира. Я считал, что мы достигли кульминационного пункта успехов, и если, не рассчитав сил, пройдем дальше, то можем пройти мимо уже одержанной победы — к поражению. После колоссального напряжения, которое позволило 4-й армии в пять недель пройти 650 километров, она могла двигаться вперед уже только силой инерции. Все висело на нервах, а это слишком тонкие нити. Одного крепкого толчка было достаточно, чтоб потрясти наш фронт и превратить совершенно неслыханный и беспримерный… наступательный порыв в катастрофическое отступление».
Троцкие итлемесĕрех Ленин тата Политбюро пур пайташĕ тенĕ пекех Троцкин Польшăпа лăпкăлăх тăвас сĕнĕвне аякка сиреççĕ. Варшава çине тапăнма Анăç фронтне, Львов çинеле — Кăнтăр-Анăç фронтне хушаççĕ.
Большевиксен çулпуçĕсен ĕмĕчĕпе, çакăн пек «хĕрлĕ штыка» Европăна шаларах чиксе «анăç европа пролетариатне» хускатса ярса, тĕнче революцине хутшăнма чĕнмелле пулнă.
«Мы решили использовать наши военные силы, чтобы помочь советизации Польши. Отсюда вытекала и дальнейшая общая политика. Мы сформулировали это не в официальной резолюции, записанной в протоколе ЦК и представляющей собой закон для партии до нового съезда. Но между собой мы говорили, что мы должны штыками прощупать, не созрела ли социальная революция пролетариата в Польше».
(Ленин 1920 çулхи авăн, 22 IX РКП(б) Пур Раççей конференцинче тухса калаçнин тексчĕ)
Анăç фрончĕн çарĕсене 1920 çулхи утă, 2 Тухачевский панă 1423-мĕш №-лĕ приказĕ
«На Западе решается судьба мировой революции. Через труп белопанской Польши лежит путь к мировому пожару. На штыках понесем счастье трудящемуся человечеству!». («На Запад!» ятлă приказран)
Çак тапăну ĕçĕ пăчланать. Анăç фрончĕн çарĕсене 1920 ç. çурла уйăхĕнче Варшава умĕнче пуçĕпех çапса çĕмĕреççĕ («Висла çинчи асам»). Анăç фрончĕн пиллĕк çарĕнчен 3-мĕш çарĕ кăна каялла чакса сыхланса юлать. Ыттисене аркатнă: 4-мĕш çарĕпе 15-мĕш çарăн пайĕсем Тухăç Пруссине тараççĕ те интернированы, Мозыр ушкăнĕ, 15-мĕш, 16-мĕш çарсене хупăрласа илнĕ е аркатнă. Тыткăна 120 пинрен ытла хĕрлĕ-çар çынĕ (200 пине çити) лекет, вĕсене Варшава патĕнчи çапăçура, тата 40 пин текĕрçĕ Тухăç Пруссири лагерьсенче хупарланă интернированных. Хĕрлĕ Çаршăн çак çухату Граждан вăрçинче чи асапли шутланать. Юпа уйăхĕнче икĕ енĕ вăрçăна чарса лартаççĕ, 1921 пуш уйăхĕнче — лăпкăлăх татăçăвне туса çирĕплетеççĕ. Çак килĕшӳ никĕсĕпе Польша çумне Украинăпа Белорусин анăç çĕрĕсем, 10 млн украин белорус хушăнать.
Пĕр енĕ те вăрçăра палăртнă тĕллевне çитеймест: Белорусипе Украина çĕрĕсене Польшăпа Совет Союз республикисем пайлаççĕ. Ирĕклĕ Литва территорин пайне Польша хăй çумне хушать. РСФСР хăй енчен Польшăн ирĕклĕхĕпе Пилсудский ертӳлĕхне йышăнать, вăхăтлăха «тĕнче революцине» сарас, Версаль системине пăрахăçлас ĕметне пытарать. Лăпкăлăх хутне çырнă пулсан та, кӳршĕсем хушшинчи хутшăнусем çирĕм çул хушши хĕрӳллĕ тăнă, çак лару-тăру вĕçĕнче вара СССР Польшăна 1939 çулхи пайлану ĕçне кĕрет.
Антанта патшалăхĕсем хушшинче 1920 çулта Польшăна вăрçă хатĕрĕпе, укçа-тенкĕпе пулăшас ĕçсем хыççăн хĕрсе кайнă хирĕçӳсене пула çак çĕршыв ертӳлĕхĕсем тепĕртакран Шурă юхăма тата большевиксене хирĕç вăйсене пулăшма пăрахаççĕ, каярахпа Совет Союзне тĕнче патшалăхĕ вырăнне йышăнаççĕ.
Крым — Раççей кăнтăрĕнчи Шур юхăмăн юлашки бастионĕ
тӳрлетСовет-поляк вăрçи хĕрсе пынă чух кăнтăрта барон П. Н. Врангель хастар ĕçсем тапратать. Кăра виçеллĕ ĕçсемпе, çав шутра намăс çухатнă офицерсене халăх умĕнче айăпласа вĕлернипе те, генерал сапаланчăк деникин дивизисенчен дисциплинăна çирĕплетрни çапăçăва кĕме хатĕр çар тума пултарать.
Я принял ряд мер для наведения порядка в тылу. На узловых станциях Кременное, Лиман, Лозовая были учреждены особые комендатуры во главе с генералами или штаб-офицерами, при коих состояли особые военно-полевые суды. Все следующие на юг эшелоны осматривались. Имущество разбиралось и бралось на учёт, из боеспособных воинских чинов формировались маршевые команды для отправки на фронт. Уличённых в грабежах, ослушников и дезертиров было приказано немедленно предавать суду и, по утверждению приговора комендантом, таковой приводить в исполнение.
- Пётр Николаевич Врангель. Записки.
Совет-поляк вăрçи тапрансан Вырăс Çарĕ (малтан Р. К. Х. В. пулнă) Крымран тухса çĕртме варринче Çурçĕр Таври çерне ярса илет. Крым ресурсĕсем çак вăхăта пĕтнĕ. Хĕçпăшала Врангель Францирен илес пулнă, мĕншĕн тесен Англи 1919 çултах шуррисене пулăшма пăрахнă. Аслă Британин премьер-министăрĕ, Ллойд Джордж, 1919 çулти юпа уйăхĕнче «большевиксене йышăнмалла, çын çиекенсенпе те, сутă-илӳ тума юрать» тесе каланă.
1920 çулхи çурлан 14-мĕшĕнче Крымран Кубане Улакай генерал десанчĕ (4,5 пин штыкпа хĕç) Кубане тапăнса кĕрет, унăн тĕллевĕ — чылай йышлă пăлхавçăсемпе пĕрлешĕнсе большевиксене хирĕç иккĕмĕш фрот чĕртесси. Малтан касаксем хĕрлĕ чаçсене çĕмĕрсе Екатеринодар патне çитеççĕ, анчах та Улагайăн йăнăшĕсене пула, Кубанĕн тĕп хули çине кайма чарăнаççĕ, çарсене улăштарса йĕркелеме тытăнать, çак хушăпа усă курса хĕрлисем нумай ушкăн çар пухса, Улакая хупăрлаççĕ. Касаксем çапăçса Азов çыранĕнчи Ачуев еннелле чакаççĕ, унтан (авăн, 7) Крыма, хăйсемпе 10 пăлхав çынне илсе тухаççĕ. Хĕрлĕ Çара Улакай вăйĕсенчен урăх еннелле туртас тĕллевпе Таманьри Абрау-Дюрсо районне кĕнĕ пĕчĕк десантсене йывăр çапăçусем хыççăн каялла Крыма тавăраççĕ. Армавир-Майкоп районĕнче çапăçнă Фостиковăн 15-пинлĕ партизан çарĕ десанта пулăшма пырайман.
Утă-çурла уйăхĕсенче врангельсен тĕп вăйĕсем Çурçĕр Таврире ăнăçлă хӳтĕленнĕ, Жлобăн юланут корпусне пĕтĕмпех аркатса янă. Кубане десант кĕртесси ăнăçусăр пулнă хыççăн, Крым çарне çăласси çине ал сулса, Врангель тапăнса килекен польша çарне хирĕçле кайма шутлать. Çапăçусемпе Днепрăн сылтăм çыранне çитсен, Врангель Вырăс Çарĕн пайĕсене Донбасс çине ярать. Унта вĕсем Сылтăм çыртан шуррисен тĕп вăйĕсене тапăнма хатĕрленнĕ Хĕрлĕ Çарăн чаçĕсене çапса аркатаççĕ. Юпан 3-мĕшĕнче шуррисем Сылтăм Çыра тапăнса пыраççĕ. Çапах та шуррисем малтанхи пекех ăнăç ĕçне тума пултарайман, юпа, 15|юпан 15-мĕшĕнче врангельсем Днепрăн сулахай çыранне каçаççĕ.
Çав хушăрах поляксем, Врангеле сăмах панă пулсан та, 1920 çулхи юпан 12-мĕшĕнче большевиксемпе вăрçăна чараççĕ. Большевиксем тӳрех польша фронтĕнчи çарĕсене Шурă çара хирĕç куçăраççĕ. Юпан 28-мĕшĕнче хĕрлисен Кăнтăр фрончĕн пайĕсем М. В. Фрунзе ертсе пынипе Çурçĕр Таврири Врангелĕн Вырăс çарне хупăрласа хурса Крыма ярас мар тĕллевпе хирĕç тапăнаççĕ. Анчах та хупăрласа илесси пăчланать. Врангелĕн тĕп çарĕ чӳкĕн 3-мĕшĕнче Крыма кĕрсе хатĕрлесе хунă хӳтĕлев йĕрĕнче вырнаçаççĕ.
М. В. Фрунзе, 190 пин штыкпа хĕç çар ушкăнĕпе Врангелĕн 35 пин çарне хирĕç чӳкĕн 7-мĕшĕнче Крыма штурмăлать[1]. Хăйсен йышĕ, хĕçпăшал хатĕрĕ çав тери чылайрах пулсан та хĕрлисен çарĕсем темиçе кун ĕнтĕ Крым хӳтĕлев йĕрне çĕмĕрсе каçайман, чӳк, 11 С. Каретников ертсе пынă махносен вăйĕсем Карп Балки патĕнче Барбовичăн юланут корпусне аркатнă хыççăн çеç, шуррисен хӳтĕлев йеркине пăсса каçаççĕ. Хĕрлĕ çар Крыма вăркăнса кĕрет. Вырăс çарĕпе граждан çынсем тарма пикенеççĕ. Виçĕ кун хушши 126 карап çине çара, офицер çемйисене, крым порчĕсенче — Севастополь, Ялта, Феодоси тата Керчь — пурăнакан граждансене ют çĕре илсе каяççĕ.
Чӳкĕн 12-мĕшĕнче хĕрлисем Джанкоя, чӳкĕн 13-мĕшĕнче — Симферополе, чӳкĕн 15-мĕшĕнче — Севастополе, чӳкĕн 16-мĕшĕнче — Керче туртса илеççĕ.
Большевиксем Крыма çĕнтерсе илсен çурутравăн граждан тата вăрçă халăхне касма тытăнаççĕ. Официаллă совет хыпарĕпе — 56 пин çынна вĕлернĕ)[2][3].
14—16 ноября 1920 года Армада кораблей под Андрей ялавлĕ карап текĕрчи Крым çыранĕсене хăварать, ют çĕре шурă полксене тата вуншар пин тарса çăлăнакан граждансене тиесе каять. Хăйĕн ирĕк кăмăлĕпе ют çĕре каякансен йышĕ 150 пин çын пулнă.
1920 улхи чӳкĕн 21-мĕшĕнче флотран тăватă ушкăнлă Вырăс эскадрине туса хураççĕ. Унăн çарпуçĕ пулма Кедров контр-адмиралав хушаççĕ. 1930 çулхи раштавăн 1-мĕшĕнче Франци министăрсен Канашĕ Вырăс эскадрине Тунисри Бизерта хулине яма палăртать.
Крым ӳкĕннĕ хыççăн большевиксен тытăмлăхне хирĕç вăйсене пĕтеççĕ. Хĕрлĕ диктатурăн куллен ĕçĕ пур Раççейре хыпса тухнă çĕр ĕçчен пăлхавĕсене лăплантарасси пулса тăрать.