Фрунзе Михаил Васильевич

Фрунзе Михаил Васильевич (парти псевдонимĕсем Трифоныч, Арсений, литература псевдонимĕсем Сергей Петров, А. Шуйский, М. Мирский), — Граждан вăрçи вăхăтĕнчи чаплă çарпуçĕсенчен пĕри. 1885 çулхи кăрлачăн 21 (нарăсăн 2) Туркестан крайри Семиреченск облаçĕнче вырнаçнă Пишпек (халĕ Бишкек) хулинче çуралнă. 1925 çулхи юпа уйăхĕн 31 Мускавра вилнĕ.

Пурнăçĕ

тӳрлет

Ашшĕ молдаванин пулнă, амăшĕ — вырăс.

1904 çулта Вернăй (халĕ Алма-Ата) хулинчи гимназине веренсе пĕтернĕ. Кайран Петербургри политехника институтне веренме кĕнĕ. Унта вăл большевиксен партине кĕнĕ, ăста революционер пулса тăнă.

1905-1907 çулсенчи революци вăхăтĕнче Мускавра парти ĕçне ертсе пынă.

1907 çулхи пуш уйăхĕн 24 Шуя хулинче аресленĕ. 1909 çулхи кăрлачăн 27 тата 1910 çулхи авăн уйăхĕн 22-23 ăна вĕлерме приговор йышăннă, анчах та кайран 10 çуллăха каторга ĕçне панă. Владимир, Николаев тата Александров каторга тĕрмисенче çичĕ çул иртернĕ хыççăн 1914 çулхи ака уйăхĕнче Иркутск кĕперниĕнчи Манзурка салине термерен пурăнма кăларнă. 1915 çулхи çурла уйăхĕнче ссылкăна янисен пĕрлĕхне тунăшăн аресленĕ. Ун хыççăн вăл Чита хулине тарнă. 1916 çулта Мускава куçса килнĕ.

Каçăсем

тӳрлет

Шаблон:Раççейри граждан вăрçинчи çарпуçсем Шаблон:Хĕрлĕ çар Граждан вăрçинче Шаблон:Руководители Военных ведомств России

Шаблон:Красная Талка