Бишкек
Бишкек | |
Хула гербĕ | |
Патшалăх: | Кăркăсстан |
---|---|
Регион: | |
Никĕсленĕ: | 1825 |
Хула, çултан: | 1878 |
Халăх йышĕ, пин çын: | 866 (2004) |
Хула лаптăкĕ: | 160 км2 |
Геогр. анлăхĕ: | 42°52' ç. ш. |
Геогр. вăрăмлăхĕ: | 74°34' х. т. д. |
Бишкек (кăрк. Бишкек, выр. Бишкек) — Чу айлăмĕнче вырнаçнă Кăркăс Республикин тĕп хули. Хула тинĕс шайĕнчен 760 метр çӳллĕшенче вырнаçнă.
Хула 4 район çине пайланать: Ленин, Октябрь, Первомайски тата Свердлов районĕсем çине. Ленин районĕ шутне Чон-Арык посёлок кенешĕ кĕрет. Вăл кенеш шутне Чон-Арык посёлокĕ тата Орто-Сай сала кĕреççĕ.
Истори
тӳрлет1825 çулта Каконд ханлăхĕ ку выранта Пешпек хӳтлĕхне туса хунă пулнă. Вырăс çарĕсем ăна икĕ хут (1860 çулхи авăн уйăхĕн 4 тата 1862 çулхи юпа уйăхĕн 24) илнĕ. 1862 çулхи чӳк уйăхĕнче хӳтлĕхе аркатнă. Икĕ çултан кунта казаксен пикетне туса хунă. Ун йĕри-тавра пасар пухăнма пуçланă. 1868 çулта ун вырăнĕнче Пишпек ятлă ял туса хунă. 1878 çулхи ака уйăхĕн 29 Пишпек уесăн тĕп вырăне пулса тăнă май ăна хула шайне кертнĕ.