Пысăк Упакасси
Пысăк Упакасси, — Чăваш Енĕн Йĕпреç районĕнчи сала. Вĕлтĕрен юханшывĕ хĕринче вырнаçнă.
|
Истори
тӳрлетЯл 1698 çулта никĕсленĕ.
Вăрманлă Çавал тăррине чи малтан килсе йышăннă хресченсем, 1700 çул тĕлнеллех е унччен маларах та пулĕ, пуçласа янă ял. Пулас ялĕ малтан пилĕк уйрăм касăран (околодкăсенчен) тăнă. Вĕсем тарăн Вĕлтрен çырми хĕррипе, унăн икĕ еннипе те тĕвĕленсе ларнă[2]
Асăннă касăсем XIX ĕмĕрте ӳссе пĕр ял пулса тăнă. Етĕрне уесне кĕнĕ. Малтан Туçа вулăсне кĕнĕ, кайран 1918 çулхи нарăс уйăхĕн 17 хыççăн Кушлавăш вулăсне, 1919 çулхи авăн уйăхĕн 28-мĕшĕ хыççăн каллех Туçа вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Вăрнар районне, 1928 çулхи чӳк уйăхĕн 24-мĕшĕ хыççăн Йĕпреç районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Вăрнар районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Йĕпреç районне кĕрет [3].
Ял тытăмĕ, халăх йышĕ
тӳрлет2004 çулăн кăрлачан 1 мĕшĕнче ялта 830 çын пурăннă, вĕсенчен 408 арçын, 422 хĕрарăм. 2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 844 çын, çав шутра 421 арçын, 423 хĕрарăм пурăннă[4].
Паллă çыннисем
тӳрлет- Çемен Элкер, чăваш сăвăçи, çыравçи.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ 2010 çулхи çыравăн бази.
- ^ Çемен Элкер. Кушлавăш уйĕ.
- ^ Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2018 ҫулхи Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики 2018 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
Вуламалли
тӳрлетТерентьева О. Н., Ефимова О. Н., Семенова Т. И. Чăваш халăх пултарулăхĕ. Истори халапĕсем. — Шуп.: Чăваш кĕнеке издательстви, 2007. — С. 362. — 462 с. — 2 000 экз. — ISBN 978-5-7670-1547-4